Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ Пăва шкулĕ тата çĕнелсе улшăнать

Çĕнĕ Пăва шкулĕ тата çĕнелсе улшăнать

«Пуçаруллă бюджет» программăн çул-йĕрĕ анлă та тĕрлĕ енлĕ — вăл чылай отрасле пырса тивет.

Бюджет укçи-тенкипе мĕнле усă курассинчи ыйтусене татса пама чылай чухне граждансем хăйсем хутшăнма пултарнипе усă курса Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Турхан тата Кĕçĕн Шăхаль çамрăкĕсем шкул подвалĕнче кĕрешỹ залĕ йĕркелессишĕн, унта кирлĕ оборудованисем вырнаçтарассишĕн çирĕп тăчĕç. Вĕсен сĕнĕвне шкул коллективĕпе ял халăхĕ те хирĕçлемерĕ. Чăннипех, малашне вăл çитĕнекен ăрушăн пысăк парне пулса тăрасса пĕлсе тăратпăр.

«Партнер» ООО ятпа йĕркеленнĕ строительство организацийĕнче вăй хуракансем (директорĕ — Борис Матвеев — Аслă Пăла Тимеш çынни) нумаях пулмасть шкулта хĕрỹ ĕçе пикенчĕç. Проектпа смета документацийĕнче пăхса хăварнă 3 миллиона яхăн тенкĕ чухлĕ укçапа усă курса йывăр атлетика, кĕрешỹ тата ташă залĕсене хута яма палăртнă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне вара пĕтĕм ĕçе вĕçлеме палăртнă.

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта юлашки çулсенче пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессипе ахаль те сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Кунта ачасене спортпа туслашма пур услови те туса парас тесе тăрăшаççĕ. Шкулта кирлĕ пуян оборудованипе чаплă спортзал пур. Шкул умĕнчи «çемçе кавир» сарнă спорт площадки ял ачисене çеç мар, хуларан килнисене те хăй тавра пуçтарать. Ачасем волейболла, футболла выляса савăнаççĕ. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнă ачасем алă вăйĕ виçессипе, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе республикăра анчах мар, Раççей шайĕнче те мала тухни, паллах, ахальтен мар.

Иртнĕ çул та шăпах çак вăхăтра «Стройсфера» ООО строителĕсем çỹлерех аса илнĕ мини-стадиона тума тытăнчĕç. Ун хыççăнах «ДПМК «Яльчикское» ООО строителĕсем шкул территорине хăтлăлатас тĕллевпе анлă ĕçсем (контракт хакĕ 17 799 149 тенкĕлĕх) йĕркелесе ячĕç. Кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек, кану кунĕсене пĕлмесĕр ĕçе тухрĕç вĕсем. Подрядчиксем хăйсен сăмахне тытрĕç, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçлама пултарчĕç. Шкул палламалла мар çĕнĕ сăнпа пуянланнине ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ анчах мар, килен-каян пур çын та курчĕ, паллах.

Çĕнĕ Пăва шкулĕнче çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртесси, пытармалли çук, тăван шкул, тăван ял пуласлăхĕшĕн чун-чĕрисемпе хыпса çунакан тата тăрăшакан çынсем пулнинчен те нумай килет. Ку чухне Çĕнĕ Пăва шкулĕнчен вĕренсе тухнă Олимпиада, Олег тата Владимир Викторовсене тав тумаллине лайăх ăнланатпăр. Хута кĕрекен, пулăшакан пулмасан, пытармалли çук, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама çăмăлах мар.

Пирĕн шкул çултан-çул малалла аталанать. Шкул администрацийĕпе пĕтĕм коллектива, çамрăкĕсемпе ытти ял халăхне тăван шкула манманшăн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшса мĕн пур енлĕн пулăшса пынăшăн чун-чĕререн тухакан тав сăмахне палăртас килет.

Светлана ПАВЛОВА,
вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code