Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 14)

«Арча» пĕрлештернĕ

Чăваш наци библиотекинче "Арча" проектăн пĕтĕмлетỹ тапхăрĕ иртнĕ. Унта культурăпа ỹнер ĕçченĕсем, ал ăстисем, библиотекарьсемпе вулакансем хутшăннă. Палăртмалла: икĕ уйăхра регионти вулавăшсем 700 ытла мероприяти йĕркеленĕ. Пĕтĕмлетỹ тунă май библиотекăсен чи лайăх ĕçĕсемпе паллашнă. Ентешсем çавăн пекех чăваш тумтирне, эрешне, капăрлăхне ăсталакан Людмилăпа Николай Балтаевсемпе тĕл пулнă. Çак çемье чăваш халăхĕн

Подробнее

Халăх хастар

Чăваш Тăрăмĕ ялĕнче пушара хирĕç 50 кубла метр калăпăшлă резервуар вырнаçтарас ĕçе вĕçленĕ. Ку проекта та "Ниме - халăх бюджечĕ" программăпа пурнăçланă. Çĕнĕ объектăн хакĕ 550,5 пин тенкĕпе танлашнă. Халăх хăй пурăнакан территорине аталантармалли программăна хастар хутшăнни кирлĕ объектсене пурнăçа кĕртме пулăшсах пырать.

Подробнее

Çыран ишĕлесрен

Елчĕк ялĕнчи А.Игнатьев урамĕнчи Таябинка юхан шывĕн çыранне эрозирен упрас тĕллевпе строительство ĕçĕсем пуçланнă. Çырана ишĕлесрен хỹтĕлени çакă тата Çĕнтерĕве - 50 çул урамсенче пурăнакансен çурчĕсене тата хушма хуçалăхĕсене çурхи шыв-шур тапхăрĕнче шыв илесрен упрĕ. "АС 21" ООО организаци пурнăçлакан контракт ĕçĕн хакĕ - 1 945,5 пин тенкĕ.

Подробнее

Çулсем хăтлăланаççĕ

Ял çулĕсем хăтлăланса пырассинче те маларах асăннă программа пысăк пулăшу парать. Çĕнĕ Пăва-Аслă Шăхаль çулĕсене юсасси 21 243 100 тенкĕпе танлашĕ. Ĕçе пурнăçлакан подрядчик - "ДОРСТАР" ООО. Çуран çỹрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси те малти вырăнта пулĕ. Проектпа килĕшỹллĕн кунта тротуар пулĕ тата трассăна çутăпа тивĕçтерĕç.

Подробнее

Пушартан упранса

Вăрăмхăва ялĕнче пушар деповĕ хута кайнă. Строительствăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1 277,7 пин тенкĕпе танлашнă (подрядчикĕ - А.В.Мисяков уйрăм предприниматель). Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта хута ярас тĕллевпе ял çынни пĕлтĕр ертỹлĕх умне пуçарупа тухнă. "Ниме - халăх бюджечĕ" программа пулăшнипе пушар деповĕ хута кайнăшăн ял çынни кăмăллă.

Подробнее

Ачасене — тимлĕх

"Ниме - халăх бюджечĕ" программа пурнăçа кĕрсе пынă май уйăхсерен çĕнĕрен те çĕнĕ объектсем хута кайсах пыраççĕ. Елчĕк ялĕнче Октябрьская урамра ача-пăча валли вăйă тата спорт площадки çĕнелнĕ. Ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшса кунта резина виткĕç хунă. Çакă вăйăсем вăхăтĕнче ачасене суранланасран упрĕ. Площадка çĕнĕ йышши стандартсемпе килĕшсе тăрать. 537,3 пин тенкĕпе

Подробнее

Пултарулăх çулĕпе

Професси сăпайлăхĕпе-ши, хаçатра ĕçлекенсем хăйсен ĕçтешĕсем пирки хаçат-журналта питĕ сахал çыраççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хуракан, халĕ "Елчĕк ен" хаçата ăнăçлă ертсе пыракан, пултарулăх çулĕпе çирĕппĕн утакан Елена Геннадьевна Петрова пирки çырса кăтартма сăлтавсем çителĕклех: вăл республикăри журналистсем хушшинче ирттерекен тĕрлĕ конкурсра тăтăшах çĕнтерет, унăн альбомĕнче республика,

Подробнее

Педагогсем те хастар

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул округра спортăн тĕрлĕ енĕпе палăрса тăрать. ГТО та тахçанах хисепре кунта. Тестсене пурнăçлассинче ачасем кăна мар, вĕрентекенсем те хастар. Иртнĕ кунсенче, акă, тăхăр педагога ГТОн тĕрлĕ паллипе чысланă. Вĕсен йышĕнче шкул директорĕ Анфиса Ефимова та пур. Çав вăхăтрах Елчĕкри искусство шкулĕнче тата "Солнышко" ача садĕнче ĕçлекенсем

Подробнее

Паттăрсене асăнса

Елчĕкри стадион-площадкăра СВО паттăрĕсен - Сергей Миллинпа Степан Демьянов офицерсен ячĕпе шкул ачисем хушшинче мини-футбол турнирне йĕркеленĕ. Футболистсемпе куракансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова саламланă, ăнăçу суннă, çакăн пек спорт вăййисем патриотла воспитани парассинче тĕп вырăн йышăннине палăртнă. Тĕл пулусен итогĕпе командăсем турнир таблицине çапла

Подробнее