Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ỹпке шыççипе чирлекен ача нумайланнă

Ỹпке шыççипе чирлекен ача нумайланнă

Чăваш Енре юлашки вăхăтра ỹпке шыççипе чирлекен ачасен йышĕ ỹснĕ. Иртнĕ эрнере васкавлă медпулăшу çак чирпе аптăранă 53 ача патне çитнĕ. Ун умĕнхи эрнере вара 30 ачан ỹпки шыçнине палăртнă. Пневмонипе чирлекен ачан ỹт температури 39 градус ытла хăпарать, температура виçĕ кун çапла тăрать. Малтан типĕ ỹслĕк аптăратать, кайран çемçелет. Сывлама йывăрланать, ача чĕри хăвăрттăн тапать. Тухтăрсем ашшĕ-амăшне ачана хăйсем тĕллĕн сиплеме сĕнмеççĕ, васкавлă пулăшу чĕнмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code