Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 849)

Ашшĕсем канашланă

Республикăра Ашшĕсен канашĕн пĕрремĕш форумĕ иртнĕ. Форума хутшăнакансем «Сывлăх спартакиади», «Хăрушсăр ачалăх», «Шкул – пирĕн кил» секцисенче канашăн шкулсенче тата садиксенче пурнăçлакан ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă, ашшĕсене ачисемшĕн шанчăклă юлташ тата пĕрремĕш пулăшакан пулма май паракан усăллă сĕнÿсене палăртнă. Республикăри Ашшĕсен канашĕ çавăн пекех малашнехи тĕллевсене уçăмлатнă. Çак шута ГТО нормисене пурнăçлассине

Подробнее

Раççей мăнаçлăхпа палăрать

Декабрь вĕçленсе пырать. Çак уйăх Раççей çар историйĕнче паллă йĕр хăварнă пулăмсемпе пуян пулнипе палăрса тăрать: 1769 çулта II Кĕтерне Çветтуй Георгий орденĕ награда туса хурасси пирки Указ кăларнă. Унпа Георгий Победоносец кунĕнче Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсене, Мухтав тата Çветтуй Георгий орденĕн кавалерĕсене чыслаççĕ. 1790 çулта Суворов ертсе пынипе вырăс çарĕсем

Подробнее

Иккĕмĕш мультиплекс хута кайнă

Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕн /РТРС/ Чăваш радиотелецентрĕн специалисчĕсем иккĕмĕш мультиплексăн юлашки передатчикĕсене ĕçе кĕртнĕ. Халĕ цифрăллă 20 телеканала Чăваш Енре пурăнакансен 99 проценчĕ ытла пăхма пултарать. 2013 çултанпа РТРС регионта хыпарлавăн 42 объектне тунă. «Цифра» çитиччен республикăра пурăнакансенчен нумайăшĕ, уйрăмах ялтисем, 1-2 телеканалтан ытла пăхайман. Пĕрлехи информаци стандартне пула пысăк хуласенче

Подробнее

Сыхлăха çухатар мар

Елчĕк районĕнчи полици пайĕ террора хирĕç тăрас ĕçре ятарлă планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Граждансен тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем информаципе пропаганда ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çын йышлă çÿрекен, массăллă мероприятисем иртекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан е ĕçлекен вырăнсенче,

Подробнее

«Ыйтса илнĕ» чир

Наркоманипе кĕрешесси çине Чăваш Енре пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чирлисене реабилитацилессипе тата ресоциализацилессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлама кăçал пурĕ 352 пин тенкĕ уйăрнă. Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх, республикăра наркотиксемпе усă куракансен йышĕ 1,6 пине яхăн çынпа танлашать. Наркоманипе чирлисем – 734 çын. Çак чире этем хăй ирĕкĕпе ыйтса илнипе тан. Çавăнпа та унран

Подробнее

Сайтра асăрханар

Интернетри социаллă çыхăнусенче тимлĕ те сыхлăхлă пулмаллине, ыттисен ячĕпе пытанакан преступниксенчен хур тÿсме пултарасси пирки ачасене ăнлантарсах тăмалла. Республикăра кăçал 10-12 çулсенчи хĕр ачасем усал шухăшлă çынсенчен инкек тÿснĕ. Преступниксем хăйсене çамрăк каччăсем евĕр тытса ?сайтри страницăна ют çын сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтараççĕ вĕсем паллах/ хĕр ачасен шанăçне кĕнĕ, унтан çурма çарамасланнă

Подробнее

Палăк уçас кăмăллă

1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче пирĕн çарсене пуçласа Афган çĕрĕ çине илсе кĕртнĕренпе кăçал 39 çул çитрĕ. Çак вăрçă 1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен пынă. Хирĕç тăрура 14 пин ытла Совет салтакĕпе офицерĕ вилнĕ. Афган вăрçинче Чăваш Енри 4,5 пин çамрăк пулнă,115 çын вилнĕ, 4 çын хыпарсăр çухалнă.

Подробнее

Проекта хутшăнтăмăр

Декабрĕн 6-мĕшĕнче Йошкар-Ола хулинче музейсем хушшинчи «Истоки. Рожденные на Волге» партнерла проект хута кайрĕ. Раççейри 57 музейĕн ĕç-хĕлне çутатни проектăн хăйне евĕрлĕхĕ пулса тăрать. Вĕсем пурте Атăлçи федераци округ членĕсем шутланса тăраççĕ. Унта 14 облаçпе республика кĕрет. Çак округра 14 чĕлхепе калаçакан 23 тĕрлĕ нациллĕ 30 миллион ытла çын пурăнать. Проект Атăлçи

Подробнее

Хисеп-сумĕ – ĕçĕнче

Сăпайлă, çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан, урока кăсăклă йĕркелеме пĕлекен вĕрентекене ачасем юратаççĕ, хисеплеççĕ. Вĕсене учитель анлă тавра курăмлă, пултаруллă пулни илĕртет. Çапла, кашни çыннăн пурнăçри малтанхи утăмĕсем учитель ячĕпе çыхăннă. Вăл ăс пани, тимлесе ăнлантарни яланлăхах пирĕн асăмра. Унăн сывлăм пек таса, чĕререн каланă сăмахĕсем кирлĕ вăхăтра хавхалантараççĕ, синкерлĕхре чĕрене вăй

Подробнее

Ентешĕн çĕнĕ ĕçĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çĕнĕ спектакль – «Чуххăм Ванькка авланать-кай-кай-кай...» ятлă икĕ пайлă камит пырать. Унăн премьери чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртрĕ. Билетсене куракансем малтанах туянса пĕтернĕрен пĕрремĕш хутĕнче те, иккĕмĕшĕнче те ăна кайса курма май килмерĕ. Виççĕмĕшĕнче çеç лекрĕм çĕнĕ спектакле. Ялта пурăнакан Анфис хăйĕн ывăлне авлантарасшăн. Çакăн хыççăн

Подробнее