Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Таймапуç сана, вĕрентекенĕм!

Таймапуç сана, вĕрентекенĕм!

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пĕрремĕш урок яланхилле мар, урăхла йĕркеленнĕ. Кунта «Вĕрентекен кунне» халалласа уçă урок иртнĕ. Тĕл пулăва тивĕçлĕ канăва тухнă учительсем — Кушкă шкулĕнче ĕçленĕ Алексей Петров тата Аслă Пăла Тимешри шкулта тăрăшнă Владимир Плотников хутшăннă, ачасемпе калаçу йĕркеленĕ.

«Учитель! Санăн яту умĕнче чĕркуçленсе ларма ирĕк парсамччĕ», — тесе çырнă Н.А.Некрасов «Медвежья охота» лирикăлла комедийĕнче. Çак йĕркесене вăл хăйĕн вĕрентекенĕ вырăнне хунă В.Г.Белинскине халалланă. Çак çунатлă йĕркесенче вĕрентекен пысăк авторитетлă, камăн та пулин аталанăвне витĕм кỹрекен, нумайăшĕншĕн тĕслĕх пулса тăракан тата хăй çулĕпе утма пулăшакан çын пулни те лайăх палăрать.

«Вĕрентекен» тенĕ сăмаха итлĕр-ха! Çак сăмах кашни çын ăс-тăнне кĕрет те ĕмĕрлĕхех унта юлать. Вĕрентекен профессийĕ — çĕр çинчи чи пархатарлă ĕç, мĕншĕн тесен вăл тăмран кĕлетке йăваласа тунă пек, хăйĕн аллипе ачан характерне, уйрăмлăхне, хăйне евĕрлĕхне туптать. Вăлах çемьепе пĕрле воспитани никĕсне хывма хутшăнать, ачан пуласлăхне калăпласа пурнăç уйне çул уçать. Педагог пĕлỹ никĕсне хывнипе çеç çырлахмасть, вăл ачан тавракурăмлăхĕн никĕсне те йĕркелет, ыранхи куншăн тăрăшать, çĕршывăн чăн патриочĕ пулма пулăшать.

Учитель ĕçĕ мĕн авалтанпах сумлă та пысăк хисепре пулнă. Кам-ха вăл чăн-чăн вĕрентекен? Вăл — ачасене юратакан, вĕсене ăнланакан, яланах пулăшу аллине тăсма тăрăшакан çын. Е тата урăхла çавăрттарсан, вĕрентекенĕн ачасемшĕн хăйĕн чĕрине пама яланах хатĕр пулмалла. «Ачасене чĕреме паратăп» каларăш вырăнлă кунта. Учитель профессийĕн пĕтĕм пĕлтерĕшĕ уççăн палăрса тăрать унра. Кашни урок ачасемшĕн тухăçлă пултăр тесен вара вĕрентекенĕн те ĕмĕр тăршшĕпех вĕренес пулать — пĕлỹ шайне ỹстернипе пĕрлех тавра курăмне те анлăлатсах пымалла унăн. Мĕнре курăнать çĕнĕлĕх? Паянхи пурнăç вĕçĕмсĕр улшăнса пырать. Анлă информаци уçлăхĕ, виртуаллă тĕнче. Çак тĕнчери хутшăнусем те çивĕч. Куçа курăнман хĕрỹ «вăрçă» пырать ку тĕнчере. Çитĕнекен ăрăвăн ăсĕпе чунĕшĕн пыракан «вăрçă». Малти линире шăпах вĕрентекенсем пулчĕç. Вĕсем ачасене çак информаци хирĕнче тĕрĕс çул суйласа илме пулăшаççĕ, хăйсене çĕнĕ тĕнчере мĕнле тытмаллине хăнăхтараççĕ.

Паянхи кун ачасенчен ырă çын тăвас тесе пĕтĕм вăй — халне шеллемесĕр, чунне парса ĕлекен педагог сахал мар-ха. Çакна нумайăшĕ тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хисеплĕ ятсем, Хисеп хучĕсем, грантсем илни те çирĕплетсе парать. Çĕнтерỹ çитĕнсе пыракан çамрăк ăрăва вĕрентсе тĕрĕс çул çине кăларас ĕçри яваплăха туйма, ăна ỹстерме хистет.

Пиртен нумайăшĕ Совет Союзĕ арканнă хыççăн аваллăха çаврăннă классикăлла вĕренĕвĕн пахалăхĕпе те тухăçлăн усă курать-ха. Раççей Федерацийĕн, Советсен çĕршывне малалла аталантаракан çĕршыв пулнă май, вĕренỹпе воспитани шайне тĕнчери лидерсен шайне илсе тухмалла. Кунта чи кирли — хамăр çула тупасси тата малта пыракан туртăмсене туйса илесси çеç мар, çыннăн «хăйнеевĕрлĕхне» палăртса йĕркелесси. Нумай япала ăруран ăрăва куçиччен кивелме пултарать. Çавăнпа та мĕн пур çĕнĕ ăру самана таппипе нумай енĕпе ылмашăнать. Çакна асра тытмалла, учительпе воспитателĕн никамран та ытларах çакна туйса «çĕнĕ» ачасем патне, хальхи вăхăтри «çĕнĕ модельсем» патне тимлĕх уйăрса вĕсемпе пĕр сăмах тупма пĕлмелле.

Учитель кунĕ çывхарнă май уяв ячĕпе саламласа вĕрентекенсене кашнинех сумлă та пархатарлă ĕçшĕн, ĕçе чунтан парăннăшăн, ырă кăмăллă пулнăшăн, тăрăшнăшăн, ăнланнăшăн тав сăмахĕ каласа малашнехи пурнăçра телейлĕ кун-çул та çирĕп сывлăх сунас килет.

В. МИХАЙЛОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: пĕрремĕш ретре: М.И. Шавкина — учитель, А.А. Петров, Л.В. Бакина, В.М. Плотников ветерансем, Р.А.Портнов — директор; иккĕмĕш ретре: А.И.Портнова вĕренекенсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code