Елчĕкре пурăнакан парти, совет тата общество ĕçченĕ Петр Дмитриевич Хушкин Аслă Елчĕкре 1942 çулхи августăн 29-мĕшĕнче çуралнă. 1959 çулта çак ялти шкултан вĕренсе тухнă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк шкул хыççăн Пăвари техучилищĕре вĕреннĕ хыççăн 1961-1963 çулсенче Елчĕкри сельхозтехника предприятийĕнче слесарьте тăрăшнă. 1968 çулта Чулхулари партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе инженер-механик профессине алла илнĕ. 1968-1981 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче, культура пайĕн заведующийĕнче, райĕçтăвком председателĕн çумĕнче, КПСС райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче, 1981-1984 çулсенче райĕçтăвком председателĕнче, 1985-1990 çулсенче КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ. 1990-1997 çулсенче Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн ĕç управленийĕн пай ертỹçинче, Ял хуçалăх министерствин транспорт управленийĕн начальникĕн çумĕнче, тĕп специалистра, Чăваш Республикин профсоюзсен канашĕн пай заведующийĕн çумĕнче ĕçлеме шаннă ăна. 1997-2006 çулсенче — район администрацийĕн кадрсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ.
Унăн наградисем: «Хисеп Палли» орден, медальсем, Чăваш Республикин, ЧР Патшалăх Канашĕн, Чăваш АССР Министрсен Канашĕн тата КПСС обкомĕн Хисеп хучĕсем, «Гражданла оборона отличникĕ» знак.
Вăрçăн хаяр çулĕсенче — 1942 çулта Аслă Елчĕкре çут тĕнчене килнĕ Петр Хушкин. Чи кĕçĕнни пулнă вăл. Çемьере маларах ачасем чылай çуралнă, анчах та 5-шĕ (Валентина, Евгения, Мария, Николай, Петр) çеç ỹссе çитĕннĕ. Вĕсенчен пурте аслă пĕлỹ илмесен те, кашниех вĕренсе çын пулнă, хăйсен пурнăçри вырăнне тупма пултарнă. Ачасенчен хальхи вăхăтра Петрпа 1939 çулхи Николай (ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 2 орден кавалерĕ) анчах пурăнаççĕ.
Çемье пуçĕ Дмитрий Данилович 1902 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вăрçă пуçлансанах çар ретне тăнă вăл, инвалид пулса таврăннă, хăрах куçпа пурăннă. Амăшĕ — Сусанна Семеновна — тăван колхозра тăрăшнă. Петр 1949 çулта ялти шкулта пĕрремĕш класра пĕлỹ илме пуçланă. Тăрăшса вĕреннĕ вăл, общество ĕçĕнче активлă пулнă. Çуллахи вăхăтра колхоз ĕçне хутшăнса лашапа утă-улăм турттарнă. Ĕç биографине Петр Дмитриевич сельхозтехника предприятийĕнче слесарьте ĕçленинчен пуçланă. Пĕлĕвне тата та малалла ỹстермеллине ăнланса 1963 çулта йĕкĕт Чăваш ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕçленĕ. Пĕрремĕш семестртан пуçласа мĕн диплом иличченех пилĕк çул пысăклатнă стипенди илсе тăнă. Хастар ачана çулсерен старостăна суйланă, вăлах комсомол комитечĕн активлă членĕ пулнă.
1968 çулта çамрăка, инженер механик дипломне алла илнĕскере, Пăрачкав районĕнчи юсавпа техника станцине юсав мастерскойĕн ертỹçине ĕçлеме яма ят тухнă. Анчах та тăрăшуллă каччăна шăпа районтах юлма пỹрнĕ — партин Елчĕк райкомĕн бюровĕ ăна комсомол райкомĕн 2-мĕш секретарьне çирĕплетнĕ.
Вăл вăхăтра çамрăксемпе ĕçлесси тĕп вырăнта пулнă. Харсăр комсомолецсем пурин умĕнче те ырă тĕслĕх кăтартнă.
— Комсомол историйĕ, йăли-йĕрки пуянччĕ. Ертỹлĕх обществăлла производствăн хăватне ỹстерес, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес, продукци пахалăхне лайăхлатас, çĕнĕ техникăна ĕçе кĕртес тĕллевпе ырми-канми тăрăшнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ стройкăсене шефа илесси тĕп задача пулнă. Районта социаллă нумай объект çĕкленчĕ вăл çулсенче. Ял хуçалăхне çĕнĕлле йĕркелесе тухăçлă тыр-пул, выльăх-чĕрлĕхрен пысăк продукци туса илессинче комсомол малти ретре пулчĕ. Чи пултаруллă та харсăр ĕçченсене пĕрлештерчĕ вăл. Çамрăксем тапăртатса тăратчĕç, куçĕсем хавхаланупа çунатчĕç, — аса илет вăл вăхăтсене Петр Дмитриевич. — Патриотизм туйăмĕ уйрăмах пысăкчĕ. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассинче учительсен коллективĕсемпе пĕрле комсомолецсем пысăк тỹпе хывнă. Виçĕ теçетке ытла çул районти пионерсемпе шкул ачисен çуртне Валерий Таллеров ертсе пычĕ. Пионер юхăмĕнчи малта пыракансен ĕç опытне, çĕнĕлĕхсене пурин патне те çитеретчĕ вăл. Çитĕннисем çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕр тĕслĕх асра. ВЛКСМ райкомĕнче ĕçленĕ вăхăтра агитбригадăпа çĕр улми суйланă вырăна кайрăмăр. Программăпа килĕшỹллĕн, манăн çынсене республика, çĕршыв, тĕнче хыпарĕсемпе паллаштармалла. Артистсем вара хăйсен юрри-ташшипе ĕç халăхне, малта пыракансене мухтаççĕ. Концерт вĕçленес умĕн пĕр колхозница ман пата пычĕ те, çапла ыйтрĕ: «Хăв юрлама пĕлетĕн-и вара эсĕ?». Ирĕксĕрех «Савнă туспа вăрмана кайрăм эпĕ çырлана» юрра юрласа пама тиврĕ. Юрă куракансен кăмăлне кайрĕ пулмалла. «Тата, тата…» хистерĕ халăх. Килĕшмех тиврĕ. Тав сăмахĕ каласах ăсатса ячĕç вара. Шăпах комсомолта пухнă опыт тĕрĕс пурăнма, принциплăха мала хума, йĕркелĕхшĕн çирĕп ыйтма хистерĕ мана.
Хăйĕн пурнăçне Петр Дмитриевич Аслă Елчĕк хĕрĕпе Лия Николаевна Агеевăпа çыхăнтарнă. Çамрăксем пĕрлешсен ялта пĕрремĕш комсомолла туй кĕрлеттернĕ: кăнтăрла клубра тус-тантăшсемпе, комсомолецсемпе савăннă, каçхине килне тăванĕсене чĕннĕ. Унтанпа кăçал 54 çул çитнĕ.
Лия Николаевна малтан пионервожатăйра, кайран ача садĕнче тăрăшнă. Юратса пĕрлешнĕ вĕсем, ĕмĕрĕсене килĕшỹре пурăнса ирттернĕ. Туслă çемьере хĕрпе ывăл çитĕннĕ: Наталья филолог, юрист профессийĕсене алла илнĕ. Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Дмитрий — çар çынни, подполковник. Дон çинчи Ростов хулинче службăра тăрать. Çемьеллĕ вĕсем.
Лия Николаевна мăшăрĕ пирки сăмах пынă чух ун çине кăмăллăн тинкернĕ май çапла хушса хучĕ: «Савнă мăшăр, ырă атте, ăш пиллĕ кукаçи тата асатте вăл пирĕн. Хĕрарăма хисеплеме, ăнланма, пулăшма пĕлет. Эпир пурнăçра нихăçан та ĕç пайламан, пĕрне-пĕри ỹпкелешмен. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланатпăр, шанатпăр, пĕр-пĕриншĕн çамрăк чух та, халĕ те тĕрек пулса тăратпăр».
Хушкинсем кулленхи пурнăçне ĕçпе йăпанса ирттереççĕ, чăх-чĕп тытаççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ, ачисемпе тата 4 мăнукĕпе савăнаççĕ. Тĕпренчĕкĕсем тăван килне час-час килсе çỹрени, ватлăхра хăйсене ытти тăванĕсем те пулăшсах тăни савăнтарать мăшăра, çунат хушать. «Елчĕк ен», «Хыпар», «Кил-çурт. Хушма хуçалăх» хаçатсене çулсерен çырăнаççĕ вĕсем, юратса вуланине хыпарлаççĕ. Çемье пуçĕ, ĕмĕрĕпех типтерлĕхе мала хунăскер, кашни хаçат номерне çĕлесе пырать.
— «Телей» ăнлава мĕнлерех уçса панă пулăттăр эсир? — ыйтатăп Петр Дмитриевичран.
— Телей вăл — пурнăçа юратни, ачаран тĕрĕс аталанса тỹрĕ те таса кăмăлпа пурăнни, мĕн пур ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлани, халăх хушшинче хисепре пулни тата патшалăх умĕнче яваплăха туйни, — çапларах хуравлать мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен яваплă должноçсенче ĕçлесе ирттернĕ 80 çулхи ветеран.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Петр Хушкин.