Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 197)

Район чысне хỹтĕлĕ

"Шевле" ача садĕнчи воспитательсем шăпăрлансене хăйсен чун ăшшипе воспитанипе пĕлỹ панипе пĕрлех хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне те аталантарса пыма тăрăшаççĕ. Кашни çулах пуян опыт пухнă педагогсем тĕрлĕ шайри конкурссене, фестивальсене хастар хутшăнаççĕ. Кăçал "Çулталăкри воспитатель" муниципалитет шайĕнчи конкурса районти пултаруллă 13 воспитатель хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри - пирĕн коллективри Наталия Архилина. Мал ĕмĕтлĕ

Подробнее

Алина — призер

Елчĕкри вăтам шкулти 9 "б" класри Ксения Воробьева, Алина Ильина, Алеся Колсанова тăван ен культурин предмечĕпе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регион тапхăрне хутшăнма тивĕçнĕ. Тупăшăва хутшăннă 50 вĕренекенрен Алина Ильина призерсен йышне кĕме пултарнă. Ăна тăван чĕлхепе литературăна, тăван ен культурине чылай çул вĕрентекен Надежда Кушманова вĕрентет. Сăн ỹкерчĕкре: Алина хăйĕн

Подробнее

Халăх сывлăхĕ тĕп вырăнта

Елчĕкри тĕп больницăра иртнĕ çула пĕтĕмлетсе канашлу иртнĕ. Унта ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Кизилов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. Пĕлтĕрхи ĕç-хĕлпе райбольницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова паллаштарнă. Республикăра халăха медицина пулăшăвĕ парасси виçĕ шайлă тытăмпа пурнăçланса пырать. Районти сыватмăш пĕрремĕш шая кĕрет. Медпулăшу парас енĕпе районта тивĕçлĕ инфраструктура

Подробнее

Ăс-хакăл вăййисенче

Шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем тĕрлĕ предмет олимпиадисенче регион шайĕнче те пысăк çитĕнỹсем тунине хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Ăслăлăх конкурсĕсенче кĕçĕн классенче пĕлỹ илекенсем те çулсерен тăрăшулăх кăтартаççĕ. Ячĕ кăна урăхла вĕсен - "Ăс-хакăл вăййисем". Кăçал 3-4 классенчи ачасем хушшинче 27-мĕш хут йĕркеленĕ ăс-хакăл вăййисем 6 предметпа иртнĕ. Нихăш çул та пирĕн районти

Подробнее

Тĕллевсене палăртрĕç

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, нумаях пулмасть хĕрарăмсен районти уйрăмĕн ертÿçине суйланнă Лариса Васильева организацилле ыйтусемпе çыхăннă Канашăн пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕ. Пысăк ушкăнпа пухăнса калаçнинчен /унта ялсенчи хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсене те явăçтарнă/ кирли, ăса хывмалли нумай пулчĕ. Обществăлла ĕçе пурнăçлакан хĕрарăмсен вара пĕр чăмăра пĕрлешсе

Подробнее

Кăмăл туртăмне аталантарасчĕ

Юлашки вăхăтра шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ыйтăва тĕрлĕрен çавăрттарма – хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕнчен çак предмета хирĕçле шухăшсем те сисĕнме пуçларĕç. Кирек мĕнле наци çынни те хăйĕн тăван чĕлхине вĕренессине тĕпе хурать, пирĕн те çаплах пулмалла. Кунта урăхла шухăш пулма та пултараймасть. Шăкăрин юхса пыракан чĕлхемĕрĕн çÿпçи тарăн та иксĕлми, пин-пин сăмахпа пуянскерĕн,

Подробнее

Акана тухасси те инçе мар

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикунхи канашлура сÿтсе явнă ыйтусем пĕлтерĕшлĕ, вĕсене ыран мар, пурне те паян татса памалла… Кĕçех черетлĕ хутчен акана тухма вăхăт çитет. Çанталăк тăрук ăшăтнине кура юр хăвăрт ирĕлни ака ĕçĕсем маларах та пуçланма пултарнине систерет. Уй-хир ĕçченĕсем

Подробнее

Лесничествăсене – вăрман техники

Чăваш Енри лесничествăсем валли 26746 пин тенкĕлĕх вăрман пушарĕпе кĕрешмелли техникăпа тĕрлĕрен оборудовани туянаççĕ. Çак ĕç «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене упрасси» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Уйăракан укçа-тенкĕпе вăрман пушарĕпе кĕрешмелли 2 автоцистерна, тиев автомобилĕ, гусеницăллă техникăна турттармалли тягач валли трал тата 14 ПКЛ-70 плуг туянĕç.

Подробнее

Чирпе кĕрешме

ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче патшалăхăн «Сывлăх сыхлавне аталантарасси» программине улшăнусем кĕртессине çирĕплетнĕ. Сăлтавĕ коронавируспа çыхăннă. Унпа кĕрешмешкĕн федераци бюджетĕнчен дотаци уйăрнă. Çапла вара программа тата 624,5 млн тенкĕлĕх хакланнă. Кун йĕркинче тепĕр ыйту та пулнă – медицинăн пуçламăш сыпăкне çĕнетмелли программăна улшăнусем кĕртнĕ. Вăл та укçапах сăлтавланнă. Тÿрлетÿсем уйрăм мероприятисен хакне

Подробнее

Донбасс территорийĕсенчи

ял-хулана Украинăн хĕç-пăшаллă вăйĕсем тăтăшах персе тăнăран кунти халăха Раççее эвакуацилеме йышăннă. Вĕсен шучĕ 100 пинрен те иртет, пысăк пайĕ хĕрарăмсемпе ачасем. Эвакуаци халăхне тĕрлĕ регионсене яраççĕ. Пысăк йышĕ Ростов облаçĕнче чарăннă, вĕсене пулăшма волонтерсене анлăн явăçтараççĕ. Вырăнсене çитсен çынсене пурăнмалли кĕтеспе, апат-çимĕçпе, медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ, унпа пĕрлех медицина тата психологи

Подробнее