Чăваш Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ те унта пурăнать Эльвира Фомкина. Вăл 30 çул медицинăра тăрăшать. Ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ ял çыннисен сывлăхне пăхса, тĕрĕслесе, вăхăтра прививка туса тăрать.
Ялти ФАПăн çĕнĕ çуртне 2015 çулта уçнă. Ĕç условийĕ тивĕçлĕ шайра кунта. Палăртнă графикпа килĕшỹллĕн Елчĕкри тухтăрсем вырăна тухса халăха тивĕçлĕ пулăшу кỹреççĕ. Эльвира Федоровна хăйне çирĕплетсе панă участокри кашни çынна паллать, вĕсен сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине те лайăх сăнаса тăрать.
Эльвира вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен Шупашкарти медицина училищине вĕренме кайнă. Алла диплом илсенех кỹршĕ районти васкавлă пулăшу уйрăмне ĕçе вырнаçнă. Вăл çулсенче тăван ялта Раиса Королева фельдшерта тăрăшнă. Ватă медик тивĕçлĕ канăва тухсан Эльвира Федоровна тăван яла куçнă. Ял çыннисене эмелпе, ырă сĕнỹ-канашпа çеç мар, çепĕç сăмахсемпе те сиплет çамрăк.
Пултаруллă та хастар хĕре хамăр ял ачиех — Андрей Фомкин кăмăлланă. Ĕлĕкхи йăлапа вăрласа кĕнĕ вăл матур пикене. Андрей Илларионович ун чухне те, халĕ те водительте тăрăшать. Çамрăксем килĕштерсе те юратса пурăнаççĕ. Çулсем иртнĕ май вĕсен çемйи йышланнă. Ачисене юратса ỹстерсе çын тунă амăшĕпе ашшĕ. Малтанах Оксана кун çути курнă. Вăл финансист. Хăйĕн çемйипе Шупашкарта пурăнать. Светлана хĕрĕ вара амăшĕн çулĕпе утать. Вăл терапевт тухтăр. Шупашкарта ĕçлет. Хĕрĕсем тăван киле килсех çỹреççĕ.
Фомкинсем кермен пек çурт лартнă. Ăшпиллĕ хĕрарăм хуларан килекен тăванĕсене тарават кĕтсе илсе кучченеçсем парса ăсатса ярать. Амăшне пулăшма та вăхăт тупать çаврăнăçуллă хĕрарăм.
Эльвира Федоровна чирленĕ çынсене пĕрремĕш пулăшу панипе пĕрлех вĕсене профилактика тĕрĕслевĕ витĕр кăларассипе те тимлет. Калăпăр, ватăсемпе вăй питти çынсене çулран-çул диспансеризаци витĕр кăларассине, коронавирусран, грипран прививка тăвассине вăхăтра пурнăçласа пырать. Çав хушăрах фельдшерпа акушер пунктĕнчи хăтлăхпа илемлĕхшĕн те яваплă вăл. Çу тапхăрĕнче ФАП умĕнчи пахчара хитре чечексем çитĕнтерет. Вăл лартнă тĕмсемпе йывăçсем инçетренех илемлĕн курăнса лараççĕ.
Ял халăхĕ ăшпиллĕ фельдшерицăна хисеплет. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем парса чысланă. Унăн сăн ỹкерчĕкне районти тĕп больницăри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.
Пирĕн фельдшер общество пурнăçĕнчен те аякка пăрăнмасть. Ял территорине тирпей-илем кĕртнĕ чухне те сывлăха упрас пирки калаçусем йĕркелет. Вăл яланах ял çыннисемпе юнашар.
Çак кунсенче хисеплĕ çыннăмăр çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ. Ял-йыш ăна ăшшăн саламларĕ. Ят-сума вара Эльвира Фомкина хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ.
В.КРАСНОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Э.Фомкина.