Раççей Федерацийĕн Следстви комитетĕнче Донецк, Луганск Республикисенчен тата Украинăран куçса килекен беженецсем валли «хĕрỹ лини» ĕçлеме пуçланă.
Нумай каналлă телефон линийĕ (8-800-100-12-60) талăкĕпе ĕçлет. Куçса килекен граждансем сасăпа пĕлтернĕ хыççăн 6 цифра çине пусмалла. Следстви комитечĕн Председателĕ А.И.Бастрыкин йышăнăвĕпе йĕркеленнĕ «хĕрỹ лини» беженецсене кирлĕ консультаци илме, тĕрлĕ ыйтусене татса пама тата вĕсен прависене хỹтĕлеме пулăшмалла.
Унсăр пуçне, Раççее килекен граждансемпе Информаци центрĕн сотрудникĕсем хутшăнса калаçаççĕ, çыхăнăвăн ытти мелĕсемпе, çав шутра телеграмм-канал урлă (t.me/infocentrskrf), «ВКонтакте»(vk.com/priemnaya_bastrikina тата vk.com/infocentrskrf), «Одноклассники» (ok.ru/grоup/61254572769397) социаллă сетьсем урлă хутшăнма пулĕ.