2018 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче «дача амнистийĕн» /куçман пурлăха çăмăллатнă йĕркепе регистрацилесси/ вăхăчĕ тухмаллаччĕ. Çĕнĕ саккун çурт-йĕре хута яма ирĕк паракан документсăрах патшалăх кадастр учетне тăратма май пачĕ. Маларах унсăр куçман пурлăха Росреестрта регистрацилемен. Çурт-йĕр хăй тĕллĕн тунăскер шутланнă. Унăн правине илес тесен суда çитме тивнĕ.
«Амнисти çурт-йĕр тума ирĕк илмелле маррине пĕлтермест. Çак документсăр кадастр инженерĕ çуртăн техника планне хатĕрлеймест. Алăра кивĕ техпаспорт пулсан ирĕк илни те кирлĕ мар», — палăртаççĕ Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнче. Уйрăм çурта кадастр учетне тăратма тата харпăрлăх правине регистрацилеме вырăнти нумай функциллĕ центра документсем тăратмалла. Çĕнĕ йĕркепе уйрăм çурт докуменчĕсене хатĕрлеме 350 тенкĕ анчах тÿлемелле.
Статистика çакна кăтартать: Чăваш Енре «дача амнистийĕпе» усă куракансен йышĕ çултан-çул чакса пырать. 2009 çулта 38642 куçман пурлăх правине регистрациленĕ, 2017 çулта — 4313. 2006 çултанпа çĕршывĕпе çĕнĕ йĕркепе 3,5 миллион уйрăм çуртпа 7 миллион ытла çĕр лаптăкне регистрациленĕ. Росреестр пĕлтернĕ тăрăх, Раççейри 1 миллион ытла çын унпа усă курайман. Çакна шута илсе кăçалхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Патшалăх Думинче «дача амнистине» 2020 çулччен тăсасси пирки саккун проектне пăхса тухнă, акцие тата икĕ çула тăсасшăн. Çавна май граждансем малашне те çăмăллатнă йĕркепе, хушма документсăр, куçман пурлăх правине регистрацилеме пултараççĕ. Енчен те амнистие малалла тăсмасан çурт-йĕре, çĕр лаптăкне патшалăх кадастр учетне тăратма, харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тума хушма документ — ирĕк пани — кирлĕ. Сăмахран, çурт-йĕре ирĕк илмесĕр тума тытăнсан та документ йĕркелемелле. Тĕрĕслев органĕ ирĕк памасан çурт хăй тĕллĕн çĕкленнĕскер шутланать. Ăна пăстарма, хуçине административлă явап тыттарма пултараççĕ.
Сăмах май, пĕрремĕш хут «дача амнистине» 2006 çулта йышăннă. Ун хыççăн ăна икĕ хутчен — 2010 тата 2015 çулсенче — тăснă.