Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Суя сертификатшăн явап тыттарĕç

Суя сертификатшăн явап тыттарĕç

Паян вакцинаци ыйтăвĕ питĕ çивĕч. Полици ĕçченĕсем халăха коронавирус чирĕнчен прививка тутармасăрах вакцинаци витĕр тухнине «çирĕплетекен» суя документсем сĕнекен ултавçăсенчен асăрханма ыйтаççĕ. Вĕсемех тест результачĕсене улăштарса пама та шантараççĕ.

Çакă прививка тунине ĕнентерекен суя сертификат тăвакансем тупăннипе те çыхăннă. Мускаври пĕр çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. ЧР ШĔМ министрĕн çумĕ Алексей Веселовский пĕлтернĕ тăрăх, соцсетьсенче суя сертификатсемпе справкăсем тăвасси çинчен пĕлтерÿсем вырнаçтарнă тĕслĕхсем те пур. Вĕсем унăн электронлă вариантне те, хутлине те туса пама шантараççĕ, ПЦР-тест справкине параççĕ.

Халăхăн çакна çирĕп пĕлмелле. Суя сертификата туянакансене те, ăна туса паракансене те Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 327 статйипе /«Пичетсене е бланксене, штампсене, патшалăх наградисене, документсене ултавлă майпа улăштарнăшăн, туса кăларнăшăн тата сутнăшăн»/ килĕшÿллĕн уголовлă майпа айăплаççĕ. Ку вăл должноçри çынсене анчах мар, уйрăм граждансене те пырса тивет. Вакцинаци витĕр тухни пирки çирĕплетекен суя сертификат тунăшăн тата сутнăшăн 2 çул таран, ăна туяннăшăн пĕр çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Унсăр пуçне ултавçăсен серепине те лекме пулать: укçуна тÿлетĕн – сертификатне илейместĕн.

Енчен те суя майпа сертификат е ытти документ тунипе çыхăннă фактсем пулсан 02 /карас телефонĕ урлă – 102/ номерсемпе шăнкăравласа йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтерме ыйтатпăр.

Л.ЕГОРОВА,
районти полици пайĕн участокри уполномоченнăйсен ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code