Район хаçачĕн журналистне Светлана Архиповăна палламан çын сахал. Пĕтĕм чун-чĕрипе хаçат ĕçне парăннă çак çынпа ĕçлеме те, калаçма та çăмăл. Светлана Анатольевна пирки вулакансем те: «Кашни статьяри йĕркене ювелир пек илемлетме, пуянлатма пĕлет, яка та çăмăл чĕлхепе çырать», – тенине час-часах илтме пулать. Апла пулсан, вăл – чăн-чăн профессионал!
Тÿскел хĕрĕ Светлана Волкова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. Тĕрĕссинчен пуçлас пулсан, çынна пĕрре куçран сăнаса пăхсах хак пама хăнăхнă Анатолий Тимофеев /ун чухне вăл хаçат редакторĕ пулнă/ Светланăна алла диплом илнĕ кунах хăйпе пĕрле Елчĕке илсе таврăннă. Ĕçлеме пуçланă ятпа – подъемный шучĕпе çийĕнчех 250 тенкĕ укçа парса хавхалантарнă. Ун чухнехи хаксемпе шутласан сумлă укçа пулнă ку. Ĕнерхи студентăн пĕрремĕш наставникĕ ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ Александр Васильев пулнă. Халĕ те ырăпа аса илет ăна вăл.
Çав вăхăтран тытăнса унăн пĕтĕм кун-çулĕ пĕр ĕçре, вулакан куçĕ умĕнче иртет. Вăл хаçат страницисенче тĕрлĕ темăпа кун çути кăтартнă статья-корреспонденцисен шутне тупаймăн та. Тинех хаçатра хăй çинчен те сăмах хушма сăлтав тупăнчĕ. Августăн 31-мĕшĕнче Светлана Анатольевна юбилейлă çуралнă кунне кĕтсе илчĕ. Çавна май ун ячĕпе ăшă сăмахсем те ытам тулли пулчĕç.
Светлана Архипова çирĕп кăмăллă, хастар та хăюллă, мал ĕмĕтлĕ, йывăрлăхсенчен хăраман, пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме пултаракан çын. Унăн кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ вăл шăрçалакан статьясенче те уççăнах палăрать. Ял хуçалăх отраслĕ – экономикăн тĕп шăнăрĕ шутланса тăракан районти хаçат редакцийĕн ял хуçалăх пайĕн редакторĕ тăтăш район, республика пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ нумай мероприятие тÿрремĕн хутшăнать. Хаçатра вулакан шухăш-кăмăлне мĕн пур енлĕн тивĕçтерекен статья кун çути кăтартма вара пачах та çăмăл мар. Малтан журналистăн хăйĕн кашни самант-пулăма чун-чĕри витĕр кăлармалла, темăна тĕплĕн ăнланмалла, ун хыççăн тин тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума пулĕ. Виçĕ теçетке ытла çулхи тапхăрта професси тивĕçĕ ăна таçта та илсе çитернĕ, такампа та паллаштарнă. Унтанпа тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем те нумай улшăннă. Апла пулин те, Светлана Анатольевна малтанхи вăхăтранах пуринпе те килĕштерсе, тачă çыхăнса ĕçлеме пултарнă та, пултарать те. Ĕçпе паллашнă çынсенчен нумайăшĕ халĕ уншăн хисеплĕ те хаклă юлташсем пулса тăнă. Хаçатра кун çути куракан çĕнĕрен те çĕнĕ статья-корреспонденцисене чи малтан хаклакансем те – вĕсем, час-часах ăна шăнкăравласа статьясене сÿтсе явнине, хакланине илтме те пулать. Тен, хăш чухне критиклени те пулать пуль, вăл ăна йышăнса яланах шута илет. «Вулакан яланах тĕрĕс», – тенине илтме пулать пысăк опытлă журналистран. Светлана Анатольевна хавхалантарнипе вулакансем чылайăшĕ хăйсем те район хаçачĕн ялсенчи хастар корреспонденчĕсем пулса тăнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе яланах тачă çыхăнура. Аслă шкулта вĕреннĕ тапхăрта практика ĕçне пĕрремĕш хут эпĕ «Елчĕк ен» хаçатра ун патĕнче, ял хуçалăх пайĕнче ирттернĕччĕ. Манăн кăнттамрах пулса тухнă статьясенче пĕр-ик сăмахне кăна вырăнлă улăштарса е чĕрсе хуратчĕ вăл, пачах урăхла, йĕркеллех материал пулса тăни халĕ те асрах. Сăмах вăйне, мелне туйни мар-и чăнах та çакă унра?
1991 çултанпа РФ Журналистсен Союзĕн йышĕнче тăракан Светлана Архипова çак тапхăрта район, республика, Раççей шайĕнчи Хисеп грамотисене, тĕрлĕ çулсенче пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх, ял хуçалăх çыравĕсене хастар хутшăннăшăн /вăл çак темăсене хаçатра çутатассишĕн яваплă пулнипе пĕр вăхăтрах хăй те çыравçă пулса ĕçленĕ/ кăкăр çине çакмалли паллăна, медале илме те тивĕçнĕ.
– Хисеп хучĕсен шучĕ мар, вулакан йышăнни хаклă. Тăрăшса ĕçлеме хавхалантарнăшăн, вăй-хăват кÿнĕшĕн вулакана тав тăватăп, – тет вăл.
Пурнăç тути-масине те аван ăнкарать ĕçтеш. Мăшăрĕ ытла çамрăкла пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн алăри пĕчĕк ачипе тăрса юлнă вăл. Йывăр вăхăтра ăна пăянамăшĕ – Елена Александровна, ашшĕпе амăшĕ – Анатолий Алексеевичпа Лидия Владимировна пулăшса пынă, пуç усма паман, мăнукне ÿстерме пулăшнă. Пĕрле ăна вĕсем юратса, савса, çав вăхăтрах иртĕнтермесĕр, ачаран ĕç çумне çыпăçтарса çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă.
Ывăлĕ чăннипех те ырă та уçă кăмăллă, ĕçчен те теветкеллĕ, çемйишĕн чăн-чăн тĕрек пулса çитĕннинче пăянамăшĕн, ашшĕпе амăшĕн тÿпи пысăк пулнине Светлана пит аван ăнланать, çакăншăн вĕсене яланах тав тунине илтме пулать унран.
– Ывăлăма вĕсем хăйсем пекех тăрăшуллă, кăмăл-сипет тĕлĕшĕпе те таса пулма вĕрентрĕç, – тет вăл. Елчĕкри вăтам шкул хыççăн Андрей Мускавра аслă пĕлÿ илнĕ, çемье чăмăртанă. Сăмах май вăл та Пичет университетне пĕтернĕ, анчах амăшĕ пек журналист специальноçне мар, инженери енĕпе суйласа илнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле вĕреннĕ вĕсем, халĕ çемье хăйсен пĕрлехи бизнесне йĕркелесе пырать. Вырăс кинĕ Настя хунямăшне хисеплесе ывăлĕ пекех чăвашла: «Анне», – тесе чĕнет. Иртнĕ кунсенче çуралнă кун ячĕпе саламланă май кинĕ хăйне мăшăр пулма ĕçчен те ырă çын ÿстерсе панăшăн ăна чĕререн тав тунă, пурнăçра яланах юнашар пулма, юратса тата хисеплесе пурăнма шантарнă. Ĕçре те телейне тупнă амăшĕн чун-чĕри ачисемшĕн тата епле савăнмĕ?
О. ИВАНОВА.