Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ют çынна ан шанăр

Ют çынна ан шанăр

Преступниксем хĕрарăмсене пысăк суммăлăх улталанă.

Шупашкарта пурăнакан 46 çулти хĕрарăм патне палламан çын шăнкăравланă та хăйне банк ĕçченĕ тесе паллаштарнă. Калаçу вăхăтĕнче вăл унăн счечĕ çинче пĕр пин тенке яхăн, банк картти çинче 500 пин тенкĕ нухрат упраннине пĕлнĕ, «шанчăклă пултăр тесе» ăна урăх карттă çине куçарма сĕннĕ. Вăл ĕнентерỹллĕн калаçнине шута илсе карттă хуçи ют çын счечĕ çине кĕске вăхăтрах 318 пин тенкине куçарнă. Канашра пурăнакан тепĕр хĕрарăм вара çапла шăнкăравлакана хăйĕн карттин номерне тата вăрттăн кодне пĕлтернĕ. Преступниксене шанса вĕсен счечĕ е картти çине укçа-тенкĕ куçарнă тĕслĕхсем районта та час-час пулаççĕ.

ШĔМĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ асăрхаттарать: çакăн евĕр шăнкăравсем килсен палламан çынсемпе калаçăва тỹрех вĕçлĕр. Ыйтăва тỹрех банк ĕçченĕсем патне шăнкăравласа е офиса кайса татса парăр, илтнĕ хыпара тĕрĕслĕр. Банк ĕçченĕсем карттă çинчи кодсене нихăçан та ыйтманнине асрах тытăр.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code