Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнесене искусствăлла мелпе пĕтĕлентерни

Ĕнесене искусствăлла мелпе пĕтĕлентерни

Ăратлă тата пысăк продуктивлă мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепне ỹстермелли чи тухăçлă мел — ĕне выльăха искусствăлла мелпе пĕтĕлентерни. Çакна шута илсе районти ветеринари станцийĕн специалисчĕсем ялсенчи килти хушма хуçалăхсенче усракан пур ĕнене те искусствăлла мелпе пĕтĕлентересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Ĕнесене вăкăрпа пĕтĕлентерни ар çыхăнăвĕ урлă сарăлакан чирсене çул панине манса каймалла мар. Ĕнесене сыватма усă куракан эмелсене туянма вара сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Вăкăрпа пĕтĕлентернĕ чухне ĕне чир ертни пулас пăрăвăн сывлăхĕпе аталанăвĕ çине те витĕм кỹрет.

Искусствăлла майпа пĕтĕлентерни кашни ĕнене пăруланă хыççăнхи малтанхи уйăхсенчех тухăçлă пĕтĕлентерсе хăварма, вĕсене хĕсĕр юласран сыхласа хăварма пулăшать. Тĕрлĕ анатоми чирĕсемпе аптăракан, амалăх органĕсемпе сиенленнĕ ĕнесене те искусствăлла майпа пĕтĕлентерме пулать. Ветеринари станцийĕн специалисчĕсем хальхи вăхăтра ял çыннисен ĕнисене киле тухсах пĕтĕлентерессине ăнăçлă йĕркелесе пыраççĕ. Хамăр ĕçре хура-ула ăратри вăкăрсен «Доктор», «Дункан», «Феникс», «Сигнал», «Шанс» вăрлăхсемпе усă куратпăр. Пĕтĕм енчен лайăх тĕрĕсленĕ, çак пысăк пахалăхлă вăрлăхсене «Чувашское» ОАОран туянатпăр. Çак ăратри вăкăрсен вăрлăхĕсемпе пĕтĕлентернĕ ĕнесем пĕр талăкра 25-30, çулталăкра 9165-10538 килограмм сĕт антараççĕ, сĕтри çу хисепĕ — 3,62-3,83, белок шайĕ — 3,4 процент. Пăрусем хăвăрт ỹсеççĕ, çамрăк пăрусем талăкра 1000 грамм ытла ỹт хушаççĕ.

Ветеринари станцийĕн специалисчĕсем ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ĕçе ирлĕ-каçлă пурнăçлаççĕ. Çирĕплетнĕ хакĕ 990 тенкĕпе танлашать. Енчен те пĕрремĕш хут пĕтĕлентерни ăнăçлă пулмасан, иккĕмĕш хут чĕнни — çурма тỹлев. Ялсене хамăр транспортпа та тухма пултаратпăр. Тĕплĕнрех пĕлес тесен çак телефонсемпе шăнкăравлăр: 8-937-381-92-05 е 2-56-42.

И.МАКАРОВА,
районти ветстанцин начальникĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code