Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕнле хăтăлмалла?

Мĕнле хăтăлмалла?

Сухан шăни ернĕ паллисем еплерех-ха? Сухан аталанма тата ỹсме пăрахать, сарăхать, шанать, сухан пуçĕ çемçелме тата çĕрме пăхать, çимĕçре шурă хуртсем тĕл пулаççĕ. Пусă çаврăнăшне пăхăнманни, пахча çимĕç пĕр-пĕринпе килĕшсе тăманни, сухана кая юлса лартни, вăрлăхăн пахалăхĕ начар пулни сухан шăнине аталанма май туса парать.

Чăн та, сухан шăни çимĕçе сăтăр кỹрет, тухăçсăр хăварать. Унпа кĕрешмелли мел чылай. Хими препарачĕпе усă курнă чухне Раççейре ирĕк илнипе çеç юрать. «Бискилл», «Вантекс», «Землин», «Мухоед», «Террадокс», «Сирокко», «Табу», «Корадо», «Борей» тата ыттисем те. Паллах, наркăмăшпа усă куриччен халăхра анлă сарăлнă мелсемпе те усă курса пăхмалла.

Асăрханăр: сухан шăнисем çăвĕпех вĕçеççĕ, çăмарта хураççĕ. Вĕсене тĕп тăвас тĕллевпе профилактика мероприятийĕсене тăтăшах туса ирттермелле, унсăрăн усси пулмĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code