Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бирка çапаççĕ

Бирка çапаççĕ

Хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе маркировка тăвасси малалла пырать.

2024 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа выльăх-чĕрлĕхе шута илмелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕрет. РФ Правительстви çак йĕркене 550-мĕш номерлĕ постановленипе килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ.

Ку чухне тĕрлĕ выльăха (лаша, тĕве, пыл хурчĕсем, сысна, сурăх-качака, килти чăх-чĕп, кролик тата ыт. те) уйрăммăн е ушкăнпа маркировка туса (хăлхисем çине бирка çапаççĕ) шута илеççĕ.

РФ ветеринари законодательствипе килĕшỹллĕн маркировка туни выльăха е чĕр чуна шута илме анчах мар, вĕсене хăш тăрăхран илсе килнине пĕлме, çапла майпа ерекен хăрушă чирсен инфекцийĕсен çăл куçĕсене тупса палăртма тата чир-чĕртен асăрханма май парать.

Хальхи вăхăтра ветеринари специалисчĕсем шăпах тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхпе чĕр чуна биркăлас — информаципе автоматизаци тытăмĕн учетне илессишĕн тата тỹлевсĕр регистраци тăвас ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе пырассишĕн тимлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code