Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 15)

ТЕЛЕЙПЕ ЫРЛĂХ УТРАВĔ

Республикăри паллă çыравçă, 1967 çултанпа СССР Журналисчĕсен Канашĕн членĕнче тăракан Анатолий Тимофеев хальхинче чăвашсен Тутарстанри Сиктĕрмере иртнĕ черетлĕ уявне Патшалăх Думин депутачĕ Сергей Иванович тата унăн сумлăран та сумлă ашшĕн, халăх предприятийĕсен "Звениговский" агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Иван Иванович Казанковсен ятарлă йыхравĕпе хутшăнчĕ. Çавна май унăн тĕрлĕ регионсенчен пин-пин çын пухăнакан

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2024 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнчи 99-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Денис Владимирович тата Елена Николаевна ПОРТНОВСЕН çемйи ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри "Земля спорта" ятпа иртнĕ марафонăн республикăри тапхăрĕнче çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ.

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2647 гектар (11,9 процент) вырнă, 1826 гектарне (вырнин 69 процентне), пурĕ 56052,1 центнер çапса тĕшĕленĕ. Округĕпе илсен, 1 гектартан тухăç хальлĕхе 30,7 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç "Комбайн" ЯХПКра - 43,8 центнер, Александр Бикулов хресчен

Подробнее

Адреслă пулăшу

Ыр кăмăллăх - çыннăн чи паха енĕ. Ачасене пулăшас тĕллевпе çыхăннă пулсан, пушшех. Пирĕн округра пурăнакансем "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне çулсерен хастар хутшăнаççĕ. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне унăн пухмачне пĕтĕмпе 229235,75 тенкĕ пухăннă. Танлаштарма: 2021 çулта - 238201,18 тенкĕ, 2022 çулта - 322657,5 тенкĕ, 2023 çулта - 305278,22 тенкĕ.

Подробнее

Гран-при хуçисем

Елчĕкри культура керменĕ çумĕнчи çамрăксен "Тарават" фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăх шайне ỹстерсех пырать. Кирилл Петров ертсе пыракан коллектив виçĕмкун Етĕрне округĕнчи Тури Ачак ялĕнче иртнĕ çамрăксен "Манăçми аваллăх" фестивальне хутшăннă. Ăна Пĕтĕм Раççейри Пĕрлехи фольклор кунне халалланă. Тараватсем "Епле килтĕр, тăвансем?", "Анкарти", "Шип-шип", "Суккăр мар, чăлах мар" юрăсене ташă çаврăмĕсемпе килĕшỹллĕн

Подробнее

Хастарсен слетĕнче

Етĕрне тăрăхĕнчи "Солнечная поляна" кану базинче "Чăваш наци конгресĕн çамрăк хастарĕсем" слет иртнĕ. Унта хутшăннисем тăван чĕлхе аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене, ку тĕлĕшпе малашне ĕçлемелли тĕллевсене палăртнă. Культурăпа искусство тытăмĕнче тăрăшакан пултаруллă çынсен ăсталăх класĕсем те, пĕрлехи культура тата спорт мероприятийĕсем те яш-кĕрĕме хавхалану кỹнĕ. Слет ĕçне округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ, ЧНКн

Подробнее

Туристсен йышне ỹстерме

Чăваш Ен туристсене мĕн сĕнме пултарать? Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев "Мир" телеканала панă интервьюра каласа кăтартнă. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, çирĕплетнĕ килĕшỹсемпе çеç Шупашкара 750-760 теплоход килмелле (пĕлтĕр 659 пулнă). Туристсен юхăмĕ пĕлтĕрхинчен 30 процент ỹснĕ. Ытларах турист йышăнма пирĕн инфратытăм хатĕр теме те пулать, анчах кирлĕ шая çитеймен-ха.

Подробнее

Çĕнĕлĕх

Аслă вĕренỹ заведенийĕсенче амăшĕпе пепки валли ятарлă пỹлĕмсем пулĕç. Çакă ачаллă студентсемпе вĕрентекенсемшĕн уйрăмах вырăнлă. 2030 çул тĕлне çĕршывра амăшĕпе пепки валли 1 пине яхăн ятарлă пỹлĕм пулмалла. Кăçал 60 пỹлĕм хута каймалла. Ку проект "Çемье" наци проектне кĕрет.

Подробнее

Преступленисен шучĕ чакнă

Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, округ прокурорĕ Александр Кудряшов, Елчĕкри полици пайĕн начальникĕ Илнур Минигалиев хутшăннă. Ларура чи малтанах Илнур Минигалиев сăмах илнĕ, вăл полицин оперативлă службин 6 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе доклад туса панă. Полици пайĕн ĕç-хĕлне тишкерес пулсан çакă паллă: кăçал

Подробнее

Наркотик сутма явăçтарнă

Чăваш Енре çул çитменнисем наркотиксемпе çыхăннă преступленисем тăвасси ỹснине палăртнă республикăри наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче. Кăçал Чăваш Енре çул çитменнисем асăннă йышши 11 преступлени тунă - иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен икĕ хут ытла нумайрах. Айăплисем - 8 çын. Вĕсем -Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар çамрăкĕсем. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта унашкалли пĕр çын

Подробнее