Наркотиксемпе çыхăннă ыйтăвăн социаллă пĕлтерĕшĕ çĕршывра çивĕччисен йышĕнче. Çавăнпа та ку енĕпе асăрханулăха тата тимлĕхе ỹстермелле.
Наркомани — хăрушă чир. Пĕр хут наркотик тутансан унран хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Йăлтах урăх енне çавăрса хурать вăл çын пурнăçне. Наркотикпа туслашнă хыççăн этем яланхи тивĕçсем, туйăмсем пирки манать. Вăл мĕскĕнленет, çынлăха çухатать. Самантлăх киленỹпе пĕрле гепатит, ВИЧ-инфекци чирĕсем çакланаççĕ.
Чир кулленех нумайрах та нумайрах «апат» ыйтма пуçлать, çавна май шурă порошок дозине ỹстерсех тăмалла. Çакăнпа пĕрлех сывлăх та хавшать.
Çывăх çын хăрушă чир серепине лекнине мĕнле пĕлмелле? Çак ыйту чылайăшне канăç памасть. Наркомани тыткăнне çакланнă çыннăн кăмăлĕ, характерĕ, сăн-сăпачĕ улшăнать. Килтен укçа-тенкĕ, хаклă япаласем çухални, ача уроксене час-часах сиктерни ашшĕ-амăшне сисчĕвлентермелли тĕп сăлтавсем. Ку пуçламăш çеç пулма пултарать. Çавăнпа та çамрăксене малалла та сăнасах тăмалла. Алă-ура çинче укол тунă паллăсем, унăн пỹлĕмĕнче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошок евĕр япаласем асăрхасан ачана пĕр тăхтаса тăмасăр нарколог патне илсе каймалла.
Наркотик туянасси пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Чылай наркоман вара ниçта та ĕçлемест. Укçасăр наркоманăн ирĕксĕрех преступлени çулĕ çине тăма тивет: вăл вăрлама, çынсене пусахлама пуçлать.
Асăннă чиртен тата ытти киревсĕрлĕхрен аякра тăрас тесен сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнар, спортпа тата физкультурăпа туслă пулар.
Р.ШАКОВА.