1996 çултан тытăнса çĕршывра çĕр пайĕсене харпăрлăха илме тытăннă. Каярахпа çĕр ĕçĕсене пурнăçлама техника туянас ыйту пит çивĕч тăнăран, нумай çемье вĕсене ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене тара е харпăрлăха панă.
Фермерсем трактор-машинăна вăл е ку хире илсе тухсан вĕсем ăна унталла-кунталла куçарса çÿреме чарăннă – техникăна ĕçе вĕçличченех кунта хăварнă. Пысăк тупăш илме тытăнсан вĕсен умне уй-хирте пурăнмалли çурт тăвас ыйту тухса тăнă. Чăваш Енре уйсем пурăнакан вырăнтан аякра пулманран, ку ыйту ытлашши çивĕч тăмасть. Апла пулин те Ставрополь, Краснодар крайĕсенче, Оренбург облаçĕнче, çавăн пекех çĕршывăн ытти хăш-пĕр регионĕсенче хирсем вĕçĕ-хĕррисĕр, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна çитме фермера сахал мар вăхăт кирлĕ. Çавăнпа пурăнмалли çурт-йĕр уйра пулни меллĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр анлăн сарăлса выртакан регионсенче ăна тума ирĕк пама ыйтаççĕ. РФ Патшалăх Думи кăçалхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕр кодексне кĕртме сĕннĕ улшăнăва виççĕмĕш хут пăхса тухса йышăннă. Çапла майпа малашне чылай фермер уйрах пурăнмалли çурт-йĕр лартма пултарĕ.
– Кодекса кĕртнĕ улшăну хуласене ялсенчен пурăнма куçакансен шутне пĕчĕклетме май парĕ, – тенĕ Патшалăх Думин аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Владимир Плотников. – Улшăну 2022 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмелле.