Вырăнти хăй тытăмлăхăн çĕнĕ моделĕсене йĕркелеме çирĕп никĕс хывма пулăшнă федерацин 131 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккун ĕçлеме пуçланăранпа пурнăç çакна кăтартса пачĕ: ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кресли çинче халăх чăн та вĕсен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан ертỹçĕне анчах курасшăн. Халăх шанăçне çĕнсе илнĕ ертỹçĕсенчен пĕри — Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров.
Асăннă должноçа Валерий Владимирович 2012 çулта йышăннă, шаннă ĕçе тỹрех пысăк теветкеллĕхпе тата хавхаланупа пуçăннă.
— Ĕçре халăх ăнланни тата пулăшса пыни кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерме, çĕнĕ пуçарусене ĕçе кĕртме май парать, — тет вăл кăмăллăн калаçăва пуçланă май. — Ертỹçĕне ларсанах тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулма тиврĕ. Кĕçĕн Таяпа, Каркалар, Кĕçĕн Патреккел, Петровка ялĕсенче пурăнакансем хăйсен çĕр пайĕсене кỹршĕллĕ Пăва районĕнчи усламçăна Валерий Сидорова арендăна панă пулнă. Анчах та «Звезда» ООО ертỹçи асăннă çĕр пайĕсемпе 9 çул усă курнă пулсан та вĕсене саккунпа килĕшỹллĕн регистрацилес ĕçе пурнăçламан (халăхран пуçтарса илнĕ çĕр докуменчĕсем «Звезда» ОООн управляющийĕн килĕнче упраннă). Мĕнрен пуçăнмалла? Чи малтанах халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕ пурнăçлама тиврĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕрен çĕрпе çыхăннă документсене шыраса тупса ял тăрăхĕн территорийĕнчи çĕрсене регистрацилес ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама пултартăмăр. Паянхи кун халăх çĕр пайĕсене ял тăрăхĕнче вăй илнĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсене арендăна панă. Анатолий Петров, Алексей Шадриков, Юрий Тетмуков, Владимир Галкин, Валерий Щипцов, Борис Головин, Андрей Севриков, Анатолий Зайламов, Вячеслав Кузнецов, Лариса Колесникова фермерсем, «Прогресс» АХО тăрăшнипе çĕрĕн пĕр лаптăкĕ те усăсăр выртмасть. Халăх та кăмăллă — çĕр пайĕсемшĕн вĕсене кашни çулах икшер центнер тырă, тỹлевсĕр улăм, йỹнĕ хакпа утă тивĕçет. 2012 çул тĕлне çĕр пайĕсене регистрацилесси 18 процент пулнă пулсан, халĕ вăл 85 процентпа танлашать.
Ял тăрăхĕнче хуçасăр объектсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарассипе те сахал мар ĕç пурнăçланă Кĕçĕн Таяпасем. Кĕçĕн Таяпа, Каркалар ялĕсенчи 4 пысăк склада тата юсав мастерскойне, Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа, Каркалар ялĕсенчи 7 шыв башнине, Каркалар ялĕнчи лаша витине харпăрлăха куçарса вырăнти фермерсене сутнă.
В.Петров ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине алла илнĕренпе чылай ĕç пурнăçланнă кунта: 2013 çулта хĕллехи тапхăрта чылай çул хутăнман Таяпа Энтри клубне тĕпрен юсанă (çак ĕçе пурнăçлама 1 миллион та 100 пин тенкĕ тăкакланă), 2016 çулта çак ял çыннисен Юрий тата Николай Столбовсен пуçарăвĕпе тата халăх пулăшăвĕпе асăннă ялта часавай çĕкленĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинчен никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене тата халăха пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме, вырăнти пуçарусене ăнăçлă аталантарма май парать. Çак указ пулăшнипе Кĕçĕн Таяпари Садовая урамра 200 метр çула вак чул сарса хытарнă.
— Çак программăна халăх та ырласа йышăнни, пулăшу аллине вăхăтлă тăсма ăнтăлни савăнтарать, — пĕлтерет Валерий Владимирович. — Асăннă программа пулăшнипе тепĕр çул Кĕçĕн Таяпа ялĕн çĕнĕ масарне тирпей-илем кĕртсе, масар тавра карта тытса çавăрасшăн.
Халăха пăшăрхантаракан ыйтусене вăхăтлă та пахалăхлă татса пама тăрăшаççĕ ял тăрăхĕнче. Сăмахран, Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи Шепиловская урамрпа Пятигорская урама пĕрлештерекен кĕпер питĕ япăх лару-тăрура пулнă. Ун урлă выльăх-чĕрлĕхе каçарасси те чăрмав кăларса тăратнă. Кĕпере 2 çул умлăн-хыçлăн юсанă-ха, çапах та çурхи шыв ăна икĕ çулĕнче те юхтарса кайнă. Кăçал вара халăх пулăшăвĕпе кĕпере бетон плитасемпе çирĕплетме вăй çитернĕ. Çак ялти Шепиловская тата Зеленая урамсене пĕрлештерекен Таябинка юханшывĕ урлă хывнă кĕпере (кунта Борис Головин фермер техникăпа тата строительство материалĕсем уйăрса пысăк пулăшу панă) юсас ĕçре Зеленая урамра пурăнакан Владимир Некрасов, Юрий Садовников, Валерий Крылов тата ытти çамрăксем хастарлăх кăтартнă. Таяпа Энтри ялĕнчи Типĕвар çырми урлă Поселковая урамран Анаткас урамне, Молодежная урамран Школьная урама каçмалли кĕперсене те тĕпрен юсанă. Кунта ял халăхĕ тата Анатолий Петров фермер пысăк пулăшупа тивĕçтернĕ.
Ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртессипе, вырăнти халăхран налук пуçтарассипе те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ кунта. Хуçалăхсенче пухăнакан çỹп-çапа уйăхра пĕр хут Елчĕкри «Юрга» ОООна турттараççĕ.
Малашлăхра пурнăçламалли ĕçсем те сахал мар ял тăрăхĕнче. Пысăк ĕçсенчен пĕри — Кĕçĕн Таяпа клубне тĕпрен юсасси. Çак ĕçе пурнăçлама хальхи вăхăтра 2 миллион та 500 пин тенкĕлĕх проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе Чăваш Республикин культура министерствине çитернĕ. Çавăн пекех Кĕçĕн Таяпари Шепиловская урамра — 700 метр, Таяпа Энтри ялĕнчи Магазинная урамĕнче 600 метр çула вак чул сарса хытармалла.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртсе Каркалар тата Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче ФАПсем хута янă, çывăх вăхăтра Таяпа Энтри ялĕнче те фельдшерпа акушер пункчĕ тăвассине плана кĕртнĕ.
Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ 6 яла (Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Петровка, Каркалар, Кĕçĕн Патреккел, Çĕнĕ Тỹскел) ялĕсене пĕрлештерет, вĕсенче 1190 çын пурăнать. Çак ялсенче йĕркелĕхе тытса тăрас, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесе вĕсен ыйтăвĕсене вăхăтлă та пахалăхлă татса парас тĕллевпе ял тăрăхĕн администрацийĕнче ертỹçĕсĕр пуçне тата 3 специалист тăрăшаççĕ. Кашни çынпах пĕр чĕлхе тупма пултаракан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Лариса Морозова, 1-мĕш разрядлă специалист Лариса Ильина, çарпа учет ĕçĕсен инспекторĕ Тамара Садовникова хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ тата шаннă тивĕçе тĕплĕн пурнăçлаççĕ.
— Ял халăхĕ ĕçлеме те, кăмăллăн канма та пĕлет. Спортра та маттур пирĕн тăрăхри халăх, ватти-вĕтти ял тăрăхĕнчи тата ун тулашĕнчи тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнать. Мĕнпе асра юлчĕ кăçалхи çулталăк? Чăваш Енри Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ ял тăрăхĕнче çемье хаклăхĕпе çыхăннă чылай мероприяти йĕркеленипе асра юлчĕ. Общество, çемье чи пысăк пуянлăх пулнине çак çул уйрăмах çирĕп туйрĕ пулĕ ял çынни. Кăçал Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче 9 ача кун çути курчĕ, 5 çемье пĕрлешрĕ. Паллă çул пĕр çемье те уйрăлманни пысăк савăнăç кỹрет, — палăртать ял тăрăхĕнчи кашни çыннах çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе ăшшăн саламланă май Валерий Петров ертỹçĕ.
Елена ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Валерий Петров ертỹçĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕпе Лариса Морозовăпа тата çарпа учет ĕçĕсен инспекторĕпе Тамара Садовниковăпа ĕç вырăнĕнче.