Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Строительство комплексĕ аталанать

Строительство комплексĕ аталанать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев строительство организацийĕсен ертỹçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Унта çул-йĕр отраслĕн 2023 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, малашлăх плансене палăртнă.

Чăваш Ен Министерствин малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, 2023 çулта 780,7 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă (2022 çул шайĕнчен 91,8 процент). Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ 2022 çулхи пĕтĕмлетỹ тăрăх 397,3 пин тăваткал метрпа (142,3 процент) танлашнă. Пĕтĕмĕшпе илсен, строительство комплексĕнче 72,83 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, çакă маларахри çулпа танлаштарсан 28 процент пысăкрах.

Хальхи вăхăтра 46 застройщик 102 нумай хваттерлĕ çурт (пурĕ 757 пин тăваткал метр) хута ярассипе тимлет. Ипотека кредичĕпе усă курасси анлăланать. 2023 çулхи 11 уйăхра вăл 78 процент ỹснĕ (31,8 миллиардран пуçласа 57 миллиард тенкĕ таран), заемщиксен шучĕ 17,9 пин çынпа танлашнă (163 процент).

Республикăри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи шайĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кирлĕ 287 çемьене малтанхи тỹлевпе 20 процент таран уйăрса панă. Вĕсем 17,3 пин тăваткал метр çĕнĕ çурт-йĕр туяннă. 2024 çулта асăннă программăпа тата 230 çемьене çăмăллăхлă ипотекăпа тивĕçтерме палăртаççĕ.

2023 çулта 3 процентлă ипотека кредичĕпе 80 çемье усă курнă. Кăçал вара ку программăпа 115 çемье усă курма пултараççĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма май паракан программăсем пулăшнипе 2023 çулта 2,2 пин çемье усă курнă, тĕрлĕ шайри бюджетран уйăрнă пулăшу виçи 2,5 миллиард тенкĕпе танлашнă. 2024 çулта патшалăх пулăшăвĕ 2,3 пин çемьене тивĕçĕ. Тăлăх ачасем валли пĕлтĕр 314 пурăнмалли çурт туяннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн 5 е ытларах ачаллă 76, 6 е ытларах ачаллă 86 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çĕршыв Правительстви уйрăм çурт-йĕр строительствине пулăшу памалли майсене анлăлатассипе ĕçлет.

Строительство комплексне аталантарма республикăн адреслă инвестици программи пулăшать. Вăл çулран-çул ỹссе пырать. Пĕлтĕр унта 257 объект хута янă. Укçа-тенкĕ 12,4 миллиард тенкĕпе танлашнă, çав шутра 4,6 миллиард тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code