Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 23)

Çар традицийĕсене мала хурса

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ - çапăçусене хутшăннă ветерансен кунĕ. Ăна 2009 çултанпа, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, паллă тăваççĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн та пирĕн çĕршыв салтакĕсем хăйсен çар тивĕçне чылай ют территорисенче те пурнăçланă, вĕсенчи хирĕç тăрусене хутшăннă. Пирĕн округран совет саманин тĕрлĕ çулĕсенче Конгори, Анголăри, Кубăри, Венгрири, Чехословакири хирĕç

Подробнее

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлăва иртнĕ эрнери мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕç. Пĕлтерĕшлĕ пулăм - Елчĕк тăрăхĕнче ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулни. Ĕçлĕ визитăн (çакăн пирки паянхи хаçатăн 3-мĕш

Подробнее

Округ пурнăçĕ

Салтаксем патне - черетлĕ пулăшупа Нацизма тĕп тăвас тĕллевпе сахал мар ентешĕн Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хĕç-пăшал тытма тиврĕ. Пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр çĕршывăн чысĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çирĕп тăраççĕ вĕсем. Халăх пĕрле пулса çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшать - вăл хатĕрлекен гуманитари пулăшăвĕпе волонтерсем салтаксем патĕнче час-час пулаççĕ. Çак кунсенче хастар волонтерсенчен пĕрне - Елчĕк

Подробнее

Кашни çемье — хăй пĕр çĕршыв

2024 çула Раççей Президенчĕ Çемье çулталăкĕ тесе йышăну туни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă пирĕн çĕршывра çемье тĕп вырăнта пулнине кăтартакан тĕслĕх. Кашни çемье - общество ячейки, хăй пĕр патшалăх. Аслă Пăла Тимешре ял уявне йĕркелесе ирттертĕмĕр. Вăл хулари тата ялти çамрăксем пĕр шухăшлă пулнинчен килнĕ. Вĕсен тỹпи çав тери пысăк. Унта нумай çемьене

Подробнее

Конкурсра çĕнтернĕ

Надежда Афанасьева, Любовь тата Алена Черновăсем Аслă Елчĕк ялĕнчи "Яльчикский КООПторг" лавккара сутуçă пулса тăрăшаççĕ. Надежда Васильевна ку ĕçре 16 çул, Любовь Васильевна 12 çул, Алена Николаевна вара 3 çул вăй хураççĕ. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă тарават сутуçăсемпе тавар туянакансем кăмăллă. Нумаях пулмасть асăннă лавкка "Чувашпотребсоюз" пĕрлĕх республика шайĕнче "Торговля Чувашии"

Подробнее

Çирĕп йĕрке вăя кĕнĕ

"Чăваш Республикин территорийĕнче килти чĕр чунсене усрассипе, çав шутра вĕсене уçăлтарса çỹрессипе çирĕплетнĕ хушма йĕркесене пăхăнма яваплăх илессин тĕлĕшĕпе Чăваш Республикинче административлă йĕркене пăсни çинчен" Чăваш Республикин 2023 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнчи (22-мĕш номер) Саккунĕн 26.2 статйи Чăваш Енре 2023 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕнĕренпе килти чĕр чунсене усрассипе хушма

Подробнее

Акатуй паттăрĕсем

Пирĕн округри спортсменсем акатуйсенче палăрнă. Пурте пĕлекен çамрăксемех вĕсем. Çĕнĕ Пăвари Евгений Абрамов Етĕрнере чăваш наци "Кĕрешỹ" тупăшăвĕнче абсолютлă виçере çĕнтернĕ, Роман Иванов (Аслă Шăхаль) 2-мĕш пулнă. Елчĕкри Денис Иванова тата ытларах ăннă: Каçалти Акатуйра вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессинче хăйĕн виçинче ыттисене пĕр шанăç та хăварман, "Кĕрешỹ" тĕсĕнче вара, Женя пекех,

Подробнее

Ĕçрен хăраман ăста пулнă

2023 çулта Елчĕк муниципалитет округĕнчи хăй тĕллĕн ĕçлекен фермерсем патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе пурĕ 6 328 660 тенкĕлĕх усă курнă. Пĕр вăхăтрах темиçе субсиди илме те май пур, анчах республика шайĕнчи пулăшу çулталăкра пĕр çын пуçне 500 пин тенкĕрен ытла мар. Конкурса хутшăннă Турхан ялĕнчи Валерий Александрович Прохоров фермер патшалăхран уйăракан 500

Подробнее

«Фермер шкулĕнче» ăс пухаççĕ

Андрей МАКУШЕВ,Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ: - "Фермер шкулĕнче" производствăна çĕнĕ технологипе йĕркелеме вĕрентни агропромышленность комплексĕнчи специалистсен професси шайне ỹстерет. Çакă ял хуçалăх продукцийĕн пахалăхне, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне лайăхлатать. Проект çамрăксене яла явăçтарма, ĕçпе тивĕçтерме пулăшать. Пĕлỹпе ĕçри ăсталăха ăруран ăрăва панипе пĕрлех йăла-йĕркене упраса хăварма, çĕнĕ çитĕнỹсемпе пуянлатма май парать. Чăваш Енре

Подробнее

Малашлăха çирĕп шанаççĕ

Çĕр ĕç культурисене туса илессинчи ĕçе çĕнĕлле йĕркелессине малти вырăна хуракан "Яманчурино" сахал яваплă обществăра юлашки çулсенче пурлăх никĕсне çирĕплетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе АПКна аталанма инвестицисем те нумай пулăшаççĕ. OLYMPUS DIGITAL CAMERA Пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа

Подробнее