ЙЫВĂРЛĂХСЕМ МАНĂÇМАÇÇĔ
Хĕрлĕ Ялав орденлĕ пĕрремĕш гварди танк çарĕн ветеранĕ пулнă Аркадий Богданов пиртен уйрăлса кайнăранпа чылай çул иртрĕ. Çапах та ветеран-фронтовикăн паттăрлăхĕ халăх асĕнчен тухмасть. Вăл вăрçа 1942 çулта кайнă, çапăçăва Берлинта вĕçленĕ. Çар Мухтавĕн (III степень), Тăван çĕршыв вăрçин (I степень) орденĕсен кавалерĕ пулнă.
Аркадий Богданов 1924 çулта Кивĕ Арланкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăл мирлĕ вăхăтра 3 теçетке çул ытла ачасене пĕлỹ парас ĕçе халалланă. Вăрçăри пулăмсем пирки аса илĕвĕсенче тĕплĕн çырса хăварнă. Паянхи номерте унăн Берлиншăн пынă çапăçусене аса илнине пичетлетпĕр:
«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕренпе чылай вăхăт иртрĕ пулин те, ун чухнехи йывăр кунсем ниепле те манăçмаççĕ. Питĕ пысăк çухату пулчĕ совет халăхĕшĕн çак вăрçă. Эпĕ 1-мĕш Белорусси фронтĕнчи пĕрремĕш гварди танк çарĕн Киев, Гнезнен ячĕпе хисепленекен, Хĕрлĕ Ялавлă, Суворов тата Богдан Хмельницкий орденсемлĕ Гварди 257-мĕш зенитлă артиллери полкĕнче пысăк кĕпçеллĕ пулеметпа Курск пĕккинчен пуçласа Берлина иличченех — Аслă Çĕнтерỹ кунĕчченех — малтан наводчик, кайран кĕçĕн командир пулса çапăçрăм. Ротăри комсомол организацине ертсе пытăм.
Берлин операцийĕ пирĕншĕн юлашки çапăçу пулчĕ. Ун çинче чарăнса тăрасшăн та.
1945 çулхи апрель пуçламăшĕнче пирĕн çар Германин Ландсберг хулин кăнтăр енне вырнаçрĕ. Кунта йĕри-тавра вăрман. Хăрнă е йăваннă пĕр йывăç та курăнмасть.
Апрель ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ. Вăрçă çулĕсенчи чи чаплă çуркунне пулчĕ. Халь, акă, Хĕрлĕ Çар кăна мар, США тата Англи çарĕсем те Германи çĕрĕ çинче çапăçаççĕ. Çĕнтерỹ кунĕ те çывхарса пырать. Вăрçă пуçланнăранпах пĕтĕм совет халăхĕпе унăн Хĕç-пăшаллă вăйĕсем питĕ вăйлă кĕтеççĕ çак куна.
Хăйĕн чапĕпе паллă 1-мĕш гварди танк çарĕ Берлин операцине хатĕрленме пуçларĕ. Эпир заданисем илмен-ха, анчах та Берлина наступленипе каймаллине пĕлетпĕр. 1-мĕш Белорусси фрончĕн Çар Совечĕ çырса хатĕрленĕ памяткăра Берлинра епле çапăçмалли çинчен кăтартупа канашсем пур. Ротăри комсомол организацийĕ ку хутпа кашни салтака тĕплĕн паллаштарассине хăй çине илчĕ. Çак ĕçе пире парторганизаци секретарĕ Полунин аслă лейтенант шанчĕ. Асăннă памятка пире çапăçура пысăк пулăшу пачĕ.
Фашистсен çарĕ, çапăçусенче ăнăçусем туса, вăрçа çаплах малалла тăсма тапаланать. Одертан пуçласа Берлина çитичченех нимĕçсен оборони шутланать. Кунта тăшманшăн питĕ меллĕ: вăрмансем, чылай юханшывсем, каналсем, пысăк тата пĕчĕк кỹлĕсем. Çитменнине, Берлина пыракан çул çинче хулăн стеналлă чул çуртсем питĕ нумай. Вĕсенчен чылайăшĕ — çапăçу пункчĕсем. Ялсене пырса кĕнĕ чух тăшман пирĕн танксене тытса чарма калама çук вăйлă сооруженисем туса лартнă: тем пысăккăш йывăçсем купаласа сăвайсем çапса лартнă, тем тарăнăш шăтăксем, тем тăршшĕ баррикадăсем, тем тăршшĕ хулăн йĕплĕ пралуксен картисем.
Берлина сыхлакан района пăхсан куç-пуç алчăраса каять, кунта нимĕнле танк та пырса кĕреймест тейĕн. Çакнашкал вырăн виçĕ линирен тăрать. Пире паллă пулнă тăрăх, кашни нимĕç салтакĕ юлашки патрон юлмиччен çапăçма приказ илнĕ. Кунти халăх Гитлерла пропагандăпа — халăха большевиксем вĕлерсе пĕтереççĕ, вĕсем вилĕм тата чуралăх илсе килеççĕ, хăтăлас тесен мĕн виличчен çапăçмалла — тенипе минренĕ.
ФАШИСТА ЙĂВИНЧЕХ ÇАПСА АРКАТАР!
«Фашистла тискер кайăка хăйĕн йăвинчех çапса аркатар! Берлин çийĕн Çĕнтерỹ ялавĕ вĕлкĕштĕр!» — çакăн пек тĕллевпе кашни çапăçăва кĕреççĕ пирĕн салтаксем. Партипе комсомол организацийĕсем салтаксене умра тăракан задачăсемпе паллаштарассипе, паттăрла туйăма çирĕплетессипе куллен ĕçлесе пычĕç.
Январь-март уйăхĕсенчи çапăçусенче чылай коммунистпа комсомолец вăрçă хирне выртса юлчĕç. Вĕсен вырăнне тивĕçлĕ юлташсене лартмалла. Çак тĕллеве пурнăçлас енĕпе парти тата комсомол ретне çапăçура палăрнисене илни, паллах, пысăк усă пачĕ.
Агитаципе пропаганда ĕçĕ анлăн сарăлчĕ. Пулемет ротинчи коммунистсемпе комсомолецсен пĕрлехи пухăвĕнче, В.И.Ленин çуралнă куна халалласа, Тюльков гварди капитан доклад турĕ. Ятарласа стена хаçачĕ кăлартăмăр. Кашни салтак вăрçă техникине тĕплĕн вĕрентĕр тесе комсомол организацийĕ чылай ĕç туса пычĕ. Сăмахран, наступление хатĕрленнĕ тапхăрта çĕнĕрен килекен салтаксен çумне пултаруллă комсомолецсене çирĕплетнĕ, техникăна епле вĕренсе пынине тĕрĕслесех тăнă, кирлĕ пулсан, кĕске вăхăт хушшинче иртекен пухусенче ĕçе епле пурнăçласа пынине комсомолецран ыйтнă. Полкри комсомол бюровĕ паттăрла туйăма ỹстерсе пыни çинчен комсомол организацийĕн секретарĕсенчен тăтăшах ыйтсах тăратчĕ. Полк командирĕ Савенков куллен пирĕнпе курса калаçатчĕ. Пуринчен ытла комсомолецсемпе уйрăммăн ĕçлеме ыйтатчĕ. Берлин операцине хатĕрленесси комсомолецсен пĕрремĕш тивĕçĕ пулнă.
Комсомол организацийĕ кашни салтакăн шухăшне шута илнĕ, уйрăм çар çыннисемпе ăнлантару ĕçне туса пырассипе тĕрлĕ меслетсемпе усă курнă. Тăшман вăйлă пулнине, юлашки вăйне çапăçусенче парассине лайăх туятпăр. Нимĕç захватчикĕсене çапса аркатас тесен, пирĕн пур енĕпе те тĕплĕн хатĕрленмелле. Эпир, комсомолецсем, коммунистсемпе пĕрле, çапăçăвăн малти ретĕнче пулмалла. Çĕнтерỹ хăй тĕллĕн килменнине аван чухлатпăр. Пирĕн çара чылай танк тата тупă хăйсен экипажĕсемпех хутшăнчĕç. Çавăн пекех пулеметсен ротине пысăк калибрлă çĕнĕ пулеметсемпе салтаксем килчĕç, вĕсен хушшинче комсомолецсем те пур. Çĕнĕрен килекен салтаксемпе чылай ĕçлеме тиврĕ пире: калаçусем йĕркелерĕмĕр, мĕнле пемеллине вĕрентрĕмĕр, фашист самолечĕсене мĕнле майпа çапса антармаллине ăнлантарса панă.
Пулас операцие хатĕрленес ыйтупа пуху ирттертĕмĕр, унта полкри комсомол бюровĕн членĕсем сăмах каларĕç.
УМРА — ОДЕР
Юханшыв питĕ пăтранать, мĕншĕн тесен фашистсем инçетре перекен тупăсенчен пирĕн переправăна тĕллесех тăраççĕ. 1945 çулхи апрелĕн 16-мĕшне нихăçан та манас çук. Мускав вăхăчĕпе 5 сехетре куçа алчăраттарса яракан çутă çĕрлехи тĕттĕм тĕнчене касса çурчĕ, тỹпе тĕрлĕ тĕспе çуталчĕ. Тăшман позицийĕ тĕпĕ-йĕрĕпе кисренет. Курск пĕккинче те, Днепр çинче те, Варшава патĕнче те — нихçан та çакăн пек шавпа кĕрлев илтмен эпĕ. Берлина илес умĕн тĕлĕнтермĕш ахăрсамана пулчĕ ку фрицсемшĕн, пирĕн снарядсенчен нимĕç çĕрĕ чĕтренчĕ, çунчĕ. Тĕттĕме 140 прожектор çутатса тăчĕ. Çак минутсенче танксем хăйсен никам çĕнтерейми хурçă «учĕсемпе» кĕперсем тăрăх Одер урлă каçма тытăнчĕç.
Тавралăх кĕрлесе тăнă тапхăрта митинг пулчĕ. 1-мĕш Белорусси фрончĕн Çар Совечĕ чĕнсе каланине парторганизаци секретарĕ вуласа пачĕ. Эпир, комсомолецсем, пĕрин хыççăн тепри вăрçăра паттăрлăх кăтартма тупа турăмăр.
Хĕн-хур куракан пирĕн аттесене, пиччесемпе аппасене, арăмсемпе ачасене фашистла чуралăхран хăтармалли самант çывхарса пычĕ.
Пирĕн мухтавлă танкистсем наступлени пуçларĕç. Эпир, пулеметчиксем, вĕсене сывлăшран е çĕр çинчен тапăнасран сыхласа пытăмăр. Тĕлĕнтермĕш вырăн — Зеелов сăрчĕ. Танкпа тупă ун чухнехи пек нумаййине эпĕ нихăçан та курман. Тăшман оборонин малти линийĕ Зеелов сăртĕнчен пуçланать те 6-8 километра çитиех тăсăлать. Çитменнине Зеелов сăрчĕ фашистсемшĕн меллĕ вырăн: кунтан пăхсан тавралăх алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Оборона калама çук тĕреклĕ. Сывлăшра пирĕн мухтавлă штурмовиксем, бомбардировщиксем Берлин çинелле вĕçеççĕ. Çĕр çинче çунтаракан легендарлă «Катюша» тăшмана «сывлама» памасть. Акă, Зеелов сăрчĕ çинче тăшманăн темиçе танкне вут хыпа-хыпа илет. Пирĕн артиллеристсем тупăсенчен нимĕç танкĕсене çунтара-çунтара яраççĕ. Тỹперен нимĕç самолечĕсем пирĕн танксем çине бомбăсем пăрахма пуçларĕç. Ротăри пысăк калибрлă пулеметсемпе, зенитлă тупăсемпе фашистсене «ăшалаççĕ». Часах пирĕн истребительсем нимĕç самолечĕсене хирĕç тухрĕç. Тытăнчĕ вара юнлă çапăçу: тỹпере те, çĕр çинче те.
Пирĕн ротăна полкри комсорг Савенков лейтенант чупса çитрĕ. Манран, комсомол организацийĕн секретарĕнчен, ротăри лару-тăру çинчен ыйтса пĕлчĕ. Палăрнă юлташсене хăйĕн блокночĕ çине çырса хучĕ. Вăл пире ырă хыпар пĕлтерчĕ: танк çарĕ Зеелов сăрчĕ çинчен гитлеровецсене пĕтĕмпех хăваласа янă. Берлин направленийĕнчи тăшманăн чи шанчăклă вырăнĕ пăчланнă.
Зеелов сăртне илнĕ хыççăн ротăри комсомолецсен пухăвĕ пулчĕ. Кун йĕркинче 1-мĕш гварди танк çарĕн Çар Совечĕ чĕнсе каланине сỹтсе яврăмăр. Зеелов сăрчĕ кисренсе арканчĕ, тăшман оборонине татса кĕрсе кайрăмăр. Умра — Шпрее тата Берлин.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…