Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 860)

ЗАГСсем – пĕрлехи патшалăх реестрĕнче

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре çĕнĕ информаци тытăмĕ – ЗАГСсен пĕрлехи патшалăх реестрĕ /ЕГР ЗАГС/ вăя кĕнĕ. Çак кунтан пуçласа çĕнĕ акт хучĕсене пĕрлехи патшалăх реестрне кĕртеççĕ, киввисене унта майĕпен куçарса пыраççĕ. Ку вăл 1926 çулчченхи документсене пырса тивет. Çак ĕçе 2021 çул тĕлне пĕтерме планлаççĕ. ЗАГСăн пĕрлехи реестрĕ Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур халăх

Подробнее

Граждансене – çăмăллăхсем

Коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿленĕ чух халăха патшалăх тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерет – 2018 çулта январь-август уйăхĕсенче Елчĕк районĕнчи 5948 гражданин çăмăллăхпа усă курнă. Кăçал коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿленĕ чух социаллă пулăшу парас тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен района пурĕ 62 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă /иртнĕ çулхинчен 26 процент нумайрах/. Саплаштару укçине тĕрлĕ

Подробнее

Следственному комитету – 64 года

Памятная дата в истории предварительного следствия в России: 19 октября 2018 года исполняется 64 года со дня образования службы следователей-криминалистов История службы следователей-криминалистов началась в 1954 году, когда в органах прокуратуры была введена должность прокурора-криминалиста. Затем в связи с реформированием этого надзорного ведомства и передачей полномочий по расследованию уголовных дел, ранее

Подробнее

Тăван тавралăх тата илемлĕрех пултăр

Районта пурăнакансенчен кашнийĕ юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕччен тăсăлакан тăван тавралăха тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăха пĕр çын пек пулса хутшăнма, хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывма кирлине лайăх ăнланать. Çакна асра тытса ял тăрăхĕсенче пĕрин хыççăн тепринче экологи субботникĕсене йĕркелесе ирттереççĕ. Кун-çĕр те, ав, епле уяр, хĕвеллĕ – чăн-чăн ылтăн кĕркунне. Пĕр

Подробнее

Пуçаруллă ÿсĕме тăсакан саккун

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенсие тухмалли ÿсĕме тапхăрăн-тапхăрăн пысăклатма тытăннă май аслă ăрури ĕçлекен граждансен прависене хÿтĕлекен мерăсен пуххи те çав кунран вăя кĕрет. Тĕллевĕ чăннипех пархатарлă: ĕçлес кăмăллă, çапла тумашкăн хевте çитерекен тата обществăна усă кÿмешкĕн хатĕр çын ÿсĕмне пăхмасăр хăйĕн майĕсене пурнăçа кĕртме пултартăр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси

Подробнее

Дружинниксем тупăшрĕç

Обществăри йĕркелĕхе сыхлас ĕçре дружинниксем витĕмлĕ вăй пулса тăраççĕ. Елчĕк районĕнчи халăх дружини шаннă тивĕçе çирĕп пурнăçлакан, яваплăха туякан 10 çынран тăрать. Муниципалитет йĕркелĕхне тивĕçтерме хутшăнакансем районта иртекен халăх йышлă хутшăнакан мероприятисенче дежурство йĕркелеççĕ. Дружинниксем ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле тĕрлĕ рейдсене те хутшăнаççĕ. Кăçалхи

Подробнее

Хытă каяшпа çыхăннă ыйтусем тавра

Пурте пĕлетпĕр, кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пирĕн республика коммуналлă хытă каяша пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ. Уçă конкурса хутшăннă «МВК «Экоцентр» ООО ку тĕлĕшпе регионри оператор пулма тивĕç çĕнсе илнĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсемпе уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакан, юридика сăпатĕнчи çынсемпе регионри оператор хушшинчи çыхăну – ирĕк памасăр уçнă свалкăсене «тĕп»

Подробнее

«Раççей лидерĕсем»

Октябрĕн 10-мĕшĕнче старт илнĕ Раççей шайĕнче управленецсен хушшинче 2018-2019 çулсенче иртекен «Раççей лидерĕсем» конкурса 55 çулчченхи граждансем хутшăнма пултараççĕ. Çакăн пирки Мускавра йĕркеленĕ пресс-конференцире пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Сергей Кириенко палăртнă тăрăх, асăннă конкурс Владимир Путин хушăвĕпе йĕркеленет. – Пирĕн çĕршывра кашни çыннăн хăйне евĕр талант пур. Çавна

Подробнее

Халăхпа курнăçаççĕ

Октябрĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем – Чăваш Республикинче çул-йĕр хута ярассипе çыхăннă лару-тăру, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, 2018-2019 çулсенчи кĕрхи тата хĕллехи тапхăрсенче пушартан сыхланасси, грипп чирне

Подробнее

Географи диктанчĕ

Вырăс географи обществи пуçарнипе иртекен акци пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри пулса тăчĕ. Кăçал çак акци ноябрĕн 11-мĕшĕнче иртет. Диктанта яланхи пекех 12 сехетре çырма пуçлĕç. Чăваш Енре вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнче, Наци музейĕнче, вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче, пирĕн районта Елчĕкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта иртет. Унта кашниех

Подробнее