Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырура — малашлăх аталанăвĕн тĕллевĕсем

Çырура — малашлăх аталанăвĕн тĕллевĕсем

Январĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне çулсерен тухакан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Ăна тỹрĕ эфир урлă Чăваш Ен НТРК, «Раççей 24», «Чăваш наци радиовĕ» тата «Тăван радио» эфирĕсенче, «Вконтакте» социаллă сетьри «Олег Николаев. Чувашия» сообществăра, «Телеграмри» Олег Николаев каналта курма пулчĕ.

Олег Алексеевич ЧР Пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа Çырупа виççĕмĕш хут паллаштарчĕ, сăмах пĕр сехет ытла пычĕ. Экран çине QR-код кăларнă май Чăваш Енре пурăнакансем пĕрремĕш хут Тĕп документа тỹрех хаклама, хăйсен шухăшне пĕлтерме пултарчĕç.

— 2022 çула эпир сирĕнпе Паллă ентешĕмĕрсене халалларăмăр. Çавна май вĕсене асра тытас тата патриотизм воспитанине аталантарас тĕлĕшпе хамăр илнĕ курса малалла тăсрăмăр. Эпир Чăваш Ен ятне мухтава кăларнă йăхташăмăрсен ячĕсене аса илтĕмĕр. Пирĕн хушăри çынсен çитĕнĕвĕсемпе, вĕсенчен чылайăшĕ çак залра ларать, савăнтăмăр. Вĕсем культура, сывлăх сыхлавĕн, наукăпа вĕренỹ, физкультурăпа спорт тытăмĕнче тата ытти сферăра тăрăшакансем, — терĕ чи малтанах О.Николаев. Çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтак герой пулнине палăртрĕ. Вĕсем — хальхи вăхăтра çĕршыв историне çыракан ентешсем — пурнăçне тата сывлăхне шеллемесĕр çапăçса тĕрлĕ наградăна тивĕçеççĕ. Шел пулин те, çĕршывăн пуласлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне хунисем те сахал мар. Вĕсене асăнса республика Пуçлăхĕ залра ларакансене пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ.

Правительство çар çыннисемпе вĕсен çемйисене комплекслă майпа пулăшасси çине сахал мар тимлĕх уйăрать.

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетессипе çыхăннă сăмахĕсене пуçланă май Олег Алексеевич çапла каларĕ: «…маларах пуçланă çĕнĕ инвестици проекчĕсене малалла тăсма, çĕнĕ масштаблă инвестици проекчĕсене хута яма май килчĕ…». Промышленноçа чылай пулăшу панă — 2020 çултан пуçласа 325 млн тенкĕ, иртнĕ çул вăл 7 миллиард тенкĕ ытла ỹснĕ. Предпринимательсен шучĕ чĕрĕк хут, харпăр ĕçне пуçаракансен шучĕ 5 хут ỹснĕ, АПК продукцийĕн калăпăшĕ 100 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Кăçалхи тĕллев — хăмла туса илессине уйрăм тимлĕх уйăрасси, ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕн тỹпине ỹстересси.

Çемье институтне тĕрев парасси, амăшĕпе ачалăха пулăшасси — тĕп вырăнта. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнчи тĕп тĕллев — кашни ачана тивĕçлĕ аталанма условисем туса парасси.

Çавăн пекех кăçал республика Пуçлăхĕ лартнă тĕллевсем хушшинче — кивелнĕ тата авариллĕ çурт-йĕре çĕнетессипе çыхăннă ыйтусене татса парасси, экспортăн çĕнĕ географине йĕркелесси, М-12 трассăна тăвассине вĕçлесси…

Кăçал чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм çакă. Яковлевăн вуншар çул каялла çырнă халалĕсем хальхи вăхăтра та пĕлтерĕшлĕ, çакна çирĕплетсе пуçлăх çапла палăртрĕ: «Шанса тăратпăр, патриарх халалне тытса пыни чăваш халăх культурипе чĕлхине аталантарма, йăли-йĕркине упраса хăварма пулăшĕ».

Чăваш Енре федераци программисем ăнăçлăн пурнăçланса пыраççĕ. Кăçал Шупашкарти «Садовый» микрорайонта тата Сĕнтĕрвăрринче икĕ çĕнĕ шкул хута ярĕç, тĕп хулари, Çĕнĕ Шупашкарти тата Кỹкеçри «Университет» микрорайонта виçĕ шкул тума пуçланă.

Олег Николаев Вĕренỹ министерствине 2030 çулччен çамрăксен политикин патшалăх программине аталантармалли программа хатĕрлеме тĕллев лартрĕ.

Чăваш Енре сывлăх сыхлавне çĕнетсех пыраççĕ — 2023 çулта тата 42 объекта çĕнетме тата пысăк медцентрсем тума палăртнă. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ активлăн аталаннине те асăнмалла.

«Раççейĕн тĕрленĕ картти» проект Чăваш Ене «Нумай сăнлă Раççей» туризм маршрутне кĕме май панă. РФ Культура министерстви кăçал Раççей регионĕсен тĕрленĕ карттисен фестивальне ирттерес шухăша ырланă. Чăваш Республикин Правительстви пысăк калăпăшлă мероприятие йĕркелес ĕçе пуçăнĕ.

Чăваш Ен спорт инфратытăмне аталантарас енĕпе малтисен йышĕнче. Çулталăк вĕçлениччен çĕнĕ пысăк спорт сооруженийĕсем — «Атăл» стадион, искусствăлла пăрпа витнĕ каток тата ыттисем те ĕçлеме пуçлĕç. Чи кирли — йĕлтĕрпе чупмалли трассăна туни тĕнче шайĕнчи ăмăртусене тухма май парĕ.

Тăлăхсене, сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси тĕп тĕллевсен шутĕнче. Кăçал республикăра 315 тăлăха, пилĕк е ытларах ачаллă 65 çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă. Ертỹçĕ Республика Правительствине хамăрăн тăрăхри çынсене хушма тĕрев парас тĕллевпе февралĕн 1-мĕшĕнчен социаллă тỹлевсене 12,2 процент индексацилеме хушрĕ.

Экологи ыйтăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2030 çулччен Раççейре çỹп-çапăн 100 процентне уйăрса сахалтан та 50 проценчĕпе тĕллевлĕ усă курма пуçламашкăн тĕллев тытнă. Пирĕн çак ĕçе 3-4 çул маларах пурнăçламалла.

2023 çулта Чăваш Енре 57 пин ытла çынна шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртĕç. Ку Çĕмĕрле хулинче, Патăрьел, Шăмăршă районĕнче тата Комсомольски районĕн кăнтăр пайĕнче пурăнакансене пырса тивет.

Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕр строительствине малалла та тĕрев парать. «2022-2025 çулсенче Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра тата Шупашкар районĕнче пурăнмалли çурт-йĕре комплекслă вырнаçтарас енĕпе сакăр участок туса хурĕç. Çавăн пекех 47 çухрăма яхăн инженер тетелĕсем, 11 çухрăм шалти тата тулашри магистраль, 940 вырăнлă тăватă ача сачĕ хута кайĕç. Лифтсене улăштармалли республика программипе килĕшỹллĕн Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти нумай хваттерлĕ 24 çуртра 74 лифта улăштарма палăртнă. Чăваш Ен энергетикăна çĕнетес тата электросеть хуçалăхĕн объекчĕсене консолидацилес енĕпе регион-пилотсен шутне кĕрет. Республикăра иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче рекордлă тыр-пул илни ял хуçалăх предприятийĕсен çĕнетĕвĕн кăтартăвĕ пулнине, çавна май Правительствăна аграрисене пулăшма çĕнĕ майсем хатĕрлеме хушнине каларĕ О.Николаев. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ умне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тухăçлăхне хакламалли тытăма, Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕх пăхассине 2025 çулччен ăнăçлă аталантарма çывăх вăхăтра стратеги хатĕрлеме тĕллев лартрĕ. Планра — сĕт суса илессине, выльăх шутне ỹстересси.

Çырупа паллаштарнă хыççăн Олег Николаев Улатăр хулинче çуралса ỹснĕ Артемий Репкина, ятарлă çар операцие хутшăннăскере, Паттăрлăх орденĕ парса чысларĕ.

Е.ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Хаклав

Л.В.ЛЕВЫЙ, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

— Олег Николаевăн политики аграри секторне, экономикăна, ял халăхне тĕрев парасси пулнă, халĕ те çаплах. Çырура эпир ял пурнăçĕпе çыхăннă нумай ыйтăва ăша хыврăмăр. Тавар туянакансене патшалăх пулăшăвĕ парасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. Пысăк предприятисемпе фермерсене, уйрăм хуçалăх тытса пыракансене пулăшу панине ырламалла. Ял территорийĕсене комплекслă аталантарассинче те ырă улшăнусем пулĕç. Округсене, АПКна, туризма, ЖКХна, социаллă сферăна аталантармалли майсем тата та анлăланĕç.

Чăваш Ен иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче рекордлă тыр-пул илни ял хуçалăх предприятийĕсен çĕнетĕвĕн кăтартăвĕ пулнине, çавна май Правительствăна аграрисене пулăшма çĕнĕ майсем хатĕрлеме хушнине каларĕ О.Николаев. Пирĕн округăн социаллă пурнăçĕпе экономики ял хуçалăхĕн тухăçлă аталанăвĕнчен килнине тĕпе хурсан, ку тытăмри пулăшу пирĕншĕн уйрăмах вырăнлă пулĕ.

М.А.МЕМЕТОВА, Елчĕк муниципалитет округĕн депутачĕ, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Кăçалхи çула республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнă пулсан, ку енĕпе тата та çине тăрса ĕçлемелле. Çак шухăша мала хучĕ те Олег Николаев, ачасене воспитани панă чух вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, хамăрăн историне лайăх пĕлме, асатте-асаннесен йăли-йĕркине хисеплеме, кирек мĕнле чăрмава хирĕç çирĕп тăма пулăшакан условисем туса памаллине, вĕрентĕве ăнăçлă аталантарасси тĕп вырăнта пулмаллине каларĕ. «Вĕрентĕве аталантарса кĕске вăхăтрах çамрăксен политикине 2030 çулччен аталантармалли патшалăх программине хатĕрлеме ыйтатăп», — терĕ вăл.

Обществăн пуласлăхĕ эпир çитĕнекен ăрăва паян мĕнле пĕлỹ тата воспитани панинчен нумай килет.

С.Г.ВОЛКОВ, Елчĕк муниципалитет округĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

— Юлашки çулсенче республикăра АПКна пулăшасси тата лайăхланчĕ. Çакă ĕç кăтартăвĕсенче те палăрать. Иртнĕ çул республикăри уй-хирсенчен 1 миллион тонна ытла тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Елчĕк муниципалитет аграрийĕсем те хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывма пултарчĕç: пурĕ 85798 тонна тĕш тырă туса илнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 36,8 центнерпа танлашрĕ. Юлашки 20 çул хушшинчи чи пысăк кăтарту çакă!

2022 çулта Чăваш Ен патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессипе Атăлçи федераци округĕнче 2-мĕш вырăна (усă куракан 1 гектар пуçне 4,5 пин тенкĕлĕх субсиди панă) тухнă. Черетлĕ Çырура та республика Пуçлăхĕ аграрисене патшалăх енчен пулăшасси малашне те тĕп тĕллевсенчен пĕри, çавăн пекех çĕнĕ механизмсене туса хатĕрлессине чи кирли тесе йышăннине ырласа йышăнатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code