Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

«Ваççа тете, çава туптаса параймăн-и? Ĕне чĕрнине касмалла, пулăшаймăн-ши? Хачăсем мукалнă, хăйраса парсам…», – çакăн евĕр ыйтусемпе час-час аптратаççĕ Василий Диомидовича. Вăл вара, çулне кура мар вашаватскер, никама та хирĕçлемест, кирек камăн ыйтăвне те хаваспах тивĕçтерет. Кĕреçе-сенĕк, çава аври ăсталать, карçинкка çыхать, ытти ĕç пурнăçлать. Çулла вăхăчĕ хĕсĕкрех пулнипе уйрăмах хĕл кунĕсенче аппаланать алă ĕçпе. Пурнăçра ĕçпе йăпанса, çынна май çитнĕ таран пулăшма тăрăшса 87 çула çитнине сиссе те юлайман ахăр арçын. Йăл кулса, васкамасăр, лăпкăн та сăпайлăн калаçать, хăш чухне шÿтлесе илме те маçтăр.

Кунсерен автанпа пĕрле ирех вăранать Ваççа тете. Ара, мĕн çамрăкран кăвак çутăпа тăрса рейса тухса кайма хăнăхнăскер, ватлăх кунĕнче пушшех те çывăраймасть. Картишне, хапха умне шăлса тирпейлет, чăх-чĕпне апатлантарать, кил хуçалăхĕнче тăрмашать. Хĕл кунĕсенче вара юр хырать.

Василий Абрамов 1934 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче Патреккел ялĕнчи Диомид Семеновичпа Евгения Алексеевна Абрамовсен 5 ачаллă çемйинче тĕнчене килнĕ. Чи малтан çемьене Мария вĕçсе кĕнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Мария Диомидовна Абрамова иртнĕ çул 100 çул тултарсан пурнăçран уйрăлчĕ. Ун хыççăн Якур кун çути курнă. Вăл вăрçăра Сталинградшăн пынă çапăçусен вăхăтĕнче пуçне хунă. Каярах Елизавета, Нина çуралнă. Василий вара ачасенчен чи кĕçĕнни пулнă. Шкулта 7 çул ăс пухнă ача.

– Вăл вăхăтра Патреккел шкулĕ халĕ Юрий Каринкин пурăнакан вырăнта вырнаçнăччĕ. Шкул вăхăчĕ асăма çапларах кĕрсе юлнă: вутă çителĕклĕ пулманран хутмалли-ăшăтмалли тапхăрсем çитсен классенче питĕ сивĕччĕ, çырма хут çукчĕ. Кивĕ кĕнекесен хĕррисене çыркалаттăмăр. Чернил шăнса ларатчĕ. Сивĕ вăхăтсенче классенче тумтирпех лараттăмăрччĕ. Пире Маиса Александровна Семенова учительница вĕрентетчĕ /каярах вăл Комсомольски районне куçса кайрĕ/. Вĕрентекен ялти хастар активисткăпа Клавдия Александровна Семеновăпа пĕр тăванччĕ.

Каникул кунĕсенче Василий ялти ытти чылай ачапа пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă. Пĕчĕклех лаша кÿлме, ăна пăхăнтарма хăнăхнă арçын ачасем вăл вăхăтра. Лашана хăех кÿлсе аслисемпе пĕрле утă-улăм пуçтарнă, турттарнă, ытти тĕрлĕ ĕç пурнăçласа кунран-кун хуçалăх аталанăвне тÿпе хывнă, кăштах та пулин укçа-тенкĕ ĕçлесе илсе ашшĕ-амăшне çăмăллăх кÿнĕ.

Шкул хыççăн çамрăк тăван колхоз ĕçне хутшăннă. Малтан грузчик пулса тăрăшнă.

– Колхозра Чулхулара кăларнă 1 тонна çурă таякан ГАЗ ММ тата Сталин ячĕллĕ заводра кăларнă ЗИС-5 /ку транспорт хатĕрне 1933-1958 çулсенче Мускав, Ульяновск, Миасс хулисенче кăларнă/ автомашинăсемччĕ. Аркадий Герасимов ЗИС-5 автомашинăпа çÿретчĕ, эпĕ унпа юнашар грузчик пулса ĕçлерĕм. Шăпах çак çулсенчи ытти ăста шоферсене Геннадий Алексеева, Николай Горшкова палăртса хăварас килет. 1951-1952 çулсенче вăрман турттарма, Пăвана, Канаша тырă леçме тиврĕ. Патшалăх çирĕплетнĕ плана вăхăтра тултармаллаччĕ. Пирĕн колхоз яланах малтисен ретĕнче пулнă, плансене тултарсан ытти хуçалăхсене те пулăшнă.

1953 çулта мана ДОСААФ шкул урлă Шупашкара шофера вĕренме ячĕç, унта 5 уйăх вĕренсен çар ретне тăтăм. Чи малтанах Ленинградри Балтийск флотĕнче службăра тăтăм. Каярах Калининграда куçарчĕç, кунта радиста вĕрентĕм.

Çар тивĕçне 3 çул чыслăн пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăннă салтак. Тепĕр куннех йĕтем çапма кайнă.

– Вырма вĕçленсен эпĕ Елчĕкри «Радуга» лавкка хыçĕнчи çакăнса тăракан кĕпере тăвас ĕçе хутшăнтăм. 1957 çулта хĕл каçа ăсталарăмăр ăна, – аса илет Василий Диомидович.

Çак çулсенче харсăр çамрăка комсомол организацийĕн ялти уйрăмĕн секретарьне суйланă. Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен, ыттисене яланах пулăшу аллине тăсса пама пултарнăнран хисепленĕ ĕçрен ÿркенмен çамрăка. Хастар комсомолецсемпе, «Осоавиахим» /ДОСААФ, РОСТО/ ирĕклĕ общество организацийĕн членĕсемпе ĕçлеме тивнĕ унăн.

Сăмах май, историе таврăнас пулсан çакă паллă. «Осоавиахим» организаци Патреккелĕнче 1927 çулта йĕркеленнĕ. Вăл халăха, уйрăмах çитĕнекен ăрăва, çарпа патриотла воспитани парассипе ĕçленĕ. Кунтах тĕрлĕ лару-тăрура хÿтĕленме, хĕç-пăшалпа, противогазпа усă курма вĕрентнĕ, ку енĕпе спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Хĕçпе, сăнăпа çапăçма хăнăхтарасси, лаша çинче ларса пынă вăхăтра пăшалпа перес ăсталăха ÿстересси те тĕп вырăнта пулнă. Çитĕнĕвĕсем те çук мар. Ялти организаци районта анчах мар, республикăра та малтисен йышĕнче пулса «Осовиахимăн» Тĕп комитечĕн Хисеп хутне, моторсăр самолета, «Ремул» ятлă ăратлă тихана çĕнсе илнĕ. Хĕрсем те хастар пулнă кунта. 1936 çулта Шупашкар-Чулхула хушшинче иртнĕ çамрăксемпе комсомолецсен ăмăртăвне Патреккел хĕрĕсем – пĕрремĕш комсомолецсем тата тĕл перекенсем Агреппина Горшковăпа Федосия Петрова хутшăннă, йывăрлăхсене арçынсемпе тан тÿссе ирттерсе тĕп организацин тата Сормовăри заводăн рабочийĕсен премине тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăн организацие çĕнĕрен йĕркелесе янă хыççăн ăна М.Воронцов фронтовик ертсе пынă. Кунтах водительсене хатĕрлекен уйрăм уçнă, унăн ертÿçи пулма Александр Каринкина, каярах Владимир Петрова шаннă. Парашютистсен кружокне Ананий Горшков йĕркелесе пынă.

– Эпĕ комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçленĕ вăхăтра çĕршыв пуçĕнче Никита Хрущев тăратчĕ, шăп çак çулсенче ял хуçалăхĕнче кукурузăна ăнăçлă çитĕнтересси малта пулчĕ. Икĕ юхан шыв – Кĕçĕн Пăлапа Аслă Пăла пĕрлешнĕ вырăнти лапамра вăл уйрăмах ăнса пулатчĕ. Ялти çамрăксемпе пĕрле ятарлă конкурса хутшăнса çÿхе хăмаран коробка хатĕрлесе 4 метр таран çитĕннĕ кукурузăна ВДНХна ярса патăмăр. Çĕршывăн тĕп хулинче пирĕн ĕçе асăрхамасăр иртмерĕç. Мала тухнине палăртнă май ялти хастар комсомолецем валли çĕвĕ çĕлемелли «Подольск» машинăсем ярса пачĕç. Парнене Любовь Александровна Кудряшова /Плотникова/, Елена Васильевна Скворцова /Крылова/, Лидия Арсентьевна Левая /Добронравова/, Лидия Григорьевна Абрамова /Михина/ тивĕçрĕç. Ыттисем вара велосипедлă пулчĕç. Мана СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин медалĕпе чысларĕç. Кăштах вăхăт иртсен эпĕ шофера ĕçлеме вырнаçрăм. Водительсене хатĕрлекен Владимир Васильевич Петровпа ЗИС-5 автомашинăна Канаша леçсе юсасан чи малтанах ун çине лартăм. Унтан мана çĕнĕ автомашина тиврĕ, – аса илет вăл вăхăта Василий Абрамов.

Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра шоферта вăй хунă вăл. Кирек мĕнле çанталăкра та ĕçе васканă. Рейс хыççăн рейс, кун хыççăн кун – çапла вара кунран-кун ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнине те сиссе юлайман. Пенси çулĕсенче те ахаль ларман Ваççа тете, 10 çул арманçăра, пушар хурал пайĕнче водительте тăрăшнă. Пархатарлă ĕçшĕн тивĕçнĕ сумлă наградăсем сахал мар пултаруллă та ăста водителĕн. Пĕр çулĕнче ăна «Восход» мотоцикл та парса хавхалантарнă. Обществăлла ĕçре пысăк активлăхпа палăрнăшăн та нумай тав сăмахне тивĕçнĕ. Вăрах вăхăт ял старости пулма шаннă хисеплĕ çынна ял халăхĕ. Ашшĕпе-амăшне питĕ ăшă сăмахсемпе аса илет В.Абрамов. Ашшĕ арманçă пулнă, амăшĕ тăван хуçалăхра тăрăшнă. Столяр ĕçне те кăмăлланă çемье пуçĕ. Унăн маçтăрлăхĕ Василий çине те куçнă.

Мăшăрĕпе Людмила Ивановнăпа 1960 çулта пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. 62-мĕш çул пĕрле пурăнаççĕ. 5 ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă Абрамовсем. Валентина хĕрĕ медицина ĕçченĕ, Галина – бухгалтер, Юра тата Михаил – электриксем. Антонина хĕрĕ сусăр çуралнă, 46 çула çитиччен тивĕçлĕ пăхнă ăна ашшĕпе амăшĕ. Халĕ ватăсен 3 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук.

Ачисем ашшĕпе амăшĕ пирки ăшă сăмахсем калаççĕ:

– Ĕлĕк кĕсье телефонĕсем пулман, вĕренме кайсан аттепе анне пирĕн патăмăра Шупашкара тăтăшах çырусем çыратчĕç. Вĕсен ăшă сăмахĕ, канашĕсем пире пурнăçра чылай пулăшса пынă, тĕрĕс çул кăтартнă. Çырăвĕсене халĕ те типтерлĕн упратпăр. Шухăш-кăмăлĕпе те уçă, пурин валли те ăшă та вырăнлă сăмах тупаççĕ хаклă çыннăмăрсем. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче вĕсен пирĕншĕн пичĕсем хĕрелмен, «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан ачисемшĕн савăннă анчах. Атте ĕçе ирпе тухса кайсан каçсăр таврăнман. Çавна май кил-хуçалăхĕнчи ĕçĕн пысăк пайĕ аннен хул-çурăмĕ çине тиеннĕ. Йышлă выльăх-чĕрĕх тытнă, пахча çимĕç, йывăç-тĕм çитĕнтернĕ килте. Çын пахчине ăмсанса пăхман эпир. Йывăрлăхсене пăхмасăр савăк кăмăлпа, тÿлек саспа калаçать анне. Ĕçленĕ чух яланах юрлать. Çыхма, тĕрлеме маçтăр. Çамрăк чух кĕпесем çĕленĕ. Радио-телевизорпа çĕнĕ хыпарсем итлеме юратать, кроссворд тупма ăста. Уроксене хатĕрленме те ытларах вăл пулăшнă пире. Ватăлсан вырăнпа выртнă асаннене те чылай вăхăт тивĕçлĕн пăхрĕ вăл. Телейлĕ пулчĕ пирĕн ачалăх, мĕн кирли йăлт пулчĕ.

Люççа аппан та пурнăçĕ тип-тикĕс килмен, 4 çултах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, амăшĕн аппăшĕн çемйинче ÿснĕ. Шкул хыççăн ял хуçалăх институтне вĕренме кĕресшĕн пулнă, анчах та унта вĕренме пÿрмен. Çамрăклах колхоз ĕçне хутшăннă, утă çулнă, тырă вырнă, кĕлте çыхнă тата çапнă, кантăр тылланă, хăмла ÿстернĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code