Паянтан республикăра, çав шутра районта та, çамрăксемпе шкул ачисене çарпа патриот воспитанийĕ парас, физкультурăпа спорта аталантарас, сывлăха çирĕплетес, çамрăксене çар службине хатĕрлессин пахалăхне ÿстерес тĕллевпе оборонăпа массăллă, спортпа патриот ĕçĕсен уйăхлăхĕ пуçланчĕ.
Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый январĕн 14-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Уйăхлăх февралĕн 23-мĕшĕччен тăсăлать. Уйăхлăхра Паллă ентешсен çулталăкне халалласа шкулсенче, ялсенче тĕрлĕ шайри спорт мероприятийĕсем, калаçусем, «çавра сĕтелсем», тĕл пулусем… йĕркелеме палăртнă.
М.ВАСТУЛОВА.