Ачалăхра пиртен кашниех кам кăна пулма ĕмĕтленмен-ши? Ку тĕлĕшпе, нумай тĕслĕхре, пурнăç хăйĕн тỹрлетĕвне кĕртет.

Оксана Воробьевăна та тĕрлĕ тапхăрта тĕрлĕ професси илĕртнĕ — шухăшсен вылянчăкĕ анлă пулнă. Пуçласа шкула кайсан пĕрремĕш вĕрентекенне курнă та, пуласлăхра ун пек пулас килнĕ. Çĕнĕ хутшăну. Вĕрентекенĕн тыткаларăшĕ, тумĕ. Тĕплĕ ăнлантарăвĕ. Хĕр ача хăйне асамлăхра туйнă ун умĕнче.
Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне Елчĕкри больницăра ача-пăча уйрăмĕнче сипленме тивнĕ те, халĕ ĕнтĕ шухăш-кăмăлта кунти çепĕç те ырă кăмăллă медицина ĕçченĕсен профессийĕ çиеле тухнă. Тепĕр икĕ çултан, чăн та, тантăшĕсемпе пĕрле Канашри медицина училищине çул тытать. Анчах — ăнманлăх: малтан биологипе экзамен тытмаллискер, йăнăшса урăх аудиторие вырăс чĕлхипе сочинени çырма çитсе тăрать, биологие вара аса илсе тишкерме те ĕлкĕреймен-ха. Хатĕрленỹ курсĕнчех ку професси уншăн çывăх мар иккенне ăнланнăскер, списокра хăйĕн хушамачĕ çуккине курсан савăнать анчах, тулли кăмăлпа каялла килне таврăнать, шкулти вĕренĕве тăрăшса малалла тăсать — Лаш Таяпари вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕçлет. «Шкулта вĕреннĕ чухне манăн пĕр килĕшмен вĕрентекен те çукчĕ. Пурне те чăннипех юрататтăмччĕ вĕсене. Ăнланман темăна тепĕр хут ыйтма ỹркенместĕмччĕ: хаваспах уçăмлатса паратчĕç. Уйрăмах класс ертỹçисем пулнă В.П.Андреева, З.Ф.Попова çывăхчĕ. Пысăк тав вĕсене пурне те яланах пулăшса, хавхалантарса пынăшăн», — пĕлтерет ĕçтеш.
Хыçра — 11 çулхи вĕренỹ ишевĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, астăватпăр ĕнтĕ, юрист профессийĕ «модăраччĕ». Ĕнерхи вĕренекене те çак професси илĕртнĕ, унăн адвокат пулас килнĕ, анчах аслă пĕлĕшĕ унта конкурс питĕ пысăк пулассине тата ытти сăлтавсене те пĕлтернĕ хыççăн вăл тĕллеве пăрахăçлать. «Тантăш» хаçатра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистика факультечĕ уçăласса, çавна май калем ăстисен конкурсне йĕркелени, çĕнтерỹçĕсене вара вĕренме кĕнĕ чух çăмăллăх парасси çинчен вуласа пĕлтĕм шăпах çак тапхăрта, — каласа парать Оксана. — Тỹрех темиçе çул каялла кăмăл туртнипе «Хатĕр пул» журнала, «Тантăш» хаçата темиçе заметка çырса янине, вĕсенчен хăшĕсене пичетленине аса илтĕм, алла ручка тытса çырма лартăм. Çут çанталăка упрас темăпа çыхăннă тĕрленчĕке калăплама хамăн пурнăçри пулăмсемпе усă куртăм.
Часах çĕнтерỹçĕсем хушшинче хушамата курсан тĕлĕнтĕм те, савăнтăм та: журналистика факультетне вĕренме каяс шухăш тата та çирĕпленчĕ».
Çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ 1-мĕш курс студентки çунат хушнăн вĕренỹ процесне пуçăннă, обществăлла ĕçсенче пуçарулăх кăтартнă. Тĕп вырăнта — çыру ĕçĕ.
Пĕрремĕш курс хыççăнхи практикăна вăл урăх тĕлте мар, тăван «Колхоз ялавĕ» (халĕ — «Елчĕк ен») хаçатра ирттерет. Кунта ял хуçалăхĕпе экономика пайĕн заведующийĕ Светлана Архипова ăна редакци ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕ паллаштарать, ăсталăхне туптас тĕлĕшпе тăтăшах тĕрлĕ темăпа статьясем çырма явăçтарать (сăмах май, практика вăхăтĕнче пуçланнă туслăх вĕсен халĕ те пырать). Тăван ялĕн хирĕсенче, выльăх-чĕрлĕх фермисенче пулса репортаж, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе рейда çỹресе статьясем хатĕрлени халĕ те асра иккенне палăртать вăл.
— Хам тĕллĕн те хама кăсăклантаракан темăпа çырма тăрăшаттăмччĕ. Ача чухне Елчĕкри Йăла çуртне сăн ỹкерĕнме, сехет е атă-пушмак юсаттарма çỹренĕрен унта яланах çын нумай пулнине кураттăм. Хаçата практикăна килнĕ çул вара пачах урăхла лару-тăру. Хуçасăр çурта аса илтерчĕ вăл мана, — иртнине мала кăларать Оксана Николаевна. — Çакна уçăмлатас тĕллевпе маларах планламан пулсан та Йăла çуртне çитрĕм. Унта пуху пырать иккен: ертỹçĕне суйлама пухăннă. Пухăвĕ питĕ хĕрỹ иртрĕ, статйи те критикăлларах пулчĕ. Директора суйланнă Валерий Кудряшов хаçат тухнă хыççăн редакцие кĕрсе: «Маттур, лайăх, тĕрĕс çырнă», — тесе каласа хăварни вара хавхалантарчĕ (маларах Валерий Александрович хăй те 5 çул хаçатра ĕçленĕ. -ред.).
…Шăпа çавăн пек килсе тухнă: Оксана Энтепе ялĕнче çуралнă, Çĕнĕ Эйпеçре ỹссе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшне 19 çулта, студент чухнех çухатнăскер, аслă шкул пĕтерсен, ял пурнăçне юратнă пулсан та, хуларах юлма шутлать. Хваттер арендăна илсе пурăнма та сахал мар тỹлес пулать, эппин, пурнăçа йỹнеçтерсе пыма укçа-тенкĕ ыйтăвĕ малти вырăна тухать. Специальноçпа тупнă вырăна ĕçе кĕмесĕр, вăл вĕренсе пĕтернĕ 1999 çулта уçăлнă «МТВ-Центр» суту-илỹ комплексне вырнаçать. Строительство материалĕсем сутассипе яваплă пулать. Виçĕ çул хушшинче хăш сăрă-эмальпе ăçта, мĕнле усă курмаллине пĕтĕмпех пĕлсе çитет. Халĕ те маçтăр ку енĕпе.
2004 çулта, ку вăхăтра вăл çемьеллĕ ĕнтĕ (мăшăрĕ Мускавра ĕçлет), декрет отпускĕнче Елчĕке, упăшкин килне, пурăнма килет. Часах йĕкĕреш тĕпренчĕксене алла илеççĕ: Дианăна тата Даниила. Халĕ вĕсем 22-ре ĕнтĕ. Хăйсен çемйисем. Ксения кинĕ çулталăк каялла мăнук парнеленĕ. Лиза асламăшне ялан хавас, утьăкка тутарасшăн тапаçланать. Йĕкĕреш шкул çулĕсенче спортра пиçĕхнĕ. Диана çăмăл атлетикăра, Даниил штанга йăтассинче. Арçын ача 1-мĕш разряд нормативне те тултарнă. Хăйсем юратса суйласа илнĕ профессисемпе кăмăллă вĕсем. Ывăлĕ — газоэлектросварщик, хĕрĕ — стоматологи медсестри пулса ĕçлеççĕ. Шупашкар хулинче тĕпленнĕ.
Пепкесем çуралсан ялтах юлма кăмăл тунă Оксана Иванова Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи штатра тăман службине килĕшỹпе 2006 çулхи ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерсе ярас енĕпе ĕçлекен экономиста вырнаçать, 2007-2008 çулсенче тĕп вулавăшра библиотекарь-бибтехнологра, комплектовани уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлет. 2008 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчен — «Елчĕк ен» хаçат сотрудникĕ. Хаçатăн çав вăхăтри тĕп редакторĕ Николай Алексеев библиотекăна пырса корректор ĕçне пурнăçлама чĕнсен вăл пĕр шутласа тăмасăр килĕшнĕ, чуна çывăх ĕç хăй патнех туртнă. Каяллахине тишкернĕ май Николай Васильевич унăн ĕçне пысăка хурса хаклать. Çак вăхăт Оксана Николаевнăн аса илĕвĕнче çапла вырнаçнă: «Корректор ĕçне питĕ çăмăл ĕç пек шутлаттăм. Çук çав, малтанлăха час-час словарь çине пăхаттăм: «йăл кулă, тыр-пул, тĕш тырă» евĕр сăмахсем дефиспа е уйрăм, «менелник» çемçелĕх паллипе мар-ши…тата ытти те. Халĕ кулăшла та пек. (Сăмах май, хăшĕ-пĕри хăйсем хаçата çырса килнĕ саламсенче Елчĕк, Патреккел сăмахсенче çемçелĕх палли лартать, тăван ялĕсем пулсан та). Тата эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче ТВ-программăна та урăх хаçат çинчен электронлă набор операторĕсем хăйсем пуçтаратчĕç, ăна дежурнăйпа сасăпа вуласа ларса вăхăт нумай иртетчĕ. Журналистсем алăпа çырнă статьясене те вĕсемех пичетлесе панă: кунта вара васкаса çырнă почеркри пĕр сас паллине ан уйăр кăна — йăнăш пулатех, питĕ тимлĕ пулмаллаччĕ пурин те».
Паянхи кун ку енĕпе, паллах, çăмăлрах: журналистсем текстсене хăйсем çапаççĕ, ТВ-программа хатĕррине ярса параççĕ. Хăйне уйрăм корректор, электронла набор оператор должноçĕсем те çук. Çулталăка яхăн ĕçлесенех кассир должноçне чакарнăран унăн тивĕçне Оксана Николаевна çине çирĕплетнĕ — ĕçне пĕрех пурнăçламалла-çке. Пуçланнă вара: касса, счет-фактурăсем, актсем, накладнойсем, ĕç укçине те ун чух банка кайса илсе килсе алăран панă…
Çак ĕçсенех пурнăçласа пынă пулсан та, те министерство ячĕ улшăнса пынипе, унăн должноçĕ те çĕнĕ ятсене куçса пынă: реклама енĕпе ĕçлекен редактор, кăларăм редакторĕ, халĕ — редактор-консультант. Оксана Николаевнан 2-56-50 телефон номерĕ ялан шăнкăртатать. Кĕсьери те тăтăш алăра. Редакцие килекенсем те сахаллăн мар. Çын пурнăçĕнче нумай паллă пулăм. Юбилей е çуралнă кун, çемье çавăрни е пепке çут тĕнчене килни, награда илни… Пиртен кашниех вĕсене нумайлăха асра хăварма ĕмĕтленет, паллах, ыттинчен тимлĕх кĕтет. Çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ саламламалли хыпарсем хаçат страницисенче кашни номертех тухаççĕ. Вĕсене йĕркелесе пыраканĕ — Оксана Иванова. Каçхине те, канмалли кунсенче те, отпускра та шăнкăравлаççĕ ун патне. Кỹренесси çук унăн, пурин шухăш-кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшать. Тĕплĕхе хăнăхнă та, иккĕленỹ, хушмалли пулсан — шăнкăравласа ыйтса пĕлме ỹркенмест. Унăн пỹлĕмĕнчен кашниех тулли хавхаланупа тухни — ĕç пахалăхĕн тỹпи. Савăнăçа та, хурлăха та пĕрле пайлать, килен-каянăн шухăш-кăмăлне ырă енне çавăрма пултарать. Оксана Николаевна корректор ĕçне те çаплах пурнăçлать. Ĕнтĕ словарь кирлĕ мар ăна — кашни сăмаха «витĕр» пĕлет. Хаçата материалсем çырма вăхăчĕ çукрах унăн, çапах та иртнĕ çул журналистсемпе пĕрле вăл та Цифра министерстви йĕркеленĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне хутшăнса пăхас терĕ те — çĕнтерчĕ. «Сывлăх — чи пысăк пуянлăх» темăпа уйăхсерен пĕр страница çурăлăх 7 кăларăм калăпласа пычĕ. Авторăн чĕлхи сĕтеклĕ, сăмахсен çаврăнăшĕ витĕмлĕ. Пĕтĕмлетỹ: Оксана Николаевна рекламăпа ĕçлекен çеç мар, журналист та. Ку енĕпе утăмсене хăюллатма кăна сĕнес килет.
Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине, Патшалăх Канашĕн Тавне тивĕçнĕ хаçатçă — иртнĕ çултан Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ те: 2006 çултан пуçласа, черетлĕ отпусксене çав вăхăтсене ятарласа илсе, Пĕтĕм Раççейри халăх тата ял хуçалăх çыравĕсене пурне те хутшăннă вăл, хастарлăхне çирĕплетекен паллă тата 20 çул ĕç стажĕ пулнипе панă çак ята.
«Пушă вăхăтра мĕнпе кăсăкланатăн?» — ыйту çине ĕçтешĕн хуравĕ çапла пулчĕ:
— Ача чухне эпĕ питĕ вулама юрататтăм, ялти библиотекăран, вăл икĕ кил урлă анчахчĕ, тухма та пĕлмен пуль, «Хура çăкăр», «Ĕмĕр сакки сарлака» кĕнекесене кĕçĕн классенчех вуласа тухнă. Çыхма, çемçе теттесем касса кăларса çĕлеме кăмăллаттăм. Паянхи кун пỹлĕмри чечексемпе, анчах чечек çураканнисемпе мар, драцена, юкка, фикус… евĕрлисемпе кăсăкланатăп. Килти чĕр чунсене юрататăп: ачасем килте пурăннă чухне пирĕн пулăсем, попугайсем, арлан, тимĕр шапа, кушак ами-аçипе пĕрле 4-5 кушак çури таран пурăнатчĕç, хальхи вăхăтра пỹртре кушак аçи Блэйд, мопс ăратри йытă Баффи, картишĕнче Джек овчарка кăмăла уçаççĕ, тунсăхлама памаççĕ.
— Вулакансене мĕн каланă пулăттăн?
— Манăн чи малтан хамăн ĕçпе çыхăннă информаципе паллаштарас килет: салам хаçатра пичетлеме уйрăм çынсен сăн ỹкерчĕксĕр 1000 тенкĕ, сăн ỹкерчĕкпе1100 тенкĕ тăрать, хурланнине пĕлтерни, тав туни — 900 (1000) тенкĕ, пĕчĕк пĕлтерỹсем — 450-500 тенкĕ (йĕрке шутĕнчен килет) — шăпах çак ыйтусемпе кăсăкланаççĕ час-час шăнкăравласа вĕсем.
Тата, паллах, тăван чăваш чĕлхипе ятарласа хамăр округра тухса тăракан хаçата çырăнма, вулама сĕнес килет.
Сăнĕпе илĕртỹллĕ ĕçтешĕмĕр чунĕпе те таса, уçă кăмăллă. Çынна сăмахпа «çиесси» уншăн ют. Сăпайлăха, лăпкăлăха мала хурать. Утас çулăн çур ĕмĕрне хыçа хăварнă пулин те, вашаватлăхĕ иксĕлми. Ăнăçусем ăна!
Николай МАЛЫШКИН.
Елчĕк ялĕ.

