Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 21)

Килĕшỹре — çемье тăнăçлăхĕ

ЗАГС пайĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа "Пĕрле пулни - чи пысăк телей" ятпа уяв йĕркеленĕ. Унта нумай çул килĕшỹре пурăнакан, ĕçре харсăр çемьесене йыхравланă. Кушкăри Петр Никитовичпа Валентина Гордеевна Михайловсем, акă, пурнăç çулĕпе ултă теçетке пĕрле утаççĕ. Йывăрлăхне те, савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ вĕсем. Кил хуçи чикĕ хуралĕнче службăра

Подробнее

Халăх пуçарăвĕпе

Лаш ТАЯПА. Территори пайĕнче халăх пуçарăвĕ çине таянса çулсерен курăмлă ĕçсем пурнăçа кĕртеççĕ. Сывлăха çирĕплетме тивĕçлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе те тимлеççĕ кунта. Пĕлтĕр Çĕнĕ Эйпеç, Вăрăмхăва ялĕсенче тренажер площадкисем хута янă. Лаш Таяпара хальтерех вĕçленĕ ĕçсене те палăртма кăмăллă: мини-стадион территорине брусчаткăран тротуар сарнă, çĕнĕ карта вырнаçтарнă тата ытти те.

Подробнее

«Хамах» тенипе малалла каяймăн

Юрă-кĕвĕ - чун илемĕ. Çепĕç те хăватлă вăл. Тарăн шухăша ярать е çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелет. Кашни сăвăран юрă хываймăн. Унта пĕтĕм йĕркен шухăшĕ пулмалла. Николай Красновăн кирек хăш юрринче те çапла мар-и? Аса илĕр-ха. Ытлашши пĕр сăмах та çук вĕт. Темиçе хутчен каланакан сăмахсене е йĕркесене те тĕл пулмастăн. Çавăнпа унăн

Подробнее

Çăтмах уçланки

Çапла ят панă Кушкăри Сад урамĕнче пурăнакансем Пăла шывĕ хĕррипе ешерекен лаптăка. Аслă Пăла шывĕ халь ĕлĕкхи пек тарăн та анлă мар, тĕпне юшкăн пуçтарăннă. Чылай çул кунта тĕрлĕ çĕрте пĕвесем пĕвеленĕ, ун пек чухне пысăк юхан шыв та ăшăхланать, çырантан тухса юхакан çăлкуçсем хупланаççĕ, авăрсем юшкăнпа тулаççĕ. Çыран вара ишĕлме

Подробнее

Мĕн кĕтет-ши малта?

Ял хушшине кĕтĕм те,Ял-йышăма шырарăм.Сас паракан пулмарĕ, -Çав териех хурлантăм… (Виталий Адюков репертуарĕнчи юрă). Кун иртет те çул юлать, çул иртет те ĕмĕр катăлать. XXI ĕмĕре те шалах кĕрсе кайрăмăр ав - чĕрĕк пайĕ те умрах. Вăхăт сиккипе шав малалла чупнă майăн иртни хăй патне ытларах та ытларах туртать. Аса илỹ çаврăмĕ

Подробнее

«Пĕр чăмăр пек эпир»

Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Илья Федоровпа сăмах-юмах çавăрттарма питĕ ансат. Вăл, ырă кăмăллăскер, калаçуçăран куçне тартмасăр уççăн пуплет. Итлессинче те культура шайĕ пысăк. Пĕр-пĕрне чылай çул пĕлнĕрен шутланă ыйтăва та аякран пуçлама тивмерĕ. И.Федоров пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчен - ятарлă çар операцийĕнче. Икĕ эрнене отпуска янă ăна. - Илья Алексеевич, эсĕ çитес уйăхра 64

Подробнее

Ентешсем — лауреатсем

Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕсем паллă. Пултаруллисен йышĕнче пирĕн ентешсем те пур. Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ, "Чăваш Ен" ПТРК корреспонденчĕ Алексей Енейкин асăннă премие иккĕмĕш хут илнĕ. Вăл çарпа патриотизм темине уçса паракан ятарлă репортажсен ярăмне хатĕрленĕ. Тепĕр лауреат - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн 4-мĕш курс

Подробнее

Проектпа смета документацийĕ хатĕр

"Спутник-1" ООО ятпа йĕркеленнĕ Елчĕкри тасатакан сооруженире ĕçлекенсен тивĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Кунта каялла тухакан каяша уçласа илсе тасатассипе анчах мар, округ центрĕнчи уйрăм хуçалăхпа тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене сивĕ шывпа тивĕçтерессипе, канализаци йĕркелесе пырассипе тимлеççĕ. …Акчел улăхĕнче, тĕп больницăран аякра та мар вырнаçнă çак тасатакан сооружени çывăхĕнчи пĕвере таса мар

Подробнее

Тарифсем ỹсрĕç

Июль уйăхĕнчен пуçласа пирĕн пурнăçа татах хăш-пĕр улшăнусем кĕчĕç. Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тỹлемелли хаксем ỹсрĕç. Çав вăхăтрах çăмăллăхпа усă куракан категори валли банк комиссине пăрахăçлаççĕ. Тепĕр самант - çăмăллăх ипотекин вăхăчĕ вĕçленет, заем илекенсене çирĕпрех тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Коммуналлă пулăшупа (электроэнергипе, шывпа, газпа тивĕçтересси) усă курнин тарифне индексацилеççĕ.

Подробнее

«Социаллă» статус çăмăллăх кỹрет

2024 çулта Чăваш Енри пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 95 субъектне социаллă предприяти статусне панă. Ведомствăсен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем социаллă предприятисем пулнине çирĕплетес енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн Экономика аталанăвĕн министерствинче иртнĕ ларăвĕнче çакăн пек йышăну тунă. "Социаллă предпринимательсен йышĕ ỹссе пыни пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕнче социаллă ыйтусене татса пама, социаллă пулăшу

Подробнее