Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ашшĕсем канашланă

Ашшĕсем канашланă

Республикăра Ашшĕсен канашĕн пĕрремĕш форумĕ иртнĕ.

Форума хутшăнакансем «Сывлăх спартакиади», «Хăрушсăр ачалăх», «Шкул – пирĕн кил» секцисенче канашăн шкулсенче тата садиксенче пурнăçлакан ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă, ашшĕсене ачисемшĕн шанчăклă юлташ тата пĕрремĕш пулăшакан пулма май паракан усăллă сĕнÿсене палăртнă.

Республикăри Ашшĕсен канашĕ çавăн пекех малашнехи тĕллевсене уçăмлатнă. Çак шута ГТО нормисене пурнăçлассине те кĕртнĕ. Çакă, форума хутшăннисем палăртнă тăрăх, сывă пурнăç йĕркине хисеплеме вĕрентет, пушă вăхăта çемьепе пĕрле ирттерме, спортпа туслашма хавхалантарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code