Ефим Молоствов 1911 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Чăваш ял хуçалăх аслă шкулне /1935-1937/, Патăрьелĕнчи педагогика училищине /1938-1940/, Чăваш патшалăх педагогика институтне /1946-1951/ вĕренсе пĕтернĕ. Ефим Михайлович тĕрлĕ çулсенче комсомол райкомĕн пропагандисчĕ, политвĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ, 30 çул ытла Энтепе, Каркалар, Аслă Елчĕк шкулĕсенче учитель, завуч тата директор пулса ĕçленĕ. 1942-1946 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă, Сталинград тата иккĕмĕш Украина фрончĕсенче фашистсене хирĕç çапăçнă.
Е.Молоствов биолог пулнă май шкулти çĕр ĕç опытне районта кăна мар, республикăра та çÿллĕ шая çĕкленĕ. Пултаруллă педагог Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравĕсене хутшăннă. Ачасене воспитани парас, тăван тавралăха сыхлас, тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерес тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене хаçат-журналсенче нумай пичетленĕ.
Ефим Михайловича Хĕрлĕ Çăлтăр, II степень Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, «Хăюлăхшăн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Будапешта илнĕшĕн», «Венăна илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенче Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн», «Ĕçре палăрнăшăн» медальсемпе, Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравĕн кĕмĕл медалĕпе, РСФСР Ял хуçалăх министерствин, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн, КПСС обкомĕпе Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Пархатарлă та тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн ăна РСФСР тата ЧАССР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ ятсем парса чысланă. Паллă педагог «Шкул вăрманĕ», «Руками учащихся», «Труд – строгий учитель», «Çулталăкра 1100 сысна самăртатăп», «Вчера и сегодня сельской школы», «Паттăрсен çулĕпе» кĕнекесен авторĕ.
Е.М.Молоствов 1986 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Е.Молоствов.