Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 155)

Алла-аллăн шăкăл-шăкăл пурăнать-çке сумлă мăшăр!

Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Головинсем - Елена Дмитриевнăпа Леонид Михайлович, вăй питти çулĕсене сумлă та пархатарлă ĕçре ирттернисĕр пуçне, пĕр-пĕриншĕн пысăк тĕрев пулса пурнăç çулĕпе 50 çула яхăн юнашар утаççĕ. Хăйсен ĕмĕрĕнче вĕсем капмар çурт-йĕр çавăрнă, йывăç та лартса ỹстернĕ, виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ куç тулли мăнукĕсене

Подробнее

Пысăк тупра

Тăван ял. Çуралнă кил. Çак асамлă сăмахсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Темле тĕреклĕ йывăç та тымарĕ хăрсан тỹнет. Ял тымарĕ те, унта пурăнакансем пулмасан, пĕтет. Елчĕкри тĕп вулавăшра С.Печковăн "Тăрнашур. Пĕчĕк ялăн кĕске ĕмĕрĕ" кĕнеке хаклавĕ иртрĕ. Семен Ефимович Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ пулсан та, Тăрнашур ялне хăйĕн çуралнă ялĕ вырăнне хурать.

Подробнее

Шыв управĕсем — пысăк пулăшу

Пушар вăхăтĕнче усă курмалли шыв управĕсем инкекре пысăк пулăшу параççĕ, çын пурнăçне тата пурлăха упраса хăварма пулăшаççĕ. Вĕсене кирек хăш вăхăтра та тивĕçлĕ тытса тата асăрхаса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пушар вăхăтĕнче усă курмалли шыв управĕсен шутне пушар гидранчĕсем, искусствăлла майпа хатĕрленĕ управсем, шыв башнисем, кỹлĕсенче ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем кĕреççĕ. Пирĕн

Подробнее

Сыхлăх та пулĕ

Республикăн антитеррор комиссийĕн тата оперативлă штабĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Тĕп темăсен шутĕнче ачасен канăвне тивĕçлĕ йĕркелес ыйту пулнă. Вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Захаров кăçал лагерьсем тулли хăватпа ĕçлессине палăртнă. Пĕтĕмпе 36 пин ытла ачана йышăнма хатĕр. Донбасран килнĕ çынсен ачисем валли 2 пин таран путевка

Подробнее

Тимлĕх кирлĕ

Коррупци ыйтăвĕ калаçтараканнисен йышĕнче. Иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертỹçи Александр Полтинин власть тытăмĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсене асăннă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕрлĕ районта пур. Йĕпреç райадминистрацийĕн пуçлăхне уголовлă майпа айăпланă - вăл пулăшнипе унăн пĕлĕшĕ нумай ачаллă çемьене çуртпа тивĕçтермелли контракта илме пултарнă, çав çурт вара пурăнма

Подробнее

Ăçта пĕрлĕх — унта вăй

ÇАМРĂКСЕМ ХАСТАР Тăрăм ял тăрăхне кĕрекен Тип Тимеше тĕрлĕрен каланине илтме пулать. Историренех çапла çырăнса юлнă вăл: Çỹлти Тимеш, Тури Тимеш, Тарăн çырма, Тимеш. Районăн кĕске энциклопедийĕнче яла Тăвай районĕнчи ялсенчи Ехрем, Пакăш Ятманĕ тата Микки йăхĕ куçса килнинчен пуçланса кайнине палăртнă. 1719 çулта кунта 20 хуçалăха, 84 çынна, 1884 çулта 56

Подробнее

Пур енĕпе те маттур пулчĕç

Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче "Союз пенсионеров России" обществăлла организаци "Спортивное долголетие" программăна хутшăнса йĕркеленнĕ республикăри культурăпа спорт фестивалĕ пулса иртрĕ. Унта эпир те, Елчĕксем, хапăл туса хутшăнтăмăр. Спортсменсен тупăшăвĕнче (шахматла выляссипе) район чысне И.Бобровпа Э.Смирнова хỹтĕлерĕç, сумлă 2-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. Дартс енĕпе И. Бобров тата Н.Семенова палăрчĕç,

Подробнее

Сывлăха хавшатать

Наркотиксемпе иртĕхсе пурăнни нихăçан та ырри патне илсе çитермест. Наркотиксен препарачĕсене тутанса пăхнине вилĕм патне пĕр утăм тунипех танлаштарма пулать. Вĕсемпе туслашса кайсан вара çын хăй ирĕкĕпе йышăннă чир кунран-кун ытларах та ытларах доза ыйтма пуçлать. Сахал дозăпа картне ларман пек туйăнать. Çапла вара, сывлăх - ерипен хавшаса, кĕсьери укçа сахаллансах

Подробнее

Сывă пул, ача сачĕ!

Çак кунсенче шкул çулне çитнĕ шăпăрлансем ача сачĕпе сыв пуллашаççĕ. Савăнăçлă уяв Елчĕкри "Солнышко" ача садĕнче те иртнĕ. Унти 23 пепке кăçал пĕрремĕш класа кайĕ. Районĕпе илес пулсан вара, шкулчченхи учрежденисене çỹренĕ 100 ача парта хушшине ларĕ. Садикри юлашки уяв ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, шăллĕсемпе йăмăкĕсене те пухнă. Савăнăçлă лару-тăрăва уçса райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен

Подробнее

Таврана илем кỹретпĕр

Елчĕкри Титов урамĕнчи çамрăксем таврана илем кỹрессишĕн тăрăшса кашни çулах йывăçсем лартса хăвараççĕ. Иртнĕ çулсенче ял вĕçĕнче йĕркеленĕ паркра йывăçсем лартса çум курăкран тасатассипе вăй хучĕç. Пĕрлехи ĕçшĕн пурте кар тăрса вăй хунине курса Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ те хăй енчен хавхалантарма тăрăшать. Пĕлтĕр, акă, паркри кивелнĕ картасене улăштарма тимĕр сетка

Подробнее