Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сахал мар ĕç тунă

Сахал мар ĕç тунă

Кăçал «Экологи» наци проекчĕ вĕçленет. 5 çул хушшинчи тапхăрта вара сахал мар ĕç тума та ĕлкĕрнĕ.

Уйрăммăн илсен, «Атăла сыватасси»проект шайĕнче каяш тасатмалли 5 сооружени юсаса хута янă. Иртнĕ çул «Шыв объекчĕсене упраса хăварасси» проект хута кайнă. Вăл пулăшнипе Етĕрне хулинчи Сăр юхан шыв çул участокне 800 метр чухлĕ тасатнă, çапла майпа 2 пин ытла округ çыннин пурнăç пахалăхĕ лайăхланнă. Регионти «Таса çĕршыв» проект пулăшнипе 4 çỹп-çап полигонне рекультивациленĕ. Вĕсем Элĕк, Елчĕк округĕсенче, çавăн пекех Канаш тата Етĕрне хулисенче полигонсем вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра коммуналлă хытă каяшсене тирпейлекен комплекссем Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче ĕçлеççĕ. Вăрнар округĕнче — çỹп-çапа тирпейлекен лини. Хушма комплекссем Канаш, Патăрьел тата Муркаш тăрăхĕсенче ĕçлесе каймалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code