Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăнасем кăмăллă юлнă

Хăнасем кăмăллă юлнă

Иртнĕ эрнере республикăри тата тĕп хулари ветерансен Канашĕсен ертỹçисем «Александр Фадеев» теплоходпа килнĕ Свердловск облаçĕнчи ĕçтешĕсене кĕтсе илнĕ.

Кил хуçисен йышĕнче Тỹскелĕнчи «Шуçăм» тата «Тускил» ансамбльсем те пулнă. Вĕсем хăнасене чăваш юрри-кĕввипе кăна савăнтарман, пĕрлехи ташă çаврăмĕсене те явăçтарнă. Хусан, Ярославль, Дубна, Кострома, Кинешма тата ытти хула витĕр килнĕ туристсем тĕп хуламăрпа, Чапаев музейĕпе, Мускав районĕнчи Социаллă центрпа паллашнă, Правительство çуртĕнче пулса курнă, Мухтав монуменчĕ умне чечексем хунă.

Мероприятие йĕркелеме Аслă Пăла Тимешĕнчи Аркадий Петровичпа Надежда Семеновна Портновсем спонсорла пулăшу панине те палăртмалла.

Хăнасем кунти тĕл пулупа питĕ кăмăллă юлнă. Малалла чаплă шыв транспорчĕ вĕсене Чистополь, Сарапул, Пермь хулисене илсе çитерĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code