Пытарма кирлĕ мар: Украинăра лару-тăру чăннипех кăткăс. Раççей уйрăм çĕршывпа мар, террористсен пысăк ушкăнĕпе çапăçать. Çак террористсем Çывăх хĕвел тухăçри пуç касакансенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Тен, киревсĕр ĕçĕсене пăхсан, вĕсем ытти террористсенчен хăрушăрах та.
Раççей Оборона министерстви уççăн çапла пĕлтерет: Мускав Украинăра терроризма хирĕçле операци ирттерет.Тĕплĕнрех çакна каламалла:
— Киев «Азовстальти» мирлĕ халăха эвакуацилеме чарнă;
— ВСУ подразделенийĕсем Славянскри чукун çул больницинче вырнаçнă;
— националистсем ЛНРти Лисичанск ача-пăча больницин çуртĕнче йывăр хĕç-пăшал позицийĕсене вырнаçтарса тухнă;
— Украинăра националистсем 9 çĕршыври 6126 çынна заложнике илнĕ.
Террористсем мирлĕ халăхпа тата ачасемпе хỹтĕленеççĕ, больницăсенче, шкулсенче, ача сачĕсенче пытанаççĕ.
Мирлĕ халăхпа «чĕрĕ щит» вырăнне (тĕслĕх — Мариуполь) усă кураççĕ, хăйсен çапăçакан позицийĕсене пурăнмалли нумай хутлă çуртсенче, театрсенче, шкулсенче, госпитальсенче вырнаçтараççĕ.
Террористсем граждансене эвакуацилеме чараççĕ, хăйсен çĕршывĕн гражданĕсене пĕр сăлтавсăрах вĕлереççĕ, кайран пысăк çылăха Раççей çине йăвантарма хатĕрленеççĕ.
Çапăçу пыракан зонăран пăрахса кайма пикеннĕ ачасемпе вĕсен амăшĕсене Украина снайперĕсем пере-пере пăрахаççĕ — нацистсем никама та хĕрхенмеççĕ.
Украинăра политика оппозицине тата массăллă информаци хатĕрĕсен ирĕклĕхне пĕтернĕ, Хĕвел анăçĕнчи кураторсем вĕрентнипе пур çĕрте те юн юхтараççĕ.
Украинăра кăларнă шкул учебникĕсем те — пурте террористсене вĕрентсе хатĕрлемелли сĕтел çинчи кĕнекесем. Вĕсем Раççей çĕршывне кураймасăр пурăнма, пирĕн çынсене вĕлерме, террорла ĕçсем тума вĕрентеççĕ.
Хăрушă! Анчах та хăраса лармалла мар. Украина террорисчĕсем хăйсен ирсĕр ĕçĕсене пирĕн патăмăрта тăвасран сыхланмалла тата хăрушлăха сирсе яма пĕлмелле.