Турă йĕркипе илсен, Кăшарни уявĕнче вакă касса пăрлă шыва кĕни усăллă тетпĕр пулин те, тухтăрсем каланине, хăш-пĕр асăрхаттарусене шута илмелле.
Ватă çынсен анчах мар, çамрăк çынсен юн тымарĕсем те чылай чухне сивĕ шыва чăтаймасса пултараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çакăн валли ятарласа хатĕрленмен. Тепĕр чухне сывă çын кĕтмен çĕртенех сывлайми пулма, унăн чĕри тапма чарăнма та пултарать. Çакна асра тытса кирек камăн та шыва кĕме шут тытиччен сывлăхĕ епле пулнипе кăсăкланмалла, тухтăрпа канашламалла.
Сивĕ çанталăкра ачасем шыва кĕресрен те асăрханмалла. Вĕсен организмĕн тытăмĕ, аслисемпе танлаштарсан, пачах расна. Çавна май ашшĕ-амăшĕ ачисем тăм илтернине те, шăнса хытнине те çийĕнчех асăрхаймасса пултараççĕ. Ку чухне ача пневмонипе, менингитпа тата ытти хăрушă чирсемпе сиенленессе кĕтсех тăр.
Чун-чĕрене савăнăç кỹрекен Кăшарни уявне тивĕçлипе кĕтсе илес тесен малтанах лайăх хатĕрленмелле. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, тăтăшах бассейнра ишмелле, сивĕ шывпа сапăнмалла.
Ятарласа уйăрнă вырăнсенче анчах шыва кĕме юрани çинчен те самантлăха та манса каймалла мар. Пăрлă шыва чăмиччен малтан тĕрлĕ хусканусем туса ỹт-пĕве çемçетмелле. Шывран тухнă хыççăн пĕтĕм кĕлеткене çемçе пит шăллипе типĕтмелле, ăшă кĕпе-йĕм тăхăнмалла. Вĕри чей е кофе ĕçмелле. Сивĕ çанталăкра эрех пачах ĕçме юрамасть. Шыва кĕнĕ хыççăн кăмăл-туйăм япăхрах пулнине сиссен çийĕнчех тухтăра чĕнмелле. Мĕншĕн тесен çакăн йышши мероприятисенче васкавлă пулăшу бригадисем дежурствăна тухасси йĕркене кĕнĕ.
Е.ЕГОРОВА,
республикăри медицина профилактикин тухтăрĕ.