Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çапăçура пуçне хунă

Çапăçура пуçне хунă

Сăн ỹкерчĕке вăрçă умĕн — 1940 çул вĕçĕнче — 1941 çул пуçламăшĕнче тунă. Унта икĕ кĕçĕн лейтенант сăнланнă. Сулахайри пирĕн ентеш — Тĕмер ялĕнче çуралнă Михаил Гаврилович Жирнов. Иккĕмĕш офицер унăн çарти юлташĕ. Пирĕн ентешĕн кун-çулĕ питĕ кĕске пулнă, вăл 21 çултах вăрçă вутĕнче çунса кайнă. «Память народа» сайтра Михаил Жирнов пирки чылай документ тупăнчĕ. Вĕсем тата Тỹскел ялĕнчи Вероника Разумова (Гаврилова) ашшĕ- амăшĕ — Людмила Кирилловна тата Гаврил Гаврилович Гавриловсем каласа хăварнă тăрăх çамрăк офицер кун-çулĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме май килчĕ.

Михаил Жирнов 1920 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче тĕреклĕ хресчен хуçалăхĕ тытса пынă Гаврил Федоров çемйинче çуралнă. Çемьере виçĕ ывăлпа пĕр хĕртен чи асли пулнă. Керукка Федоровăн ачисем Гаврилов тата Жирнов хушаматсемпе çỹренĕ. Ялти пуçламăш, Тăрмăшри 7 çул вĕренмелли шкулсене пĕтернĕ хыççăн Михаил Патăрьелĕнчи педагогика техникумне кайса кĕнĕ. Унта вăл Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Сĕнтĕрте çуралнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ленинград облаçĕнчи Новая Манукса станци çывăхĕнчи Пушечная гора ятлă сăрт çинче фашистсене хирĕç çапăçса танк айĕнче вилнĕ, кайран унăн паттăрлăхне вырăс тата чăваш поэчĕсемпе писателĕсем хăйсен произведенийĕсенче сăнланă пулемет ротин командирĕпе Иван Смирнов аслă лейтенантпа пĕр курсра вĕреннĕ, пĕр-пĕринпе çывăх юлташлă пулнă. Çĕнĕ Сĕнтĕрпе Тĕмер ялĕсем аякрах пулманран тата вĕренсе тухнă хыççăн И.Смирнов Аслă Таяпари шкулта ĕçленĕрен икĕ юлташ пĕр-пĕрин патне кайса та çỹренĕ. Вĕсене пĕр вăхăтрах Хĕрлĕ Çара илнĕ.

Интернет уçлăхĕнче Михаил Жирновăн вăрçă умĕнхи çар служби пирки документсем тупăнмарĕç. Çар çыннисен çапăçури çухатăвĕсем çинчен çырнă донесенире вăл 1941 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнчен вара СССР Оборона Халăх Комиссариачĕн 3-мĕш Управленийĕн штатĕнче (каярахпа НКВДăн 3-мĕш Управленийĕ) тăни курăнать. Хĕрлĕ Çарăн кашни полкĕнче, дивизийĕнче, корпусĕнче, армийĕнче, фронтĕнче особый отделсем, вĕсен подразделенийĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем çар вăрттăнлăхĕсене сыхланă, çĕршыва хирĕç ĕçлекенсене тупса палăртнă, тăшман шпионĕсемпе, диверсанчĕсемпе кĕрешнĕ. 1943 çулта особый отдел органĕсенчен СМЕРШ структурисене йĕркеленĕ.Çак органсенче ĕçлеме çынсене çирĕп тĕрĕслесе суйласа илнĕ, ятарласа вĕрентнĕ. Шăпах çакна пула М. Жирновăн вăрçă умĕнхи çар служби çинчен пĕлме çук. Вăрçă умĕн ăна çар чаçĕнчи особый отдела янă пулас. Çапăçусем пуçлансан унран пĕр тапхăр çырусем килме пăрахнă. Юлашки çырăва Михаил йăмăкĕ — Елизавета Жирнова патне Мускав облаçĕнчи Можайск районĕнчи Федорино ялĕнчи 1-мĕш почта ешчĕкĕнчен янă. Унта вăл тăшман ункинче пулнине — халĕ хамăрăннисем патне тухнине çырса пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн пирĕн ентеш пирки темиçе çул пĕр сас-хура та пулмасть. 1947 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Елчĕк районĕн çар комиссариачĕ Хĕрлĕ Çарăн вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусенче вилнĕ е хыпарсăр çухалнă çар çыннисене шута илсе пыракан Управленине янă донесение хыпарсăр çухалнă Михаил Жирнов аслă лейтенант хушаматне те кĕртнĕ. Унта вăл йăмăкĕ патне янă юлашки çырăва кăтартнă, тăванĕсем ыйтнипе Хĕрлĕ Çарăн Кадрсен Управленине ун пирки шыраттарса янине пĕлтернĕ. Кĕçех Михаил Жирновăн шăпи уçăмланнă. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче Наро-Фоминск çывăхĕнчи Нара юханшывĕ хĕррипе Мускава хỹтĕлесе хăварас енĕпе оборона рубежĕ йĕркеленĕ. Çапăçусем кунта 1942 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕчченех пынă. Тăшмана малалла яман, хĕвел анăçнелле хăваласа кайнă.

Мускав облаçĕнчи «Московия» Издательство çурчĕ» 2011 çулта кăларнă «Книга памяти». Они погибли под Москвой. 1941-1945 г.г. Справочно-информационное издание» кĕнекере пирĕн ентеш пирки çапла çырнă — «Жирнов Михаил Гаврилович, ст. лейтенант ОО НКВД 1 гв. мсд. 1920 г. рождения, д. Тымчурино Ялычевского РВК. Погиб в бою 23 октября 1941 г. Похоронен. Братская могила на городском кладбище в г. Наро-Фоминска. Осн. ФБУ ЦАМО РФ, ф. 58,оп. 977520, д.573 л. 128 об.,номер 25. Паспорт захоронения».

Илемлĕ литературăра, кинофильмсенче вăрçă вăхăтĕнче особый отдел — СМЕРШ сотрудникĕсен сăнарĕсене киревсĕр сăрăпа кăтартни час- часах тĕл пулать. Пурнăç ун пек çынсемсĕр мар, паллах. Анчах чылайăшĕ хăйĕн тивĕçне çар присяги хушнă пек пурнăçланă. Пирĕн ентеш те çакнашкаллисен йышĕнче пулнă. Вăл çар тивĕçне пурнăçласа ытти пин-пин салтакпа офицер пекех çапăçу хирĕнче пуçне хунă.

Николай АЛЕКСЕЕВ,
тавра пĕлỹçĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code