Ман пата йышăнăва кĕрекен чылай çын: «Мĕн вăл холестерин?» — тесе ыйтать.
Юлашки вăхăтра пациентсем хăйсен сывлăхĕпе интересленни сисĕнет, çавăнпа юнри холестерин шайĕ пысăккипе пĕчĕккине сăнасах тăраççĕ.
Холестерин организмри мĕн пур клеткăсенче пур. Вăл ват тунă çĕре хутшăнса апата шĕветме пулăшать, «Д» витаминпа гормонсем тунă çĕре хутшăнать. Çын организмĕнче 140-200 грамм холестерин пур. Пĕр талăкра 1200 грамм холестерин пĕтет, вĕсем вырăнне пĕверте çĕннисем пулаççĕ. Апат-çимĕçпе организма холестерин сахал кĕрет.
Организмра холестерин шайĕ ỹсни мĕнпе хăрушă-ха? Вăл тĕрлĕ инкек патне илсе пырать. Калăпăр, ăнсăртран вилни, чĕре инфаркчĕ, пуç мими инсульчĕ, аорта сарăлни… пурте холестерин шайĕ пысăккипе çыхăнма пултараççĕ. Табак туртни, юн пусăмĕ, холестерин шайĕ пысăкки, тĕрĕс мар апатланни, мăнтăрланни, хусканусем сахал туни, сахал утни, тăтăшах тарăхни, эрех ĕçни чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе чирленине пĕлтереççĕ те. Атеросклерозпа çыхăннă чирсем пурăнас кунсене чылай чакараççĕ.
Пĕверте пулакан тата апатпа кĕрекен холестерин шучĕ ỹссе кайсан, вăл юн тымарĕсем çине пухăнма пуçлать. Атеросклероз чăмаккисем юн тымарĕсем çумне пуçтарăнаççĕ. Вĕсем пысăкланса пырса органсем патне пыракан юн тымарĕсене хуплаççĕ, вара тĕрлĕ чирсем пуçланаççĕ. Чĕрери юн тымарĕсем атеросклероз чăмаккипе хуплансан стенокарди чирĕ пуçланать, пуç миминчи юн тымарĕсене атеросклероз чăмаккисем хупласан ăс-тăн çухалать, пỹрери юн тымарĕсем хуплансан — юн пусăмĕ ỹсет тата ытти те.
Юн çинчи холестерин шайне анализ тусан пĕлме пулать. Анализа 20 çултан аслăраххисен 5 çулта пĕрре, 45 çултан аслăраххисен, 55 çултан аслăрах хĕрарăмсен, тĕрлĕ чирсемпе аптăракан çынсен çулталăкра пĕрре памалла. Анализ япăх пулсан хăвăра пăхса тăракан врачпа канашламалла.
Холестерин шайне мĕнле чакармалла-ха? Чи малтанах тĕрĕс апатланмалла. Кунне 4-5 хутчен апат çимелле. Апатра тăвар сахал усă курмалла: кунне 5 грамран ытлашши мар. Рационра ытларах улма-çырла пулмалла. Пылак апат-çимĕç сахалтарах çисен атеросклерозпа сахăр чирĕн хăрушлăхĕ чакĕ.
Халăх мăнтăрланни пирĕн çĕршывра кăна мар, тĕнчипех сарăлса пырать. Ỹт мăнтăрлăхне чакармаллах. Сахалтарах апат çимелле, физкультурăпа туслă пулмалла. Вăй хурса ĕçлени чĕрене, ỹпкене, мышцăсене çирĕплетет. Кашни кун 30-60 минут майĕпен утни, велосипедпа ярăнни, шывра ишни усăллă.
Холестерин шайне чакарма тĕрлĕ эмел пур. Вăл 5,2 шайран иртсен врачпа канашламалла.
А.ЕРЕМЕЕВА,
терапевт.