Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă

Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă

Çамрăклах тăлăха юлнă, ялти хур кĕтỹçи пулнă ача çут çанталăкпа кăсăкланнă май, питĕ вĕренесшĕн çуннă. Тĕнчери нумай япала интереслентернĕ ăна, анчах пурнăç кукрисем час-часах хирĕçле пулса пынă. Пур пĕрех вăл, хура кунсене çĕнтерсе пырса, вĕренме ăнтăлнă. Акчел ялĕнче çуралса ỹснĕ, нумай çул конструктор-изобретатель пулса ĕçленĕ «вăрçă ачи» Алексей Иванович Кедров 90 çул тултарчĕ.

«Кашни çыннăн шăпине ачаранах çырса хунă пулĕ — унтан пăрăнма çук-тăр», — манăн статьян геройĕн ум сăмахĕ ку. Хула çынни Иван Николаевичпа Маргарита Васильевна Кедровсем патне килсе çỹрет. Пирĕн çемье, хăй вăхăтĕнче, Алексей Ивановичпа тата унăн ашшĕн аппăшĕпе Анна Осиповна Кедровăпа самай çывăх пулнă.

Çавăнпах эпĕ Алюш тетерен унăн пурнăçĕнчи тĕрлĕ самантсем çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме шутларăм. Март уйăхĕн пуçламăшĕнчи сивĕ юхăм пирĕн калаçăва хĕрỹлĕх кăна кĕртрĕ. Çапах та малтан чылай çул каяллахисене куç умне кăларни вырăнлă пулĕ.

Манăн Алюш тетепе пĕрремĕш тĕл пулу çапла пулса иртрĕ. Асанне вăл Канашран килнине пĕлнĕ те, мана ун патне шăтăк витрене юсаттарма парса ячĕ. Ĕçе пикеннĕ май хăй манран эпĕ миçемĕш класра тата мĕнле вĕреннине, тус-юлташсем çинчен ыйтса пĕлчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, инвентаре йĕркене кĕртрĕ те. Асанне кăмăллă. «Çак Алюшăн аллисем ылтăн çав, — терĕ вăл, — епле лайăх юсанă: пĕр тумлам шыв та юхмасть вĕт».

1956 çулта пулнăччĕ ку. Эпĕ 1-мĕш класс пĕтернĕччĕ. Унтанпа чылай çул хыçа юлчĕ. Алексей Иванович яла килмесĕр тăмасть-ха. Тĕл пулмассерен унăн чунне уçса каласа памалли яланах тупăнать, хамăн та ун çинчен ытларах пĕлес килет паллах.

— Володя, шанмастăн та пулĕ, эпĕ çĕр пỹртре пурăнса курнă, — малалла унăн шухăшĕсемпе паллаштаратăп. — Эпĕ 2 çул тултарсан анне — Мария Прокопьевна — ман хыççăнхи ачана çуратсан чире кайса вилнĕ. Икĕ уйăхран Гена та, çапла ят панă ăна, амăшĕн сĕтне çиеймесĕрех, пурнăçран уйрăлнă.

1941 çулта аттене, Иван Осиповича, вăрçа илсе кайрĕç. 1943 çулхи июль уйăхĕнче хыпарсăр çухални çинчен пĕлтĕмĕр. Çапла вара эпир тăватă пĕр тăван — 16 çулхи Николай, 14-ри Аркадий, 10 çулхи Василий тата эпĕ, 7 çулхискер, сĕм тăлăха тăрса юлтăмăр.

Аттен аппăшĕ, Анна аппа — качча тухман хĕрарăмччĕ. Вăл пире тăлăх ачасен çуртне ямарĕ, хăй хỹттине илчĕ. Пирĕнпе тĕп килĕнчен уйрăлса тухса Çĕнĕ касри Трофим Егорович Московский пурăннă пушă вырăна килсе пурăнма пуçлать. Малтан эпир çĕр пỹртре пурăнтăмăр, унтан, тăмпа улăм хутăштарса тунă кирпĕч çапнă хыççăн, çурт купаларăмăр. Ун чухне пĕтĕм арçын ĕçĕ Николай тете çинче пулнă ĕнтĕ. 1944 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче ăна, 17 тултаричченех, вăрçа илсе кайрĕç. Ун чухне эпĕ 1-мĕш класа кайма, ял халăхĕн хур кĕтĕвне пăхма пуçларăм. Кăнтăрла мана апат та пырса паратчĕç. Улăха Сталин поселокĕнчен (халĕ вăл Елчĕк ялне кĕрекен Титов урамĕ) пĕр хĕрарăм тăтăшах çỹреме пуçларĕ, ман валли çăкăрпа какай илсе килетчĕ. Эпĕ тăлăх пулнине пĕлнĕ пуль çав: хăйĕн патне пурăнма куçма сĕнчĕ. Пĕр çĕр каçрăм унта, чăнах та. «Малашне Анна аппа куçĕнчен мĕнле пăхмалла?» — ыйту канăç паманран урăх каймарăм вара.

Акчелĕнчи пуçламăш шкулти 4-мĕш класра, Патреккелĕнчи çичĕ çул вĕренмелли 6-мĕш класра эпĕ икшер çул ларнă вĕт. Начар вĕреннипе мар, шкула каймасăр ыттисенчен вĕренỹре юлса пынăшăн. Çав çулсене аса илсен манăн халĕ те кăмăл хуçăлать. Пирĕн килте мана валли шкула кайма атă-пушмак та, тумтир те пулман. Анна аппа кунĕн-çĕрĕн лаша витинче конюхра тăрăшатчĕ, апла пулин те пурнăçа сыпăнтарса, хуçалăха тытса пыма питĕ йывăр пулнă. Эпĕ çакна ăнланман мар. Ирхине ачасем шкула кайнине вăрттăн пăхса тăраттăм. Хам сисмесĕрех куççуль юхса анатчĕ пит тăрăх.

Çапла, темĕнле йывăр пулсан та 1953 çулта Алексей Кедров Патреккелĕнчи 7 çул вĕренмелли шкула пĕтерет, çав çулхинех Канашри чугун çул училищине вĕренме кĕрет. Ун хыççăн икĕ çул вакунсем юсакан заводра тимĕрçĕре тăрăшать.

1957 çулта салтака кайма ят тухать. Иваново хулинче кĕçĕн авиаци специалисчĕсене хатĕрлекен шкулта çар специальноçне алла илет. Унти тапхăра Алюш тете хавхаланса каласа панăччĕ. Ара, вăл, ял ачи, ПО-2 санитари самолечĕ Акчел улăхне анса ларнине нумай хутчен курнă-ха. Больница ĕçĕпе çыхăннă Шупашкартан вĕçсе килнĕ сывлăш транспортне курас тесе ял халăхĕ те нумаййăн пуçтарăннă ун чухне. Çарта вара кунтан хăватлисем пулнă. Алексей Кедров вĕсене вĕçеве хатĕрлекен ăста специалист пулса тăрать.

— Çарта виçĕ çул службăра тăнă май, — аса илет вăл, — манăн самолетсем патне пĕтĕмĕшле туртăм кăна мар, вĕсен кăткăс узелĕсемпе, пайĕсемпе аппаланас интерес те çуралчĕ.Çавăнпах-и, 1960 çулта çартан таврăнсан вăл Шупашкарти электромеханика заводне ĕçлеме вырнаçать. Çав хушăрах 12-мĕш шкулăн каçхи уйрăмĕнче вĕренсе вăтам пĕлỹ илет. 1965 çулта электромеханика техникумне пĕтерсе слесарь-техник инструментальщик пулса тăрать.

1965-1974 çулсенче вăл — машинăсем тăвакан заводăн 3-мĕш категориллĕ конструктор-инструментальщикĕ пулса тăрăшать. Тĕп ĕçрен пушă вăхăтра хăйĕн ĕçĕпе çыхăннă литературăпа паллашассине мала хурать, уйрăмах металран тунă детальсене пысăк пахалăхпа тата питĕ тĕрĕс виçесемпе тăвассипе тимлеме пуçлать. Производствăри тăрăшулăхпа пуçарулăх ăна 1974 çулта «Элара» производство пĕрлешĕвне илсе çитерет. Унти коллективра 22 çул ĕçленине хăй те сиссе юлайман.

Пултаруллă рабочи вара питĕ кирлĕ специалист пулнă ĕнтĕ. Пĕррехинче ун патне хулари куç поликлиникинчен пĕр тухтăр пулăшу ыйтма килет: куçа лартмалли линзăсене юстировка (заводра кăларнă линзăна тỹрлетсе çĕнетесси) тумалла иккен. Хăйне кура кăткăс ĕç. Шухăша ярать ку арçынна. Вара сĕтел çине лартмалли пĕчĕк токарь станокĕпе усă курса дефектлă линзăна йĕркене кĕртет.

Тепĕр тĕслĕх. Электронлă приборсем валли пичетлемелли платăсем çине радиоэлементсем вырнаçтарасси çăмăл мар. «Эларăра» Алексей Иванович ĕçлемен мар-ха ку енĕпе, анчах радиоэлементсене плата çине питĕ тĕрĕс, тĕплĕ шăратса çыпăçтармалла. Асăннă операцире те вăл хăйне евĕрлĕ технологи шутласа кăларать. Çав вăхăтрах çак ĕçе автоматизацилеме те май тупать.

«Пурнăç конструктора çĕнĕ технологисем, меслетсем шыраса тупма хистет. Çаксене шута илмесен унăн ĕçĕ пĕрре те курăмлă мар», — тет ялтан тухнă маçтăр.

Алексей Кедров тивĕçлĕ канăва тухсан тата вунă çул, 2006 çулччен, ĕç биографине тăснă: тĕп хулари РФ статистикин уйрăмĕнче специалист пулса тăрăшнă. Ĕç ветеранĕ ун чухне «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне активлă хутшăннăшăн» медале (2003) те тивĕçнĕ. 1970 çулхи ВДНХ участникĕ те вăл. «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» (1979), «Вуннăмĕш пилĕк çуллăх ударникĕ» (1981) знакĕсем те унăн пархатарлă ĕçĕсен хаклавĕсем. СССР Авиаци промышленноçĕн министерстви наградăланă «Пахалăх отличникĕ» паллă (1980) уншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Тăхăр теçеткене çитнĕ мучи халĕ те ĕçсĕр лармасть. Килти сварка ĕçĕсене, мотоблокпа çĕре сухалассине, çĕр улми лартасси-кăларассине, курăк çулассине хăех пурнăçлать.

Алексей Ивановичпа Вера Аристарховна икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Пĕлтĕр, питĕ шел, мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Алюш тете халĕ пĕр хĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнать.

Ентешĕмĕре тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле сумлă юбилей ячĕпе саламлас килет, сывлăх ан хавшатăр, ватлăх канлĕхре ирттĕр, мал ĕмĕтлĕх ан сỹнтĕр.

Владимир МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code