Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 12)

Хỹтĕлевçĕсене пулăшса

Çĕршыва хỹтĕлекенсене кирек хăш саманара та хисепленĕ, халĕ те çаплах. Хăйсен ирĕкĕпе тата мобилизаци йĕркипе Раççей çар ретне тăракан Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисене хавхалану тата пулăшу кỹрес тĕллевпе Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче "Хамăрăннисене пăрахмастпăр!" ятпа пысăк концерт иртрĕ. Вăл районтан Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленнĕ граждансен пĕрремĕш ушкăнне ăсатас умĕн пĕр

Подробнее

Пултаруллă çын

пĕтĕм енĕпе пултаруллă çав. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче регионсем хушшинчи ял хĕрарăмĕсен "Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!" конкурс-фестиваль иртрĕ. Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ мероприятин малтанхи тапхăрне республикăри районсенчен тата тулайран 18 çын хутшăннă, финала вĕсенчен саккăрăшĕ тухнă. Вăл йышра Вăрăмхăвари клуб заведующийĕ Лариса Казначеева та. Конкурсантсем хăйсемпе паллаштарчĕç, чăваш йăли-йĕркисене сăнарларĕç, пултарулăхне кăтартрĕç,

Подробнее

Конкурсра палăрнă

"Престиж" педагог ăсталăхĕн конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта хамăр тата кỹршĕ республикăсенчи, Самара, Ульяновск, Иркутск, Белгород, Чулхула облаçĕсенчи культурăпа искусство тытăмĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсен преподавателĕсем хутшăннă. "Уçă урок", "Юрлас ăсталăх", "Ỹкерес ăсталăх" тата "Методика мастерскойĕ" номинацисенче Светлана Карамаликова, "Мерчен" ансамбль (Клавдия Васильева, Ольга Краснова, Ольга Архипова, Луиза Доброхотова, Зинаида Павлова, Светлана Карамаликова) III степень лауреат,

Подробнее

Сцена çинче — ачасем

Çитес çул республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнă май Чăваш Енри вĕренỹпе çамрăксен политикин тата Ял хуçалăх министерствисем, Аграри университечĕ Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕпе пĕрле "Телейлĕ ял ачалăхĕ" пултарулăх конкурсĕ йĕркеленĕ Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ районта иртнĕ. Шăпах районти культура çуртĕнче пултаруллă ачасем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Чи лайăх ташăçăсемпе юрăçсем, сăрă ăстисем хăйсен маçтăрлăхне республика

Подробнее

Талантлă класс

Пысăк юхан шыв пĕчĕккинчен пуçланать пулсан, талант çăл куçĕ, паллах, ачаран вăй илсе аталанать. Кашни шкултах вĕренекенсем хушшинче сăвă-калав çыракан, юрă юрлакан, музыка инструменчĕсемпе ăста вылякан, лайăх ỹкерекен е ытти ырă енĕпе уйрăлса тăракан пур. Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 4-мĕш класра вĕренекенсен пысăк пайĕ гитара, хут купăс калассипе

Подробнее

Мультимедиллĕ курав

Елчĕкри культура çуртĕнче мультимедиллĕ "Муза Монпарнаса с Волжских берегов" выставка иртет. Ăна октябрĕн 10-мĕшĕнче 14 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă. Паллă ентешсен çулталăкĕнче Мария Воробьева-Стебельская, пултарулăх псевдонимĕ Маревна, çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май Президент тата "Чувашия" Попечитель канашĕн фончĕсем пулăшнипе Шупашкарти "Радуга" культурăпа курав центрĕ çак выставкăна йĕркеленĕ те. Ỹнерçĕ Сĕнтĕрвăрринче

Подробнее

Пултарулăх сезонĕ уçăлнă

Иртнĕ канмалли кунсенче районти культура çурчĕсенче çĕнĕ пултарулăх ĕççине уçса тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Яманчỹрелĕнчи культура çуртĕнче ял çыннисем шкул ачисен пултарулăхне курса савăннă. Кунта "Раççейри халăх алăсталăхĕсем" курав йĕркеленĕ. Ачасен "Сармантей" фольклор ушкăнĕ (сăн ỹкерчĕкре) вара "Халăх йăли-йĕркипе пурăнмалла тата çитĕнмелле" калаçăва хутшăннă. Вĕсем ват асламăшĕпе аслашшĕсен ачалăхĕнчи юрăсене юрланă, вĕсем

Подробнее

Елчĕк ялĕ, çулсерен чечеклен!

Тăван ен, çуралнă кĕтес кашни çыншăн хаклă. Çакна ỹссе çитĕннĕ хыççăн ялтан тухса кайса самай аякра тымар янă çынсем уйрăмах лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та нумайăшĕ çулталăкра пĕр хут иртекен ял уявне мĕн пур ĕçне пăрахса килме тăрăшать. Сентябрĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ Елчĕк ялĕн уявĕнче халăх питĕ йышлă пулчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ аякран килнĕ

Подробнее

Атăл çийĕн сасă каять

Шупашкарта опера юрăçисен "Атăл çийĕнчи сасă" Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш уçă конкурсĕ иртет. Унта хутшăнма Новосибирскран, Красноярскран, Петропавловск-Камчатский тата ытти хуларан 100 ытла заявка çитнĕ. Конкурс йĕркелỹçисем видеоĕçсемпе тимлĕн паллашнă хыççăн çĕршыври музыка театрĕсенчен тата консерваторисенчен 60 яхăн хутшăнакана Шупашкара йыхравланă. Конкурса Чăваш Енри театр деятелĕсен союзĕ ЧР Культура министерстви тата Раççейри театр

Подробнее

Чỹклемене хутшăнтăмăр

Нумаях пулмасть эпир, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем, Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче пулса хамăр пултарулăха кăтартрăмăр. Инçе çула пăхмасăр хăнана кайнин тĕп сăлтавĕ - пире унти Чỹклеме уявне хутшăнма йыхравлани. Теччĕ районĕ тырă пухса кĕртессипе кăçал малтисен ретĕнче, çавăнпа та чăвашсем кивĕ çăнăхпа çĕнĕ çăнăха хутăштарса пĕçернĕ çăкăра

Подробнее