Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн прокуратурипе тата йĕрке хуралĕн ытти ĕçченĕсемпе пĕрле следстви комитечĕн тỹпи пысăк.
Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн ĕçченĕсем вырăнсенче саккунсене пăхăнаслăх мĕнле шайра пулнипе кăсăкланса час-часах районсемпе хуласенче пулса халăха асăннă комитетăн тивĕçне кĕрекен ыйтусемпе йышăнаççĕ.
2017 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн ертỹçин пĕрремĕш çумĕ Анатолий Георгиевич Митин пулать. Вăл Елчĕк район прокуратурин çуртĕнче халăха 11 сехетрен пуçласа 12 сехетчен йышăнать. Ыйтса пĕлес е йышăнăва çырăнас тесен маларах (8352) 62-46-61 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.
О.ДМИТРИЕВ,
Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн ертỹçин аслă пулăшуçи.