Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1073)

Кивĕ сăн ỹкерчĕк аса илтерет

1935 çулта тунă çак сăн ỹкерчĕкре Чăваш Республикинчи малта пыракан ял хуçалăх ĕçченĕсене куратпăр, вĕсем хушшинче пирĕн район çыннисем те пур. Иккĕмĕш ретре тăракансем хушшинче: сулахайран иккĕмĕшĕ - Емельян Никитич Чернов, сылтăмран тăваттăмĕшĕ - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Деомид Павлович Павлов, пиллĕкмĕшĕ - Максим Стахеевич Стахеев. Вĕсем виççĕшĕ те

Подробнее

Тỹрĕ чунлă, вĕри юнлă

Çак сăмахсене тивĕçет Патреккелте çуралса ỹснĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕ Петр Николаевич Теплов, темиçе уйăх каялла тăхăрвун пиллĕкмĕш çул пуçтарма тытăннăскер. Çур ĕмĕр каялла, 1962 çулхи пуш уйăхĕнче пулчĕ ку. Ун чухне пĕр вăхăт (виçĕ çул патнелле) Патăрьелĕнчи ял хуçалăх производство управленийĕн парткомне пăхăнса тăнă Елчĕк тăрăхĕнчи коммунистсен конференцийĕ иртнĕ кăначчĕ

Подробнее

«Чунăм манăн, Елчĕк ен»

Районăн 90 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленнĕ кунсенче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче тата историпе тăван тавралăх музейĕнче çутă кỹлĕ хĕрринче - Çуткỹл ялĕнче çуралнă, кунти тăван тавралăхăн ытарайми илемне мĕн ачаран ăша хывса çитĕннĕ ỹнер ăстин Василий Софронович Васильевăн "Чунăм манăн, Елчĕк ен" куравĕ уçăлчĕ. Кун-çул шăпи ăна çак çулсем тăршшĕпех

Подробнее

Истори фестивалĕнче

Районăн сумлă юбилейне вĕренỹ учрежденийĕсем тĕплĕ хатĕрленнине Елчĕкри культура çуртĕнче иртнĕ "Елчĕк районĕ: иртнĕ тата хальхи вăхăт страницисем" истори фестивалĕ яр уççăн кăтартса пачĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, шкул ертỹçисем, район çыннисем йышлăн хутшăнчĕç. Фестиваль Раççей, Чăваш Ен, Елчĕк

Подробнее

Ĕмĕр асăнмалăх

Мария Вастулова, нумай çул Аслă Елчĕк ял канашĕн тата Ленин ячĕллĕ колхозри профком председателĕ пулнă: - Район 90 çул тултарни Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансене чылайăшне иртнине тепĕр хут аса илме хистет. Мана та, Аслă Елчĕкре ĕмĕр пурăннă тата ĕçленĕ çынна, çак пулăм тарăн шухăша ячĕ. Тỹрех аслă ăру, вăрçă хыççăнхи пурнăç

Подробнее

Халăх хастарлăхĕ тата чăн паттăрлăх, —

çапла хаклассăм килет манăн районăн иртнĕ кун-çулне. Пирĕн ăру - иккĕмĕш тĕнче вăрçи умĕн, аслă хирĕç тăру тата ун хыççăнхи малтанхи çулсенче тĕнчене килнисем - район йĕркеленнĕ вăхăтăн малтанхи тапхăрне хăй куçĕпе курман. Апла пулин те атте-аннесем, асатте-асаннесем çав тапхăр çинчен куççуль витĕр каласа кăтартни асран тухмасть. Мĕншĕн тесен вĕсем чăн-чăн

Подробнее

Тĕнче анлăш талант, тавракурăм

СССР педагогика наукисен академийĕн академикне, Совет Союзĕнчи тата ют çĕршывсенчи чылай университетăн хисеплĕ докторне, нумай Союзлă Республикăсен, патшалăхсен тава тивĕçлĕ ĕçченне, педагогикăн çĕнĕ çул-йĕрне - этнопедагогикăна уçакана, Елчĕк районĕн тата Чăваш Республикин Ĕçпе Паттăрлăх кĕнекине кĕнĕ Геннадий Никандрович Волкова Эс вилнĕ, теççĕ. Тĕрĕс мар! Эс сывă та хастар. Эс пирĕнпе юнашарах

Подробнее

8000 килограмшăн!

Кăçал кашни ĕнерен шăпах çакăн чухлĕ сĕт суса илме ĕмĕтленеççĕ "Победа" ОООра çулталăк вĕçленнĕ тĕле. Майĕсем вара çителĕклĕ. Кунта ĕнесен кĕтĕвне çулсерен çĕнетсе пыраççĕ, тулли апат никĕсĕ хывса хăвараççĕ тата унăн пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Зоотехника тата ветеринари требованийĕсене туллин пурнăçлани, ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн 3 хутчен суни продуктивлăха тата та

Подробнее

Юрлакан ял

Патреккел халăх хорĕн сумĕ пысăк - ялăн анчах мар, районăн, республикăн пысăк мăнаçлăхĕ вăл. Хăйĕн юрри-ташшипе Чăваш Енре тата ун тулашĕнче пурăнакан халăха 95 çул савăнтарать. Хор историйĕ пуян. Патреккел авалтанпах юрлакан ял шутланнă, çыннисем уçă саслă пулнипе палăрнă. 1742 çултах чиркỹ çумĕнче юрă ушкăнĕ пулнă, ял çыннисенчен чылайăшĕ унта

Подробнее

О главном человеке в судьбе каждого

Нет ничего святее и бескорыстнее любви матери... В.Г. Белинский (1811-1848), русский литературный критик. В России ежегодно в последнее воскресенье ноября отмечается самый теплый, семейный праздник – День матери. Только мама по-настоящему любит ребенка, окружает вниманием и заботой, дарит тепло, искренне радуется достижениям. Материнская любовь, мудрость и доброта – надежная опора на жизненном пути,

Подробнее