Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тава тивĕçлĕ учитель

Тава тивĕçлĕ учитель

Шкул пĕтернĕренпе кăçал 36 çул çитрĕ. Вĕрентекен пулса ĕçлеме тытăннăранпа вара çĕнĕ вĕренỹ çулталăкĕнчен 31 çула каять. Çак тапхăрта учитель профессийĕ тивĕçлипех чи пархатарлисенчен пĕри пулнине лайăх ăнланса илтĕм — яваплă та хисеплĕ ĕç.

Хамăра пĕлỹ тĕнчи тăрăх çавăтса утнă, тивĕçлĕ пĕлỹ, воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнă вĕрентекенсене тав тума сăмах та çитес çук! Вĕсен тивлетне пула пиртен кашнийĕ вулама-çырма вĕреннĕ, малалла аталанса пурнăçри хăй вырăнне тупнă. Эпĕ те шкулта математика предметне вĕрентетĕп. Учитель пулас шухăш вара манра Анатолий Аврамович Смирновран тĕвĕленнине çирĕплетсех калама пултаратăп. Мĕншĕн тесен вăл пирĕн класс ертỹçи пулнипе пĕр вăхăтрах биологипе хими предмечĕсене чунне парса вĕрентрĕ. Халĕ те хăйĕн кашни вĕренекенĕн пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Кирек хăш вăхăтра та хастарлăхĕпе тата теветкеллĕхĕпе пире хавхалантаракан çак çыннăн ятне кашни хутĕнчех ырăпа аса илетпĕр. Ача чухне, паллах, эпир ăна лайăх класс ертỹçи, лайăх учитель вырăнне хурса юратнă-хисепленĕ ĕнтĕ. Анчах вĕрентекен чун-чĕрин тасалăхĕпе ырă кăмăлне, вăл кирек кампа та пĕр чĕлхе тупса ăшпиллĕ калаçу йĕркелеме пултарнине, çакна кура ял-йыш умĕнче те ятлă-сумлă пулнине курса хаклама ун чухне ăс-тăн çитейменех-тĕр. Çулсем иртнĕ май çакна пит аван ăнланакан пултăмăр. Анатолий Аврамович, чăннипех, анлă тавракурăмлă учитель пулнине, кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе ирттернине нумайăшĕ çирĕплетсех калама пултараççĕ. Ачасене предмета ăса хывма хавхалантарас тĕллевпе уроксене епле хăйне евĕрлĕ кăсăклă, пурнăçри тĕслĕхсемпе усă курса ирттернине хам учитель пулса тăрсан, пушшех, лайăх ăнланса илтĕм. Темăна тĕплĕн ăнлантарса панă хыççăн урок хăй тĕллĕнех диспута куçатчĕ. Çапла майпа вĕрентекенпе пĕрле ачасем те хутшăнса калаçатчĕç, хăйсен шухăшĕсене палăртатчĕç. Анатолий Аврамович вĕренекенсенчен пĕрре те уйрăлман, пурсăмăра та хăй ачи вырăнне хурса юратнă, ăшă куçпа пăхнă. Унпа пĕрле экскурсисемпе походсене тухни, кăсăклă класс сехечĕсем халĕ те асран тухмаççĕ. Вăл пирĕнпе сасă хăпартса калаçнине те астумастăп. Пирĕн класс ертỹçи — чăн-чăн пуçаруçă. Пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕмĕр, Çĕнĕ çул уявĕ валли вăл кашни хĕр ачана хăй аллипе шăрçаллă пуç кăшăлĕ ăсталаса пачĕ. Вăл — ăста пахчаçă та. Унăн пуçарăвĕпе çĕршер тĕп йывăç-тĕм лартса ỹстернĕ. Ачасемпе пĕрле вĕсене лартнă анчах мар, вĕсене сăнаса ỹстернĕ.

Курнавăшри шкулта директор пулса ĕçленĕ Петр Васильевич Кузнецов пĕр калаçура çапла калани те асрах:

— Анатолий Аврамович кашни ача шухăш-кăмăлне лайăх пĕлсе тăнăскер, вĕсене професси суйласа илес ĕçе те нумай хутчен хутшăннине пĕлетĕп. Вăл нихăçан та ят-сумшăн ĕçлемен. Унăн чи пысăк награди вăл — ял-йыш хисепĕ. Анатолий Аврамовичпа калаçма та, ĕçлеме те çăмăл, паха сĕнỹ-канашпа та пулăшма пултарать, — тенĕччĕ вăл.

…Курнавăш ялĕнче 1940 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче çуралнă Анатолий Смирнов мĕн ачаран учитель ĕçне кăмăлланă, вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Апла пулин те малтанласа вăл, 1958 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа, «Автогигант» колхозра молотобоец пулса ĕçленĕ. Çемьере чи асли пулнăран, килти хуçалăха тытса пырассинче пулăшма кирлине те ун чухнех лайăх ăнланнă çамрăк. 1959 çулхи сентябрьтен пуçласа 1962 çулхи декабрь уйăхĕччен Белорусси çар округĕнче службăра тăнă. Демобилизаци хыççăн тăван ялта — Курнавăшри 8 çул вĕренмелли шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă.

1963 çулта И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтне вĕренме кĕнĕ, куçăмсăр майпа биологи уйрăмĕнче пĕлỹ илнĕ. 1970 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 1978 çулхи сентябрьччен Курнавăшри шкулта директор пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн реорганизаци пулнă, вăтам шкул туса хунă. 600 вырăнлăх икĕ хутлă çĕнĕ кирпĕч çурт купалама тытăннă. Çак вăхăтра Анатолий Аврамович ĕç вырăнне улăштарнă, пĕр вăхăт Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш СПТУра истори предметне вĕрентнĕ. 1979 çулхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен тытăнса Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта биологипе хими предмечĕсене ертсе пынă.

«Аслă учитель», «Ĕç ветеранĕ» ятсене тивĕçлĕ пулнă А.Смирновăн педагогикăри ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать. Çак тапхăрта тĕрлĕ шайри Тав хучĕсем те сахал мар пулнă, паллах. Хальхи вăхăтра пирĕн аслă юлташăмăр, хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр тивĕçлĕ канура. 83 çулта пулин те чунĕпе çамрăк-ха вăл. Çемьери тăнăçлăх, ял-йышпа тỹрĕ пурăнни, вĕсене ырă сунса хапăл туни унăн чун-чĕрине вăй-хăват хушать. Мăшăрĕпе, Дария Даниловнăпа пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланаççĕ вĕсем çак вăхăтченех. Канмалли кунсенче вара кил-çурт ачисемпе тата мăнукĕсемпе тулать…

Т.БЫКОВА,
Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code