Юнашар ялта, пĕр шкулта, пĕр класра вĕренсе ÿссе çитĕнчĕç Кольăпа Тая. Алла аттестат илнĕ хыççăнах вунçиччĕри хĕр Пăвари педагогика училищине вĕренме кĕчĕ. Каччă та малтанах çак хулара шофера вĕренчĕ. Тĕрлĕ маркăллă автомашинăпа çÿреме ирĕк паракан документа алла илсен çур çултанах Совет Çарне кайма повестка пачĕç ăна. Коля икĕ çул салтак тумĕпе пулнă вăхăтра Тая хăй вĕреннĕ шкулах ĕçлеме килчĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен учительницăн профессине мĕн ачаран килĕштеретчĕ вăл. Коля салтак шинельне хывнă хыççăнах нумай та вăхăт иртмерĕ, мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕриншĕн хĕрÿллĕ çулăмпа çуннă хĕрпе каччă çемье çавăрчĕç.
Çамрăк мăшăр шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса пурăнатчĕ. Тем амакĕ пулчĕ Кольăна — эрех енне туртăнма пуçларĕ. Пĕрле ĕçлекен юлташĕсем «симĕс шĕвеке» аяккинелле тĕртсе ямаççĕ те, вĕсемпе çÿресех туслашрĕ пулĕ эрехпе.
Пĕр каçхине Тая упăшкине çие юлнине пĕлтерчĕ. Те арăмĕн сăмахĕсем, те ача пуласси савăнтарчĕ арçынна, пĕлместĕп, çапах та Кольăна ун хыççăн ÿсĕр çапкаланса çÿренине асăрхаман.
Пĕрлешнĕренпе виçĕ çул çитнĕ вăхăта Тая йĕкĕреш ача амăшĕ пулса тăчĕ. Мĕнле пысăк телей, унтан пысăк савăнăç та çук тейĕн мăшăрăн. Тинех пурнăçланнă çунатлантарса тăнă ĕмĕт.
Пĕчĕкскерсене ашшĕпе амăшĕ çав тери юратса пăхаççĕ. Тĕпренчĕкĕсемшĕн савăнса-и, Коля ĕç хыççăн та унта-кунта тытăнса тăмасть, тÿрех килне васкать. Инçе рейса кайсан тĕрлĕ тĕслĕ теттесемсĕр, тутлă апат-çимĕçсĕр таврăнмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ калаçма-кулма тытăннă йĕкĕрешсем ашшĕ килессе куç пек кĕтеççĕ.
Ывăлĕсем иккĕ тултарсан Тая ача садне ĕçлеме вырнаçрĕ. Ачисене яслине вырнаçтарас тесе кĕчĕ вăл унта.
Чылай чухне: «Ачасене хамăнах пăхса ÿстерес, воспитани, пехил парасчĕ», — тетчĕ Тая. Çук, шăпа пÿрмерĕ ăна хăйĕн тĕпренчĕкĕсене пăхса ÿстерме…
Ачисем шкул тĕнчине пĕрремĕш утăм тунă çул пысăк инкек сиксе тухрĕ çемьере. Халĕччен сывлăхĕ хавшанине е мĕн те пулин ыратнине шарламастчĕ Тая. Пĕррехинче пуç ыратнине чăтайманран поликлиникăна çул тытрĕ. Районти врачсем хулари больницăна кайма направлени пачĕç. Килте ĕç-пуç нумаййине пăхмасăр унта сипленме тухса кайрĕ çамрăк хĕрарăм. Уйăх та выртмарĕ сыватмăшра: унăн виллине илсе таврăнчĕç.
Амăшĕ çумĕнче телейпе çиçекен йĕкĕрешсем тăлăха тăрса юлчĕç. Арçын, хуйхă пусарас тесе-ши, каллех эрех ĕçме пуçларĕ. Пĕччен пурăнма йывăррине курса тăванĕсем Кольăна кÿршĕ ялти качча каймасăр ача çуратнă çамрăк хĕрарăма тупса пачĕç. Çĕнĕ çемье йĕркеллĕ пурăнса каясса шанатчĕç тăванĕсем. Ара, хĕрарăмĕ те нуша курнăн туйăнатчĕ /пĕччен ача ÿстересси çăмăл мар-çке/, Сашăпа Витьăна та, тăван мар пулсан та, пăхакан, йăпатакан кирлех.
Акă килте çĕнĕ анне, çĕнĕ йĕрке. Çамрăк амăшĕн кăкăр ачи пулнă май Сашăпа Витьăн чи малтанах кушакпа, йыттипе сывпуллашма тиврĕ. «Ман ачана чир-чĕр ертекенсем вĕсем, кил-çуртра текех вĕсен ура йĕрри ан пултăр», — пулчĕç хваттере кил хуçи хĕрарăмĕ пулса кĕнĕ çыннăн пĕрремĕш сăмахĕсем.
Йĕкĕрешсем хăйсен пĕчĕк тусĕсене килĕнчех хăварма тилмĕрсе ыйтни, вĕсене амăшĕ парнеленине пĕлтерни те çĕнĕ амăшĕн кăра çилне пусармарĕ. Каçхине ашшĕ ĕçрен килсен арçын ачасем амăшĕн парнине урама кăларса янине пĕлтерчĕç. Анчах ашшĕ те вĕсен хÿттине кĕмерĕ. «Пĕчĕк Славик чирлес пулсан эсир пăхмастăр вĕт. Итлĕр çĕнĕ аннĕр сăмахне», — терĕ вăл çиллессĕн.
Тепрехинче Сашăпа Витя çывăрмалли пÿлĕмре сăн ÿкерчĕксем пăхса ларатчĕç. Акă вĕсем амăшĕпе юнашар, цирка кайсан ÿкерттернĕччĕ. Виççĕшĕн пит-куçĕ те савăнăçпа тулнă. Епле телейлĕччĕ вĕсем ун чухне…
Çав вăхăтра пÿлĕме ача йăтнă Надя кĕрсе тăчĕ ?анне тесе чĕнес килмест ăна ачасен/. «Мĕн тустаратăр; Пар, çунтарса ярам кусене, ан пулччăр тек килте», — терĕ те çамрăк амăшĕ ачасен аллинчи сăн ÿкерчĕксене туртса илчĕ.
— Пирĕн анне вăл. Пар каялла. Ан çунтар, — куççульпе йăлăнчĕç йĕкĕрешсем Надьăн аллинчен уртăнса.
— А-а, эсир мана хирĕç тăма-и; Кĕрсе выртăр халех, атту пиçиххи лекет сире, сăмса шывĕсене, — урса кайрĕ амаçури амăшĕ.
Çук, каллех хăлхана чикмерĕ хĕрарăм ачасем ыйтнине.
…Кĕрхи çумăр кунĕн-çĕрĕн пĕр чарăнмасăр лÿшкеме пуçларĕ. Çапах та ачасем кăшт хĕвел курăнсанах урама выляма тухаççĕ. Сашăпа Витя та çывăхри шкул стадионне тухса утрĕç. Киле таврăннă чухне тăваттăри-пиллĕкри хĕр ача пылчăк ăшне путнине асăрхарĕç. Атти хывăнса юлнă иккен унăн, çавăнпа та пĕр вырăнта йĕрсе тăрать. Амăшĕ Сашăпа Витьăна инкеке лекнĕ чĕр чуна е хăйсенчен пĕчĕкреххисене яланах пулăшма вĕрентнĕ. Иккĕшĕ те хĕрпĕрчине пулăшма васкарĕç, хăйсем те вараланчĕç.
— Ăçта çапкаланса çÿрерĕр, моçкăсем! — ачасене пит-куçĕнчен çупа-çупа ячĕ амаçури амăшĕ. — Эпĕ сирĕн вараланчăкăрсене çуса тасатма килмен. Халех çуса хурăр шăлаварăрсемпе аттăрсене!
Лешсем ним сăмах чĕнмесĕр картишне тухрĕç. Куççульпе йĕрсен те шеллес çук вĕсене ашшĕн арăмĕ. Кăмăлĕ çемçелессе кĕтме çук — пушшех урса каять. Çавăнпа та шăлне çыртаççĕ тăлăхскерсем.
«Выçă мар-и эсир, ачамсем, ларса çийĕр-ха», — тесе ăшшăн каланине илтмен çак çулталăк тăршшĕнче. Çавăнпах чылай чухне пĕртăвансем выçăллах выртса çывăраççĕ. Малтанах хăйсен нуши-тертне ашшĕне калатчĕç. Пĕр каçхине ывăлĕсем майлă пулса хытах вăрçнăччĕ Коля çамрăк арăмне.
— Ачашласа ÿстермелле мар. Хăв пăсан, — тенĕччĕ ун чухне çĕнĕ «анне» хытă кăшкăрашса.
Ашшĕне элеклесе каласа панă хыççăн тепĕр кунне нихçан манмалла мар хытă çупкă лекнĕччĕ Сашăпа Витьăна. Патакпа çапнă хыççăн юлнă çурăм çинчи йĕрсем икĕ эрнерен çеç иртсе кайрĕç.
…Лараççĕ мĕскĕннĕн иккĕшĕ тĕттĕм пÿлĕмре. Ашшĕпе амаçури амăшĕ çывăраççĕ пулĕ. Çутă çук вĕсен пÿлĕмĕнче. Сашăпа Витьăн вара ыйхă килмест. Хĕрарăм çурса пăрахнă сăн ÿкерчĕксен пайĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн пуçтарса çыпăçтарнă амăшĕн сăнне тинкереççĕ вĕсем ?урамри юпа çинчи çутă пÿлĕме самаях çутатать/. Чунĕсем хыта пуçланă пулин те, йĕкĕрешсен амăшĕн сăнне пăхнăçемĕн куççулĕ шăпăртатать: «Эх, аннеçĕм, мĕншĕн вăхăтсăр уйрăлса кайрăн-ши эсĕ; Мĕншĕн пире тăлăха тăратса хăвартăн;»
Çапла, чунĕсем хурланаççĕ, йĕреççĕ ывăлсен. Вĕсен те юратнă амăшĕн чĕрçи çинче ларса ачашланас-ăшăнас килет. Анчах кам ăшă туйăм парнелĕ вĕсене;
Валентина КИРИЛЛОВА.