Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Спортпа тата спортшăн пурăнать

Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР спорт мастерĕ Юрий Михайлович Карпов пирки ку.

Кам хирĕçлĕ? Чăн сăмахăн суйи çук. Тĕрлĕ шайра иртекен кирепуканçăсен республикăри тата ун тулашĕнчи ăмăртăвĕсем пĕри те вăл хутшăнмасăр иртмеççĕ те пулĕ. Чылайăшне пурлăх тĕлĕшĕнчен те никĕслет.

Юрий Михайлович хăй ячĕпе те çулсерен турнир йĕркелет. Çак кунсенче Тăрăмри культура çуртĕнче ирттернĕ ăмăртура вунçичĕ виçе категоринче тупăшнă атлетсем. Çĕнтерỹçĕсем кубоксене, пьедестал çине хăпарнă кашни спортсмен дипломсемпе медальсене тата укçан приза тивĕçнĕ. Унсăр пуçне спорт ветеранĕсене парнесемпе чыслассине те çирĕп йăлана кĕртнĕ вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый спортсменсене саламласа ăнăçу суннă май, турнир йĕркелỹçи пирки ырă сăмах чылай каларĕ. Юрий Михайловича «ăста спортсмен, производствăн пултаруллă ертỹçи, паллă меценат» тесе хаклани нумаййи çинчен калать. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн ăна «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕпе чысларĕ.

Турнирта çаксем çĕнтерỹпе палăрчĕç: Илья Фомин, Кристина Якимова, Александр Ефимов, Карина Кубикова, Кирилл Федоров (Курнавăш шкулĕ), Матвейпа Дарья Петровсем, Илья Московский, Павел Филимонов, Элина Маркова, Наталья Мартынова (Елчĕк), Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва), Александр Дуткин, Артем Савинов, Глеб Перепелкин (Çирĕклĕ Шăхаль), Даниил Орлов, Алена Николаева (Патреккел).

Алă вăйĕ виçессипе

Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ ăмăртура Елчĕксем лайăх кăтартусемпе савăнтарнă.

16-18 çулсенчи атлетсен йышĕнче командăпа вĕсем 2-мĕш, 19-21 çулхисен хушшинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Ылтăн медале тивĕçнисенчен — Карина Кириллова (Тĕмер), Мария Цветкова (Курнавăш) — пуçласа мар çапла çĕкленнĕ. Светлана Окружнова (Чăваш Тăрăмĕ), Иван Пупин (Турхан), Инесса Александрова (Çĕнĕ Арланкасси), Никита Солин (Тĕмер) кĕмĕлшĕн те хавас пулма кирлĕ. Спортменсен йышне шута илсен. Тепĕр пилĕк атлет 3-мĕш вырăн йышăннине те палăртма кăмăллă.

Вĕсенче шанăç пур

Шупашкарти В.Н.Кочков ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕн залĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕнче пирĕн ентешсем те вăй виçнĕ.

Ăнăçлă та. Элпуç хĕрĕ, Раççей спорт мастерĕ Анастасия Лапшина хăйĕн виçинче пурне те парăнтарнă. Асăннă спорт шкулĕнче Ю.Алексеев тренер патĕнче ăсталăхне туптакан Роман Иванов (Аслă Шăхаль) 3-мĕш пулни те шанăç çуратать.

Пысăк çитĕнỹ

пĕчĕк ăмăртусенчен пуçланать.

Çавна шута илсе Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Сергей Александров хăй ертсе пынипе малтанхи утăмсене тăвакан ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене Комсомольски тантăшĕсемпе курнăçтарнă. Хăнари кавир çинчи юлташла тĕл пулусем ачасене кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕпленме те пулăшаççĕ. Çитĕнỹсем вара хавхалантараççĕ те. Михаил Миллинпа Тимофей Антонов унта пĕрремĕш тухнă. Кирилл Александровпа Антон Антонов 2-мĕш пулнишĕн те епле хĕпĕртемĕн-ха. Пурте маттур вĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code