Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенсисем пысăкланаççĕ

Пенсисем пысăкланаççĕ

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕ 6,3 процент пысăкланнă. Çакăн çинчен Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева пĕлтернĕ.

Паллах, кĕтменлĕх мар – пенсисене кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ÿстерессине саккунпа çирĕплетнĕ. Ку хутĕнче ÿсĕм вăтамран 848 тенкĕпе танлашĕ. Чи пысăк хушăм вара 3 пинрен те иртет. Роза Кондратьева регионти 278 пин пенсионер пенсийĕ пысăкланассине çирĕплетнĕ. Ку мĕн пур пенсионерăн 81 проценчĕ. Çапла вара вĕсен пенсийĕн вăтам виçи 15533 тенкĕпе танлашĕ.

Çав вăхăтрах фонд уйрăмĕн ертÿçи социаллă пенсисене пысăклатасса кĕтнине те палăртнă. Пенсионера пурăнма кирлĕ виçене виçĕ çул пысăклатманччĕ, халь вăл хăпарнă, эппин, тăрантарса усракана çухатнине, инвалид пулнине, ватлăха кура паракан пенсисем те хутшăнмалла.

Роза Алексеевна ытти çĕнĕлĕх пирки те пĕлтернĕ. 2021 çулта 1965 çулта çуралнă хĕрарăмсене тата 1960 çулта çуралнă арçынсене пенсипе тивĕçтерме тытăнаççĕ. 4 ача çитĕнтернĕ çынсене 56 çул тултарсан пуçласа пенси тÿлеме пуçлаççĕ. Çавăн пекех пысăк стажлă çынсем /хĕрарăмсем – 37, арçынсем 42 çул ĕçленĕ пулсан/ пенсионерсен йышне маларах кĕрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code