Чылай çул пĕр ĕçре тăрăшса пысăк опыт пухнипе пĕрлех халăх хисепне çĕнсе илнĕ ĕçченсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Елчĕкри газ участокĕн оборудованисене пăхса тата юсаса тăракан слесарĕ Валерий Тиняков ĕçне чунтан парăннипе тата тĕплĕ пĕлнипе, тирпейлĕ пулнипе палăрса тăрать, хăйĕн ырă ĕçне пула халăх хисепне çĕнсе илнĕ.
Вăл Елчĕк ялĕнче Елизавета Ефимовнăпа Владимир Иванович Тиняковсен туслă çемйинче çуралса ỹснĕ. Ашшĕ ĕмĕрне киномеханикре, амăшĕ выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Валерий тăватă ачаран виççĕмĕш пулнă. 41 çул каялла шкул пĕтернĕ хыççăн Елчĕкри газ участокне ĕçлеме вырнаçнă та йĕкĕт, паянхи кун та газовик пулса тăрăшать. Унăн ăсталăхне тĕпе хурса 2016 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Валерий Тиняков ятне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Кунта района çут çанталăк газне кĕске вăхăтра илсе çитерсе ăна хуçалăхсене кĕртес ĕçре газовик пысăк тăрăшулăхпа ĕçленине те шута илнĕ. Çак тапхăрта газ участокĕсен ĕçченĕсем çине уйрăмах пысăк тиев тиенчĕ, вĕсем ĕçе ирех тухса кайса килĕсене сĕм çĕрлесĕр те таврăнаймарĕç.
Тиняковсен мĕн пур ачи пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ỹснĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче ялти ытти чылай ачасемпе пĕрле тăван «Прогресс» хуçалăхра, Елчĕкри кирпĕч заводĕнче, коммуналлă хуçалăхра, крахмал заводĕнче тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Кашниех тивĕçлĕ професси илсе пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ. Светлана пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, Людмила педагог профессине алла илнĕ, Александр строитель пулса тăрăшать.
Валерий Владимирович хастар та ĕçчен çын пулнипе пĕрлех кил-çурт ăшшипе хуçалăх тĕрекĕ, çемье телейĕ. Мăшăрĕпе София Витальевнăпа икккĕшĕ алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе 40 çул утăмлаççĕ, пурнăç кăлтăкĕсене пĕрле çĕнтерсе пыраççĕ.
Мĕнре вăл çемье телейĕ тесе ыйтсан мăшăр çапларах хуравлать:
— Мăшăрлану пурнăçĕнче чи кирли — пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни тата шанни. Пурнăçра кашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть, темĕнле лару-тăру та сиксе тухма пултарать. Пĕри теприне каçарма, ăнланма, вăхăтра пулăшу аллине тăсма пĕлсен вара мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе пыма пулать.
София Тĕмерти 5 ачаллă Виталий Деомидовичпа Апполинария Петровна Петровсен çемйинче кун çути курнă. Çемьере чи асли пулнă май йăмăкĕпе шăллĕсене пăхакан, вĕрентекен пулнă. Çавна май пĕчĕкренех педагог профессине кăмăлланă пулинех. Шкултан вĕренсе тухсан ниçта та мар, Шупашкарти педагогика училищине вĕренме каять. Алла диплом илсен тăван района таврăнать. Çамрăк специалиста Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнче тỹрех ĕç вырăнĕ те тупăнать. Хĕрсем каçхине час-час ушкăнпа пухăнса район центрĕнчи культура çуртне васканă. Çакăнта паллашнă та Валерий пулас мăшăрĕпе. Хỹхĕм сăн-питлĕ, яштака пỹ-силлĕ, сăпайлă та ăшă чунлă хĕре вăл пĕрре курсах килĕштернĕ. Ырă туйăмĕсемпе анчах мар, ĕçченлĕхĕпе те тыткăнланă пике йĕкĕте. Пĕр-пĕрне савакан хĕрпе каччă кĕçех пĕрлешнĕ. Мăшăрĕн ашшĕ-амăшĕ çĕнĕ кине кăмăллăн кĕтсе илнĕ. Ывăлсенчен асли пулнă май Валерий çемйи кĕçех Елчĕкри Андреев урамĕнче хваттер туянса унта пурăнма куçать. Килĕшỹре пурăнакан çемьере 2 ача çуралса ỹснĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парас тесе пĕтĕм чунне панă ашшĕ-амăшĕ. Ачисем пурнăçри вырăнне тупнă: Дмитрий шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕнче, Алина юрист пулса тăрăшаççĕ. 3 мăнукпа савăнтараççĕ вĕсем ашшĕпе амăшне.
Ачисем ỹссе çитĕнсен, Валерăн амăшĕ ватлăха пула хавшасан Тиняковсем тĕп килне таврăннă. Кĕçех амăшĕ вырăнпа выртма пуçланă — 8 çул пăхнă ывăлĕпе кинĕ çывăх çыннине.
Каялла куçса килсенех ывăлĕпе кинĕ ашшĕ-амăшĕн çуртне тĕпрен çĕнетнĕ. Иккĕшĕ те ылтăн алăллăскерсем, мĕн пур ĕçе шăкăл-шăкăл калаçса пурнăçланă. Арçын платник ĕçĕнче маçтăр, килти йĕркелĕхшĕн тăрăшать. Хĕрарăм вара алă ĕçĕн ăсти, вăл илемпе хăтлăхшăн яваплă.
Пур ĕçе те пĕрле тунин, пĕр-пĕрне вăхăтлă пулăшса пынин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртать кил ăшшин управçи.
Кашни çемьен хăйĕн йăли-йĕрки, савăнăçĕ. Тиняковсен савăнăçĕ вара пысăк уявсенче мĕн пур ачи, мăнукĕсем тăван киле пуçтарăнни, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ларни. Çывăх çыннисем килес умĕн София Витальевна ăшталансах тутлă апат-çимĕç, кукăль пĕçерет. Валерий Владимирович вара мăнукĕсене хăтлă та канăçлă пултăр тесе тăрăшать.
Е.ПЕТРОВА.