Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тухтăр пулмах çуралнă

Тухтăр пулмах çуралнă

Районти тĕп больницăра ача-пăча тухтăрĕнче 32 çул ытла тăрăшакан Надежда Афанасьева Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ «Эпĕ – хĕрарăм» конкурсра «Эпĕ – тухтăр» номинацире тупăшать.

Йышлă çемьере çуралса ÿснĕ хĕр ача шкулта лайăх вĕреннĕ. Уйрăмах биологипе хими предмечĕсене кăмăлланă. Хăйĕн тарăн пĕлĕвне пĕрре мар районти шкул ачисем хушшинчи олимпиадăсенче çирĕплетнĕ. Анлă тавра курăмĕпе палăракан çивĕч хĕр спортпа çывăх туслашнă. Уйрăмах çуран чупса, йĕлтĕрпе ярăнса пысăк çитĕнÿсем тунă.

Алла аттестат илнĕ Надьăна вĕренме ăçта каяс шухăш канăç паман. Хăйĕн врач пулас килет, ашшĕпе сумлă педагог вара пултаруллă пикере ăста, ачасемпе пĕр чĕлхе тупакан вĕрентекене кураççĕ. Аслисен шухăшне тăнласа мал ĕмĕтлĕ хĕр педагогика институтне вĕренме каяссине хыпарласа çула тухать. Хулана çитсен вара урисем пĕр иккĕленмесĕрех Чăваш патшалăх университетне, медицина факультетне çул тытаççĕ.

– Хам суйласа илнĕ çул тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Çавăнпа та пĕрре те ÿкĕнмен учитель пулманшăн, – тет вăл паян.

Ачасене юратнăранах педиатр специальноçне алла илнĕ çамрăк тăван района ĕçлеме килнĕ. Алла диплом илнĕ тĕле ачаллă пулма та ĕлкĕрнĕ. Вăл шкулта спортра пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарнă Виталий Афанасьев педагогпа пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ амăшĕ вĕренсе пĕтериччен кукамăшĕпе кукашшĕ çумĕнче ÿснĕ.

– Алла диплом илмеллех, вĕренме ан пăрах. Эпир ялта аптрамăпăр, – тенĕ ашшĕпе амăшĕ.

Çапла, 1989 çулта районти ача-пăча поликлиникинче ĕçлеме пуçланă Надежда Афанасьева педиатр. Чи малтанах унпа юнашар Антонина Петрова медицина сестри тăрăшнă. Ăна урăх ĕçе куçарнă хыççăн паянччен Людмила Доброхотовăпа çума-çумăн, килĕштерсе вăй хураççĕ.

– Эпĕ килнĕ çулсенче районта 18 çула çитмен 6 пин ытла ачаччĕ. Халĕ 3 пине яхăн кăна, – шухăшлăн палăртать тухтăр.

Ача шучĕ сахалланса пынă вăхăтра вĕсем ытларах чирлени канăç памасть ăна. Вăтăр çул каялла ачасем ракпа чирлеме пултарни çинчен шухăшлама та пултарайман. Паян пĕчĕкскерсем те усал шыçăсемпе нушаланаççĕ. Çакăн пек чухне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тухтăр та куççулĕсене тытса чараймасть.

Çын нушине ăнланакан, ăна чĕре витĕр кăларакан сиплевçĕ тин çеç калаçма пуçланă е хăйĕнчен те çÿллĕ ÿснĕ шкул ачипе часах пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вĕсемпе ăшшăн пуплени хăйĕн патне илĕртет те.

Кабинета ахăрттарса йĕрекен шăпăрланпа ашшĕ кĕрсе тăраççĕ. Района хăнана килнĕскерсен тем амакĕ сиксе тухнă, ача шутсăр канăçсăрланать. Надежда Алексеевна ачана лăплантарас тесе сумкăри сухарине пачĕ, ăна ачашларĕ, çурăмĕнчен лăпкаса мĕн ыратнине ыйтрĕ… Тем самантра хайхискер лăпланчĕ, ашшĕ пулăшăвĕсĕрех тенкел çине хăпарса ларчĕ, тухтăрпа пуплеме пуçларĕ…

– Сирĕн кашни пепке валли мĕн те пулин тутли пур-и? – ыйтрĕ ачин хăтланăвне тĕплĕн сăнакан арçын.

Тухтăр йăл кулса илчĕ те хăйĕн ĕçне малалла пурнăçларĕ.

– Эсир мана палласа илеймерĕр пулĕ-ха? Мана та пĕчĕк чухне чейпе çăкăр çине çу сĕрнине çитернĕччĕ. Епле тутлăччĕ вăл, паян та тута çинчен кайман, – терĕ хайхискер.

Унтан вăл амăшĕ пĕртăвансене пăрахса кайнăран кукамăшĕпе ÿснине каласа пачĕ. Пысăк опытлă врач хăй пăхса, тимлесе тăракан ачасене кăна мар, вĕсен çемйисене, тăванĕсене те лайăх пĕлет. Çав ÿкерчĕке те часах куç умне кăларса тăратрĕ вăл. Кăнтăр апачĕччĕ ун чухне. Шурă халатлă ĕçченсем апатланнă вăхăтра инçетри ялтан пĕр ватă мăнукне илсе килнĕ. Çăвара пĕр чĕптĕм çăкăр та ярса ĕлкĕреймен сиплевçĕсем патне кĕрсе тăнă арçын ача тухтăр аллинчи çăкăр татăкĕнчен куç илеймен…

Çак çулсем хушшинче Надежда Афанасьева темле лару-тăрура та пулать. Çынлăха мала хураканскер яланах ашшĕ-амăшне ырă сĕнÿ-канашпа пулăшать.

Пуян опыт пухнă педиатр коллективра та, ял çинче те пысăк хисепре. Кăçал унăн сăнне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарни те çакна лайăх çирĕплетет.

Аслă Елчĕкри Матросов урамĕнче пурăнакансемшĕн вара Надежда Алексеевна пĕрремĕш пулăшуçи. Кам мĕнпе те пулин аптăраса ÿкет, тÿрех унран канаш ыйтать.

– Пирĕн Надя пур, пулăшу ыйтсан нихăçан та хирĕçлесе тăмасть, – теççĕ пĕр касра пурăнакан ватăсем те.

Ÿркенмен врач общество ĕçĕнче те харсăр. Студент чухне комсорг пулнă. Халĕ чылай çул больницăри хĕрарăмсен канашне ертсе пырать. Районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕсенче больница коллективĕ тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрать. Надежда Алексеевна йĕлтĕрпе чупса командăна яланах малти вырăнсене йышăнма пулăшать. Сăмах май каласан, Афанасьевсен çемйи хăй вăхăтĕнче спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Çавăн пекех тараватлă кил хуçи алă ăсти те. Тĕрĕсем арча тулли.

– Шалккă вĕсене ахаль вырттарма.Çĕрĕпе куç хупман вĕт вăхăтĕнче. Тĕрĕллĕ питшăллисене Красноярскри тăвансене нумай парса ятăм. Унти чăвашсем хамăр йăла-йĕркене тытса пыма тăрăшаççĕ, уявсенче манăн питшăллисене усă курни епле паха, – пĕлтерет пултарулăхĕпе маххă паманскер.

Тĕрлĕ япаласем çыхма та ăста вăл.

– Халĕ ал ĕçне пит тытса лараймастăп. Мăнуксем валли нуски çыхма вăхăт çитеретĕпех. Виççĕн вĕсем манăн, – ăшшăн пуплет вăл çывăх çыннисене аса илнĕ май.

Афанасьевсен икĕ ача. Алексей Шупашкарта, Наташа Хусанта хунав янă. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Хăйсем суйласа илнĕ профессийĕсемпе тăрăшаççĕ.

Шел, 2016 çулта Надежда Алексеевна юратнă мăшăрне яланлăхах çухатрĕ. Йывăр чире парăнтарайман Виталий Зиновьевичăн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Унтанпа тăлăх арăм мăшăрĕпе пĕрле лартнă пысăк та хăтлă çуртра пĕчченех. Пĕрре урлă пурăнакан хунямăшĕпе килĕштерсе те тату пурăнать. Ывăлĕ кашни эрнерех амăшĕ патне килсе пулăшу аллине тăсать. Ĕçрен таврăнсан вашаватскер кил картинче чупса çÿресе тăрмашать. Мăшăрĕ пурăннă чухне вăл хуçалăхри ĕçсем пирки пит шухăшласа кайман пулсан, халĕ пĕтĕмпех ун çинче. Çапах та нăйкăшмасть 55 çулхи пăрчăкан пек хĕрарăм, пур çĕре те ĕлкĕрет. Путвал тулли консервланă банкăсем лараççĕ, ăнса пулнă çулсенче ачисемпе тăванĕсем валли панулми 50 ешчĕк таран хатĕрлет.

Картишне те пушă тытмасть. Унччен пысăк выльăхсем усранă пулсан, халĕ ытларах чăх-чĕп, кăркка усрать.

– Хамăр алăпа туса илекен улма-çырла та пылак, аш-какайĕ те сĕтеклĕ, – тет вăл.

Юлашкинчен тухтăр сĕнĕвĕсемпе паллаштарасшăн:

– Ачасен çулла уçă сывлăшра 2 сехетрен кая мар çÿремелле. Шăрăх кунсенче урама 12 сехет çитиччен тухса кĕмелле. Çавăн пекех 16 сехет иртсен çÿрени аван. Ача çине хĕвел ÿкесрен асăрханмалла, ытларах сулхăнра пулма тăрăшмалла. Ачана пуç хатĕрĕ тăхăнтартмалла.

– Çулла ачасене ытларах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Уйрăмах шыв хĕрринче асăрхануллă пулмалла, чÿрече çине хăпарса каясран асăрхамалла. Ывăл-хĕрĕ кунĕпе мĕн тунине ашшĕ-амăшĕн лайăх пĕлмелле.

– Телефонпа 20 минутран ытла выляни е мультфильмсем пăхни пĕчĕк ачашăн уйрăмах сиенлĕ. Кун пек чухне вĕсем кĕлеткене тÿрĕ тытманран çурăм шăмми авăнас хăрушлăх пур. Телефон экранĕ çине тăтăшах пăхсан куç çивĕчлĕхĕ те чакать, пуç ыратать. Пепки ан чăрмантартăр, шăп лартăр тесе ашшĕ-амăшĕ карас телефонĕ тыттарать. Кайран, «теттене» илсен пĕчĕкскер йĕме, кăшкăрма пуçлать. Мĕншĕн туртса илнине вăл ăнланмасть-çке. 2 çултан иртнĕ ачапа пÿрне моторикине аталантаракан вăйăсем вылямалла, ăс-тăна пулăшакан кĕнекесем вуламалла. Ку енĕпе телефон пулăшмасть.

– Çулла – улма-çырла, пахча çимĕç вăхăчĕ. Вĕсене те ачана виçеллĕ çитермелле. Унсăрăн вар-хырăм пăсăлма пултарать. Урамран кĕнĕ хыççăн ачан аллине супăньпе çума манмалла мар.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Афанасьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code