Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Кукша чирĕ ересрен мĕнле сыхланмалла?

Кукша чирĕ ересрен мĕнле сыхланмалла?

— Кукша чирĕ мĕнле чир?

— Кукша чирĕ е микроспори — ерекен, чи сарăлнă кăмпа инфекцийĕ шутланать, ỹт-тирпе çỹçе сиенлет.

— Çак чир мĕн чухлĕ сарăлнă тата ытларах микроспорипе камсем чирлеççĕ?

— Микроспори питĕ ерекен чир. Пирĕн республикăра çулсеренех 800 çын ытла чирлет, нумайрах ачасем чирлеççĕ.

Ытларах Муркаш, Етĕрне, Красноармейски районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар тата Канаш хулисенче тупса палăртнă.

— Чир мĕнле ерет?

— Чире ертекенĕсем — кушаксем, ытларах чухне кушак çурисем, сайра хутра йытăсем. Микроспорипе чирлĕ чĕрчунпа тачă хутшăнсан е вĕсен çăмĕсем лекнĕ япаласене тытсан чирлеме пулать.

Ачасене чир чĕрчунсемпе вылянă чухне ерет. Тăпраран та инфекци ерме пултарать, мĕншĕн тесен çĕр ăшĕнче кăмпа виçĕ уйăх таран пурăнать.

— Чĕр чунсемпе çынсен кукша чирĕ мĕнле палăрать?

— Кушаксен е йытăсен пичĕсем çинче, хăлхисен тулаш енче, çавăн пекех малти урисем çинче, сайра чухне кайри урисем çинче ỹт-тирĕ кукшаланни палăрать. Хăш чухне çиелтен пăхсан сывă пек курăнакан кушаксем те микроспори чирне ертме пултараççĕ.

Çынсен яка ỹт-тирĕ тата пуç çинчи çỹç ỹсекен пайĕн микроспорине палăртаççĕ.

Яка ỹт çинче мăкăрăлса тăракан шатра палăрать, унăн чиккисем уçăмлăн палăраççĕ, варрийĕ шупка кĕрен тĕслĕ. Диаметрĕпе виçĕ сантиметр пысăкăш кĕçтекен вырăнсем час-часах пит-куç, мăй, хул, хул пуççи çинче тухаççĕ.

Пуç çинчи çỹç ỹсекен пайĕнче чир тухсан, çав вырăнта çỹç пĕрчисем хуçăлаççĕ, çỹç тĕпĕсем ятарласа кастарнă пек, тĕксĕм, сăрă тĕслĕ пулаççĕ.

Çакăн пек вырăнсене тупсанах, çийĕнчех ỹт-тир чирĕсене сиплекен тухтăр патне каймалла.

Час-часах ашшĕ-амăшĕ, ачисен çинче чир паллисене асăрхасанах, çав вырăнсене гормон маçĕпе сĕрме тытăнаççĕ. Çакă вара кукша чирне ỹт çинче хăвăрт сарăлма пулăшать.

Палăртса хăвармалла, ятарлă пĕлỹ илнĕ тухтăр çеç кирлĕ тĕпчевсем хыççăн диагноз лартса тĕрĕс сиплеме пултарать.

— Мĕнле тĕпчевсем микроспори диагнозне лартма пулăшаççĕ?

— Микроспори диагнозне лартма, чире ертекен кăмпасем тупас тесе, соскоб илеççĕ, çавăн пекех люминисцент лампипе çутатса пăхаççĕ.

— Микроспори чирĕ ересрен мĕнле сыхланмалла-ха?

Чиртен сыхланас тесен, чирлекенсене вăхăтра тупса палăртмалла, сывă çынсемпе хутшăнтармалла мар тата тĕрĕс сипленмелле. Ача-пăча сиплев учрежденийĕсенче ку тĕллевпе вăхăтран-вăхăта медицина тĕрĕслевĕсем иртеççĕ.

Микроспорипе чирлес мар тесен, çак ансат йĕркесене асра тытмалла:

  • килсĕр, хуçасăр чĕрчунсемпе тачĕ хутшăнура пулмалла мар;
  • ачасен ỹт-тир, чĕрнисем таса пулнине сăнасах тăмалла;
  • ачасене ют çын тумтирĕпе, пуçа тăхăнмалли хатĕрĕпе, турипе, алшăллийĕпе уса курма ирĕк памалла мар;
  • чĕрчунсемпе вылянă хыççăн ачасене алăсене супăньпе çума вĕрентмелле;
  • пуçа парикмахерскинче çỹçе каснă хыççăнах вĕри шывпа супăньпе çумалла;
  • килти кушаксен е йытăсен сывлăхне ветеринари станцине илсе кайса тĕрĕслеттерсе тăмалла.

Чирлĕ кушаксемпе йытăсене урама кăларса ямалла мар, мĕншĕн тесен кỹршĕсен килти чĕрчунсене чир ерес хăрушлăх сиксе тухать.

— Чир ерчĕ пулсан мĕн тумалла?

— Чир ерчĕ пулсан, килте кашни хăй пĕлнĕ пек сипленме юрамасть, тỹрех тухтăр патне каймалла. Тухтăр хушнисене тĕплĕн пурнăçласан çеç сывалса çитме пулать. Сипленнĕ хыççăн тепĕр хут тĕрĕслев тĕпчевĕсене туса ирттермелле, мĕншĕн тесен чир паллисем тепĕр хут палăрма путараççĕ.

Сывлăха тĕрĕслеттерес е сипленес ыйтусемпе районсенчи тĕп больницăсене е Республикăри венерологи диспансерне дерматовенеролог тухтăрĕсем патне кайма пултаратăр.

Ольга БАЧУРА,
дерматовенеролог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code