«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра юлашки гектарсем çинче кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ.
Кăçал хуçалăхра кукуруза питĕ те ăнса пулнă. 126 гектар çинчи «уй-хир пикине» вырнă çĕрте «Дон-680» комбайнсемпе В.Капламовпа А.Никифоров механизаторсем ĕçленĕ. Симĕс массăна Н.А.Головин, Н.М.Головин, А.Васильев, А.Хардов, С.Пыркин водительсем, В.Трофимов, Н.Мазюкин, Н.Васильев, Л.Сусметов трактористсем уй-хиртен траншейăна турттарнă.
Л.Головинпа О.Зайцев трактористсем Т-150 тракторсемпе силоса пусăрăнтарнă çĕрте тăрăшнă. Харсăр механизаторсен çаврăнăçулăхне пула хуçалăхра силоса кĕске срокра, пысăк пахалăхпа хывса хăварнă.